Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Трибуна çине хăпарнă хĕрарăм кам пулчĕ вăл? — ыйтрĕ Лаврский кантура таврăнсан.
— Сăнпитĕнчен паллаймарăм та... Калаçнинчен камне тавçăрма йывăрах мар. «Ман Кĕтерук аппана уретник-стражниксем персе вĕлерчĕç, аттене тытса кайса пĕтерчĕç», — терĕ. Иккĕленмелли çук, вăл Энĕшкассинчи Прахăр хĕрĕ Натюш пулма кирлĕ.
Лаврский сасартăках аса илчĕ: çак хĕрарăм станри вăрттăнлăха пĕлнипе Микула тытса хупасран хăтăлнăччĕ. Ăссăр хĕрарăм мар вăл. Ĕлĕкренех революцие парăннăскер, тĕрмерен ним шутламасăр таврăнманни паллă. Вулăсра Вăхăтлăх правительствăшăн унтан хăрушă тăшман çук халь. Тăна кĕрсе правительство урапи çине лармасан, нимĕçсен шпионĕ тесе айăплама лекет. Ăна курмалăхне ыттисем сехĕрленччĕр.
X
Митинг вĕçлениччен тăманнипе Лаврскин юлашки сăмахне, нимĕçсен шпионĕ тенине, илтмерĕ те Натюш, пурпĕрех чĕри вырăнта мар. Йышлă халăх умне тухсă калама хăю çитернĕшĕн савăнать-ха вăл. Шухăшĕсене хапăлласа йышăннине те асăрхарĕ. Иккĕленмелли çук, ку хыпар паянах таврари ялсене саланĕ, çынсен тĕрĕслĕхе шырас, уншăн кĕрешес хăвачĕ татах çĕкленĕ. Анчах тĕрĕслĕхпе суяна уйăрса илеймен пирки ваккат хыççăн кайма хатĕррисем, Вăхăтлăх правительство ирĕклĕ те тулăх пурнăç парас, хĕн-асапран хăтарас пек сунакансем те сахал мар-ха. Тăхăрçĕр улттăмĕш-çиччĕмĕш çулсенче казак-стражииксенчен сехĕрленни те сирĕлсех çитменни палăрать. Мĕн чухлĕ ĕç, мĕн тери йывăр та пархатарлă кĕрешӳ пуçланмалла! Микула кăна килейсе тухтăрччĕ. Вăл революцилле юхăма ĕлĕкех хутшăннă паттăрсене тупса, вĕсен тавра ыттисене пĕтĕçтерĕччĕ. Çапах, сахаллăн тесе, алă усса ларма юрамасть. Паян хăй кĕрешме хатĕррине çĕршер çын умĕнче кăтартрĕ пулсан, ним уямасăр ĕçе тытăнмалла. Çитменнине, пĕччен те мар вăл. Революци ĕçне парăннă Наум пиччĕшĕ пур. Иккĕн çĕре виççĕмĕш, тăваттăмĕш те тупăнĕ.
Пӳрте кĕрсенех Анахвис кула-кула сăмах пуçларĕ:
— Кукамай! Эпир паян пасарта тĕлĕнмелле мыскара куртăмăр!
— Чăнах-и? Мĕнле мыскара вăл? — мăнукĕн кăмăлне туйса ыйтрĕ Уляна.
— Çивиттисĕр лавкка çине Сала ваккачĕпе кантур тиекĕ, Платун Павăлĕпе ун йышшисем хăпарса тăнă. Чиркӳри пекех ваккат сăмах каларĕ. Натюш аппа ăна ухмаха тăратса хăварчĕ.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ? — тем сиксе тухнăн канăçсăрланчĕ Уляна.
