Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Малтан ăна хисеп тунă пулсан, Ехрем хуçа икçĕр пин те парĕччĕ. Халь хăй кăмăлсăрланнине уççăнах палăртрĕ:
— Ерĕхекен лаша хыççăн кайса, юпа çумне çапăнасран хăратăп. Çавăнпа ман сăмах кĕске: çĕр пин!
Михха хăйне йĕкĕлтенине сисрĕ. Çилĕ чашкăрса хăпарнипе тем каласа пăрахĕччĕ, анчах аллă пин каярах пама пулнипе çиллине шăнарчĕ. «Пыршу çӳхе çав. Ман çумра сăрнай çеç эсĕ», — тесе кулчĕ ăшĕнче.
Ыттисем те тăра-тăра хăйсен кăмăлĕсене пĕлтерчĕç. Павăл вунă пин, Элекçей пилĕк пин пама йулчĕç. Çырса та шутласа пыракан Лаврский савăнчĕ. Ултçĕр пине яхăн пухăнать. Ытлашшиех мар та, малтанлăха çитĕ. Саланас умĕн тахăшĕ аса илчĕ:
— Ара, пирĕн архиерей ним те шарламарĕ-çке? Е чиркĕве айккине пăрса хăварасшăн-и вăл?
— Ваше священство, ма чĕлхӳне çыртса ларатăр? — чĕрĕленсе калаçрĕç пуянсем.
— Ваше священство, пуху сирĕн сăмаха кĕтет! — ыттисен хутне кĕрсе астутарчĕ Лаврский.
Малти пукан çинчен вăрăм тумлă, чике сухаллă ватă çĕкленчĕ.
— Господа... — Янравлă сассипе юрланă евĕр тăсрĕ вăл. — Чиркӳ çине кăлăхах тапăнатăр. Эпир хамăра хамăр та аран тĕтĕшетпĕр. Вăхăтлăх правительствăна пулăшни пирĕн — уншăн турра кĕлтуни. Эсир те собора пырса пуççапсан ытлашши марччĕ. Аслă суд кĕтмен çĕртен персе çитĕ. Ун чух укçа та, куççулĕ те пулăшаймĕç. Çылăхăрсене каçарттарма васкăр!
Пуянсем хушшинче сивлесе кулни илтĕнчĕ.
— Ваше священство, выçă лармастăр-и, çăкăр пырса памалла мар-и?
— Эсир пытарнă арчăра уçса пăхăр.
Хăйне пăхăннине çеç курма хăнăхнă архиерейăн кăмăлĕ авăкланчĕ. Сассине хăпартарах хуравларĕ:
— Господа, турă çуртне, унăн йĕркисене тиркештерме чăннипех намăса çухатмалла!
Ансăртран сиксе тухнă калаçу усă вырăнне сиен кӳрессе туйрĕ те Лаврский лăплантарма васкарĕ:
— Господа, его священство каллĕ-маллĕ шухăшласа пăхĕ те хăйсен тивĕçне тăвĕ. Ун пирки вăхăта ирттерер мар. Кашнин ырана хăварма юраман ĕç пур. Сирĕн кăмăлăр халлĕхе хут çинче кăна-ха, укçи çук. — Хутне силлесе кăтартрĕ Лаврский. — Хăвăр та пĕлетĕр, кунпа нимех те тăваймăн. Ырантан кая юлмасăр укçине килсе парасчĕ!
— Уншăн ан шикленĕр!
— Ыран укçа кунта пулать! — шантарчĕç пуянсем. Лаврскисем, пуринчен кайран тухса, Бернадскнй патне таврăнчĕç. Хăналанса ларнă май тавралăха каç сĕмĕ хупла пуçларĕ. Хăй çутсан самай вăхăтран Михха кайма пуçтарăнчĕ. Урамра Трифуна хуллен хушрĕ:
— Мăнастирелле тыт!
Унта пулса курнипе Трифун çăмахсăрах ăнланчĕ, тилхепине хытарса, урхамахне хăваларĕ. Кĕçех вĕсем мăнастир хапхи умне çитсе чарăнчĕç.
— Урхамаха пĕркунхи çĕрĕ кĕртсе тăрат, Кайма вăхăт çитсен систерĕп. Ним шухăшсăрах кан. Унта сана та тунсăхлама памĕç! — кулкаларĕ Михха. — Мĕн каласа уçтармаллине манман-и?
— Манман.
Трифун кайсанах, Михха хапхана шаккарĕ. Самайтрах тĕнĕ пек шăтăк уçăлчĕ, хĕрарăм пуçĕ курăнчĕ:
— Кам унта? Мĕн кирлĕ сире?
— Çеçенхир урлă каçса килнĕ çулçӳрен ăшă пӳрт шырать.
— Аминь! — Пĕр сăмахпа хуравларĕ те манашка куç умĕнчен çухалчĕ.
Каçхи кĕлĕрен таврăннă игуменья хăйне пăхакан манашка пулăшнипе хура тумне хывса пăрахрĕ, аялти кĕпе вĕççĕн тăрса юлчĕ.
— Эс кай ĕнтĕ... Эпĕ канатăп... Кирлĕ пулсан йыхăрăп! — хушрĕ манашкăна. Пĕччен юлсан, пуçĕсене чĕнтĕрленĕ йывăç кравать çине месерле выртрĕ. Вăл хĕрĕхре ĕнтĕ. Апла пулин те çамрăк чухнехи чиперлĕхĕ çухалман. Юлашки вăхăтра вĕчи тулма пуçлани кăна пăшăрхантарать. Ал-ура вăйĕпе ĕçленĕ пулсан, пӳсийĕ, çинçе пилĕкĕ те упранĕччĕ. Ĕçлес килмест. Тата мĕн тесе ĕçлемелле? Ун ирĕкĕнче пĕр кĕтӳ хĕрарăм. Мĕн хушнине сăмахсăрах тăваççĕ. Кунта вăл чăннипех турри те, патши те хăй. Патшана сирпĕтсе, Вăхăтлăх правительство тунă хыпар пирки канăçсăрланни те вăраха тăсăлмарĕ. Раççейре сахал пулнă-им унашкалли? Мăнастирсем пурпĕр хăйсен вырăнĕнчен хускалман. Вĕсен тивĕçне никам сĕкĕнмен. Пуянлăх тесен, никам шутласа кăларайми. Пин теçеттин ытла лайăх çĕр, йăлăм енчи çаран та йăлтах мăнастирĕн. Кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх. Хăйсенчен ытлашшине мĕн чул тырпул, сĕт-çу сутмаççĕ-ши! Турă панă тесе, выçă аптранă ĕненекенсене йӳнетсе сутас вырăнне, хакне ӳстерме тăрăшаççĕ. Сутуçăсенчен пĕр шит те юласшăн мар. Игуменья çак мула хăйне мĕнле кирлĕ çапла тыткалать. Кравать айне алтса тунă кладовойра мĕн чухлĕ ылтăн-кĕмĕл, ытти хаклă йышши япаласем-ши тата?! Çаплах чĕрере савăнăç çук. Игуменья куçне хупрĕ, карăнса, тарăннăн сывларĕ. Çакăнта савакан тупăнсан, чĕри хумханса рехетленĕччĕ. Çамрăкрах чухне архиерей килкелесе çӳретчĕ. Халь вăл та йĕкĕлтесе кăна хăварать. Сайра хутра соборти пуп кĕрсе тухкалаканччĕ, вăл та çухалчĕ. Ахăртнех, унтан чипертереххине тупрĕ пулĕ. Мăнастир пурлăхĕпе усă курассине çеç манмаççĕ. Тырпул, сĕт-çу, аш-какай, укçа та сахал тултарман вĕсене. Çăткăнсем, тăранма пĕлмеççĕ. Атăлкасси пуянĕ тесен вара пачах урăх çын. Укçине шеллемест. Çамрăк манашкă тупса пама хушса тарăхтарать те, ку темех мар. Иçмасса, çав килтĕрччĕ... Ним тума аптранă енне вырăн çинчен сиксе тăчĕ, стакана эрех тултарса янклаттарчĕ. Кăштах лăплансан, каллех выртрĕ. Сасартăк алăка шаккани илтĕнчĕ.