Анахвис тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ те шухăшне çапла вĕçлерĕ:
— Ваккат Натюш аппана чăрмантарма хăтлансан, халăх пăлханса кайрĕ. Пире вăрçă мар, мирпе çăкăр кирлĕ тесе кăшкăраççĕ. Пĕр-пĕрне çапса яракансем те пулчĕç. Вăт лекрĕ-тĕк лекрĕ Сала анра кăшманне! Ви-личчен те манмĕ.
Уляна пĕтĕмпех ăнланчĕ: хĕрĕ кĕрешĕве хутшăннă. Пасарта, çĕршер çын умĕнче тӳре-шарасене хирĕç тăма хăраманскер, кăмăлĕпе, ăстăнĕпе пушшех çитĕнсе таврăнни паллах. Ашшĕпе аппăшĕшĕн тавăрас шанăç пур. Уляна савăнма хатĕрччĕ, чĕри усала сиснĕн хускални чăрмантарчĕ.
— Ах, анчах, хĕрĕм... Ма çыхлантăн-ши çавсен çумне? Тата тем кăтартĕç. Е асап сахал тӳснĕ-и?
Амăшĕ ӳпкелени Натюша пăшăрхантарчĕ. Пурпĕр килĕшме çук.
— Асапĕ мăй таранах, анне. Эсреметсем халăх нушине татах тăсасшăн. Вĕсем ĕнентерме тăрăшнипе пуянпа чухăн пĕр танах имĕш. Вăхăтлăх правительство пурин çине те пĕр куçпа пăхать, чăнлăхшăн кĕрешет. Вăрçă çаплах тăсăлать, çĕр ыйтăвне татса парасси пирки çав-çавах шутламаççĕ. Чухăнăн ĕлĕкхи пекех шăлне çыртса хĕн-хур айĕнче çунмалла. Çак пухура шарламасăр ирттернĕ пулсан, хама хам çын та шутламастăм. Ку вара аттепе Кĕтерук аппа ятне хур кӳни пулĕччĕ...
— Ах, анчах, хĕрĕм... Эпĕ уншăн мар. Пĕччен ним тăвайман, пуçна кăна çийĕн тетĕп...
— Хăяймĕç! Халь ĕлĕкхи мар. Харпăр хăй кăмăл-шухăшне пĕлтерме кирек кама та ирĕк панă. Тата эпир паян Наум пиччепе иккĕн.
— Мĕншĕн иккĕн кăна эсир? Эпĕ! Хамăр Коля! Ванюк шăллăм! Пире мĕн тумаллине кăна калăр! — терĕ те Анахвис çавăнтах кукамăшне пырса ачашшăн ыталарĕ. — Эсĕ те Натюш аппапа пĕрлех-çке, çĕркаç эсреметсене куçа-куçăн хирĕç тăма хăраман.
— Эп урăх шут, ачам. Эп ватă ĕнтĕ. Ман пурăнмалли нумаях юлман. Вĕсем мана нимĕн те тăваймĕç.
— Анне, хăвна халех тупăка ан вырттар-ха. Сан пурăнмалла. Хĕн-хур, мăшкăл тӳссе ĕмĕрне ирттернĕ çын тăшманĕсем пĕтнине курма тивĕç.
Ку шăпах Улянан ĕмĕчĕ... Анчах тивĕç сăмах тупăнмарĕ. Тата тем каласан та, хĕрĕ ашшĕпе аппăшĕ çулĕнчен пăрăнас çук. Ав, мăнукĕ те унталлах туртăнать. Натюш тухса кайма пуçтарăннине асăрхасан ыйтрĕ:
— Ăçталла?
— Наум пичче патне кайса килес-ха.
— Апат çырткаламасăрах-и?
— Нумаях тăмастăп, таврăнсан çийĕп, — тесе хăварчĕ Натюш.
Микула кил-çурчĕ Михха аллине куçнăранпа кунта пĕр лашасăр пуçне урăх выльăх-чĕрлĕх юлман пирки Наум хуралçă вырăнĕнче кăна пурăнать. Ĕç çукран, Улянасем патне кайман чухне, çăпата тăвать. Çемьесĕр çыншăн ку пĕртен-пĕр йăпану.