Каннă вăхăтра пире çын чăрмантаракан марччĕ-çке.
— Мĕн унта? — сӳрĕккĕн ыйтре вăл манашкăран.
— Хапха умĕнче çеçенхир урлă каçнă çулçурен пур терĕç.
Игуменья вĕриленсе сиксе тăчĕ. Тĕкĕр умне чупса пычĕ, пит-куçне, çӳçне-пуçне тирпейлеме хăтланчĕ.
Манашкă тĕлĕнмерĕ. Игуменья кунашкал айкашнине хальччен те куркаланă вăл. Кăштах кĕтсен астутарчĕ:
— Сăваплă матăшкă... Мĕн калама хушатăр? — Хăвăртрах кĕртĕр!
Пĕчченех юлсан, игуменья вунçичĕ çулхи хĕр пек чупкаласа вырăнне пуçтарчĕ; никам пулăшмасăрах юсанчĕ. Кĕтсе илмелле пукан çине ларчĕ, пит-куçне манашкăсемпе калаçнă чухнехи пек турĕ.
Кĕçех Михха кĕрсе тăчĕ. Вĕсем пĕр хушă ним шарламасăр куçпа çирĕç. Юлашкинчен Михха, малтан хăй хисеп кăтартмаллине аса илсе, сăмах хушрĕ.
— Сăваплă матăшкă... Пиллĕх илме ирĕк парсамăр! — игуменья умне пырса пуç тайрĕ, тăснă алла чăмăртаса чуптурĕ. — Мĕнле пурăнатăр, сăваплă матăшкă?
Утне арçын алли сĕртĕнсен, игуменья чĕтресе кайрĕ. Вăл ĕнтĕ Михха мăйĕнчен çакăнма та хатĕрччĕ. Анчах сăмахсăрах парăннипе йăлăхтарасран шикленчĕ. Вара Михха йăпăлтатни чĕрине ним чухлĕ те тивмен пек сиввĕн хуравларĕ:
— Турă пурнăçа хурлама хушман. Пурнăç, ырă-и е усал, турă ирĕкĕнчен килет. Сана та телей патăр. Çул-çӳрен ытла вăраха çухалнипе кăна пăшăрханатăп.
Михха игуменья йăлине лайăх пĕлсе çитнĕ. Кулма та хатĕрччĕ, кăмăлĕ рехетленнине пăсас килмерĕ. Игуменьйăна май кайнăн сӳпĕлтетрĕ:
— Сăваплă матăшкăл. Çулĕ вăрам, çанталăкĕ сивĕ. Çавăншăн вăхăтра ĕлкĕреймерăм. Анчах çитсен тарават йышăнасса, ĕçтерсе çитерессе, ăшăтасса ĕмĕтленнĕччĕ. Çук, куна курмарăм-ха. Пăр пек сиввĕн йышăнса чуна шăнтрĕç.
— Çынна ан ӳпкелĕр тенĕ турă.
— Эпĕ ӳпкелесе мар, сăваплă матăшкă. Ельпох калатăп, çивитти пур çĕре кĕме ирĕк панăшăн тавтапуçах ĕнтĕ сире.
— Христос хăй те çынна шелленĕ, пире те шеллеме хушнă.
— Ку сăмах килĕшет мана, сăвапла матăшкă!
— Хывăнăр. Кĕрĕкне илсе юласран ан хăрăр.
— Сăваплă матăшкă, каçарăр, тархасшăн... Уншăн-куншăн мар, сирĕн çепĕç аллăра чăмăртама васканипе маннă кайнă.
Михха кĕрĕкне хывнă-хывман игуменья тусеймерĕ, мăйĕнчен уртăнчĕ.
Ăна кăмăл тумасан, ĕç тухмасса пĕлет Михха. Йĕрĕнсен те ыталасшăнччĕ, лешĕ пăшăлтатса чарчĕ:
— Тăхта, пирĕн çине Христос пăхать. Мĕн калĕ вăл... — икона каркăçпа хупларĕ.
Вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и — Михха сиксе тăчĕ.
— Ăçталла эсĕ? — эрленсе чĕнчĕ игуменья. Арçын çумĕнче выртма питех аванччĕ-çке.
— Сăваплă матăшкă... Санпа çеç йăваланма килмен эпĕ!
Михха тӳртен патлаттарни игуменьйăн мăнаçлăхне çĕçĕ пек тăрăнчĕ.
— Кашнинчех сан кăмăла лармалла хĕрарăм ăçтан тупас ман? — терĕ вара кӳренсе те ӳпкелешсе. — Хам пусарса кăлармастăп-çке вĕсене!
— Сăваплă матăшкă, кутăна персе ан выртăр. Эп суккăр мар.
— Суккăр мар? — яштах тăрса ларчĕ игуменья.
— Ийя.
— Апла тесен мĕн куртăн?
— Мана кунта кĕртсе яни мĕнле?
— Килĕшрĕ-и?
— Çавăркаласа пăхмасăр пĕлме çук.
— Хаклă сударь, Михаил Петрович! — кăмăлĕ уçăлнăран ихĕлтетрĕ игуменья. — Хĕрарăма чухлас çĕрте сан куç такамăннинчен çивĕчрех-и, тен... — çавăнтах пасара сутма çавăтса тухнă ĕне çинчен сăмах пынăн ырлама тăрăшрĕ. — Пытармастăп, сударь, унтан чипер хĕрарăм тупас çук. Сăн-пиче çырла, пĕвĕ-çийĕ çурта. Çирĕмрен çеç иртнĕ-ха вăл. Хĕр тесен те йăнăшах мар.
Игуменья мĕншĕн вакланине сисет Михха. Кунашкал халапа сахал илтмен. Çавăнпа тӳртен печĕ:
— Мĕн чул илесшĕн?
— Пилĕк пин!
— Эс мĕн, ухмаха ернĕ-им? Ку хака ăçтан шутласа кăлартăн! Ельпох калатăп, Хусанта çĕр тенкĕпе унран çĕр хут лайăхраххи тупатăп. Килти пекех кĕр те вырт. Никам чăрмантармасть.
— Кунта чăрмантарчĕç-им сана?
— Хальччен пулман та... Çапах унти мар ĕнтĕ.
— Апла тесен ма Хусана каймарăн, ма кунта сĕтĕрĕнсе çӳретĕн? Халь те каях юлман. Туртуна çавăр та вĕçтер!
- Юрĕ, текех ятлаçмăпăр. Çурмаран тăватпăр та, кирек хăшне йышăн. Тата çакна ан ман, эпир пасарта мар.
— Ман çылăхăма Христос каçартăр, хаклашас теменччĕ эп.
— Манран хаклă никам тӳлемĕ.
— Манран сахал ыйтакана та тупаймăн. Хĕрарăмĕ тесен, картинка çинчи пек. Укçа йӳнелсе пырать, пилĕк пинпе темех тăваймăн. Çылăхĕ тесен — мăй таранах. Пĕтĕмпех ман çине тиенĕ. Çук, урăх пĕр пус чакмастăп!
— Хăвăн ирĕк. Çилленсе ан юл! — кĕрĕкне йăрхахран илсе тăхăнма пуçларĕ Михха.
— Хыт кукар темерĕн! — юлашкинчен тӳсеймерĕ игуменья. — Укçуна çав териех шеллесен, килĕшетĕп!
— Ку урăх шут, сăваплă матăшкă. Тус-йышлăха пĕлекен çын сăмахĕ, — Михха кĕрĕкне каялла çакрĕ, укçа кăларса пачĕ.
Игуменья шутласа тĕрĕссине ĕненсен, укçине пытарчĕ те шăнкăравне шăнкăравларĕ.
Çав самантрах паçăрхи манашкă кĕрсе пуç тайрĕ.
— Мĕн тума хушатăр, сăваплă матăшкă?
— Апат-çимĕç илсе килĕр! — Миххана сăнамалăх вăхăт парасшăн васкамасăр хуравларĕ игуменья.
— Халех, сăваплă матăшкă!
— Мĕнле, пырасла пек-и? — манашкă тухса кайсанах куç хĕссе ыйтрĕ игуменья.
Михха килнĕ чухнех ăна куç хывнăччĕ. Халь пушшех килĕштерсе пăрахрĕ. Анчах сутăн илекен тавара хуçи умĕнче кам мухтатăр!
— Сăваплă матăшкă, çавăркаласа пăхмасăрах татса калаймастăп.
— Кутăнлашах, кутăнлашах! Хам арçын пулсан, сăмахсăрах пилĕк пин кăларса тыттарăттăм.
Кĕçех манашкă апат-çимĕç йăтса килчĕ. Шарикленĕ сысна çури, кăвакал ашĕ, хаклă йышши пулăсем, эрех. Пилĕк мăшăр та çисе-ĕçсе яраймĕ.
— Сударь, сĕтел хушшине ларăр! — Миххана сĕнчĕ игуменья. Манашкă тухса кайма ирĕк ыйтсан, йăвашшăн хушрĕ: — Пирĕнпе пĕрле турă пилленĕ çимĕçе астивсе пăх!
Ку сĕтел хушшинче ĕçкĕ пулнине манашкă хальччен те куркаланă, хăйне йыхăрнине кăна илтменччĕ. Уншăн тарăхнă-çилленнĕ те. Çавăншăнах паян игуменья мĕн пирки кăмăлланма пултарни çинчен шухăшламасăрах килĕшрĕ. Пĕр-ик черкке сыпсан, чунĕ пушшех уçăлчĕ, ирĕкри пурнăçне аса илчĕ. Вунтăххăра çитиччен ним хуйхăсăр ӳснĕ. Вара пĕр пуян ывăлне юратса пăрахнă. Мăшăрланса çулталăк хушши пурăннă хыççăн упăшкине ют хĕрарăм патĕнче тытнă, кĕвĕçнине тӳсеймесĕр мăнастире килсе лекнĕ. Тĕрĕссипе, ун чухне упăшкине хăратасшăн айкашнă, лешĕ йăлăнса мăнастиртен кăларасса шаннă. Вăхăт вăрахах иртмен, упăшки еркĕнне качча илнине пĕлнĕ. Вара мăнастирех юлма чăнланă. Ĕнтĕ тăна кĕрсен те, чавсана çыртма çук. Чĕрĕлле тупăка вырттарнă пекех, ку çуртран хăтăлаймăн.
— Мария йăмăкăм, ма салху эсĕ? — манашкă улшăннине сиссе ыйтрĕ игуменья.
— Юрлас килет, сăваплă матăшкă, — куларах юптарчĕ манашкă. Игуменья ятласа тăкасса кĕтрĕ.
Тепĕр чухне çапла пулĕччĕ те: санăн ăшна усал сывлăш йăва çавăрнă тесе, ăна асапланса кĕлтума хушĕччĕ. Халĕ шăпах Миххапа иккĕшне хăварма вăхăтне сиссе евĕкленчĕ:
— Мария йăмăкăм... Хам пӳлĕме кайса, иксĕмĕрĕн çылăхсене каçарттарам-ха. Унччен турă чурине сан ирĕке хăваратăп. Вăл ырă çын. Унран вăтанмалли çук. Мана чысланă пекех чысла, мана парăннă пекех парăн. Ху та ĕçмесĕр-çимесĕр ан лар.
— Юрать, сăваплă матăшкă... — хăнăхнă йăлипе пуç тайса ăсатрĕ ăна манашкă.
— Хаклă йăмăкăм... Эпĕ те çаплах чĕннĕшĕн ан çиллен, тархасшăн. Сăваплă матăшкă сире мана чыслама хушса хăварчĕ. Ельпох калатăп: хăй чунсăр пирки мана та çапла шутларĕ-ши? Çук, эп ун йышши этем мар. Пирĕшти пек таса та илемлĕ хĕрарăма чăрмантармăп. Сире хăвăра хисеплесе чыслама тивĕç. Ирĕкре тĕл пулнă пулсан, патша майри пек юсантарăттăм. Пĕлетĕн-и, хуçа эпĕ, миллионер. Тем тума хăват çитерĕп. Анчах кунта май çук. Пĕрех хутчен сăйлама ирĕк парсамăр! — Михха икĕ черккене эрех тултарчĕ. Пĕрне манашкă умне лартрĕ. Хăйĕн черккине тытса:
— Сирĕн сывлăхшăн! — терĕ.
Манашкă сасартăках хăйне мĕншĕн арçынпа хăварнине тавçăрчĕ. Темле пуян килсе манашкăсене савни, укçа нумай панипе лешсем кайран ĕçкĕллĕ пурăннă текен сас-хура тĕрĕсех иккен. Иккĕленмелли çук, çак пуян ĕнтĕ вăл. Арçын савасса кĕтекен чĕри аскăнланса тапрĕ, вĕриленнĕ юнĕ питне хĕрлĕ сăрпа сăрларĕ. Мĕнле арçынне курас шутпа пуçне çĕклесе пăхрĕ те, çанçурăмĕ сӳлетре, кăмăлĕ кичемленчĕ. Паçăр, кĕтмен çĕртен тĕл пулнă чух, кăмăла каймалла арçын пекех туйăнатчĕ. Тĕрĕссипе, тĕнчере унтан илемсĕр çын та çук-и, тен. Манашкă алла тытнă черккене каялла лартрĕ.
— Чиперккеçĕм... Çаплах чĕнем ĕнтĕ, ан çиллен, тархасшăн... Именетĕн-им? Манран ан хăра. Эпĕ сăрнайсемшĕн çеç усал. Сана сив сăмах каласа кӳрентермĕп. Саншăн тем тума та хатĕр. Тыт-ха, ĕçсе пар!
— Сударь, ан хистĕр, тархасшăн, урăх ĕçместĕп. Пире эрехпе ашкăнма юрамасть.
Манашкă тиркенине сиссе, Михха ирĕксĕрех авăкланчĕ. Тӳртен тăрăнтарчĕ:
— Хисеплĕ чиперккеçĕм... Ельпох калатăп, сĕннĕ черккене йышăнмасăр, эс сăваплă матăшкăн сăмахĕнчен тухасшăн. Апла çеç мар, ăна хирĕç тăрасшăн. Мĕнех вара, хăвăн ирĕк. Анчах сăваплă матăшкă ырлĕ-ши?
Манашкă шартах сикрĕ. Хăйне пăхăнманнисене игуменья асап кăтартнине пурте пĕлеççĕ. Тĕрĕссипе, манашкăсем турра ĕненнинчен ытларах çав асапран хăранипе мĕн хушнине тăваççĕ. Ку çын каласа паратех, Апла тесен, вăл чипер марришĕн мĕн турткаланмалли пур? Ăна качча каймалла-им? Игуменьйăна çиллентериччен, иçмасса... Кайран хуть тӳпе ӳпне çаврăнтăр.
— Сударь, эсир йăнăш ăнлантăр. Эпĕ сăваплă матăшкă сăмахĕнчен тухас пирки шухăшлама та хăймастăп. Пире, хĕрарăмсене, ытлашши ĕçме юраманнине кăна аса илтертĕм. Ятарлатăрах пулсан, — манашкă черккене тытса çĕклерĕ, — сирĕн сывлăхшăн, сударь!
— Ельпох калатăп, чиперккеçĕм, кунашкал пит аван! — манашкăна аллинчен тытса хăй патнелле туртрĕ Михха.
Лешне сасартăках тепĕр шухăш пырса кĕчĕ.
— Сударь, тăхтăр-ха! — терĕ те ун аллинчен вĕçерĕнчĕ.
— Мĕн тата? — каллех авăклана пуçларĕ Михха.
— Темех мар та... Эпир, хĕрарăмсем, ăссăртарах çав... Кайран асăнса пурăнмалăх хамăр ăмсанакан арçынтан парне те ыйтмастпăр.
Михха шутламасăрах кĕсйинчен укçа кăларса тыттарчĕ те манашкăна пилĕкĕнчен çулса илчĕ...
VIII
Анахвис паçăрах улаха кайнă. Пӳртре Улянапа Натюш çеç. Вĕсем пурин çинчен те калаçма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...