Натюш таврăнни, каçхи пухура пулса иртнисем, съезда кайма суйлани ăна йăлтах чĕрĕлентерчĕ. Унăн вăхăта ирттермесĕр Микуласем чухнехи ĕçсене тепĕр хут амалантарас килчĕ. Шухăш-ĕмĕте пула вăл кĕçĕрхи çĕре çывăрнă-çывăрман ирттерчĕ. Натюша хаваслăн кĕтсе илчĕ.
— Килях, хĕрĕм. Тĕпелерех ирт. Тăлăххăн пурăнакан çыннăн тирпей çук тесе ан тирке.
— Тирпей кирлĕ тесен, авланас пулать, Наум пичче. Натюш сăмахĕсем Наума иртсе кайнă вăхăта аса илтерчĕç. Чухăн пулсан та, авланнăччĕ вăл. Мăшăрĕ вăрах пурăнаймарĕ, ача çуратнă чухне вилсе кайрĕ. Çавăнтанпах урăх авланма шутламарĕ, хăйĕн телейне Уляна çемйинче тупрĕ. Улянана пĕтĕм таса чун-чĕрипе юратрĕ. Анчах ăна никам та пĕлеймĕ... Наум ассăн сывласа хуравларĕ:
— Авланăттăм та, леш тĕнчере мăшăрăм кĕтет. Йышăнмасран хăратăп.
Натюш хăй вырăнсăр шӳтленине сисрĕ.
— Наум пичче, кирлĕ мара пакăлтатнăшăн ан çиллен, тархасшăн. Кăмăл çĕкленнипе сан нушуна та маннă.
— Ырă хыпар пур-и-мĕн?
— Ийя, Наум пичче, — терĕ те Натюш пасарти ĕçсем çинчен каласа пачĕ, шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Туятăп, Наум пичче, халăх тĕрĕс сăмах илтесшăн çунать. Эпир çине тăмасан, кам ăнлантарĕ вĕсене?
— Йышсар-çке эпир.
— Йышсăр мар, Наум пичче. Пирĕн ялти çĕр килтен сакăрвуннăшĕ чухăнсем. Ан тив, хăшĕ-пĕрин куçне тĕтре хупăрланă та, уçсанах пирĕн майлă пулĕç, Платун Павăлĕ йышшисене çул çинчен шăпăрпах шăлса тăкĕç. Атя ыран хамăр ял чухăнĕсемпе пуху туса ирттерер. Вара съезда кайма суйланă ытти ял çыннисемпе тĕл пулăпăр, вулăсра ĕçлеме кама суйлас пирки сӳтсе явăпăр. Пире майлă çынсем тупăнаççех.
— Платун Павăлĕ ирĕк парĕ-и?-
— Унтан ыйтса тăмăпăр. Текех вăл ним те тăваймĕ. Каçкӳлĕм хурал пӳртне пухăнар. Уйкассине йыхăрма Анахвисе ярăпăр.
— Вăтакассене хам хăвалăп.
— Пит аван, Наум пичче. Тата акă мĕн... — тин аса илнĕн сăмах пуçарчĕ Натюш. — Михха кучерне, Трифуна, лайăх пĕлетĕн-и эсĕ?
— Ытлашшиех мар та... Пĕр хуçа патĕнче ĕçлетпĕр.
— Вăт çавăнпа курнăçасчĕ. Вăл чиркӳре хĕрӳллĕ калаçнă теççĕ. Ахальтен мар-и, тен?
— Мĕнех вара... Вырсарникун съезда иртерех кайăпăр та, чĕнсе кăларăп.
— Юрать, Наум пичче!
Çапла калаçса татăлнă хыççăн Натюш Наумпа сывпуллашрĕ.
Килте ун-кун тукаланипе вăхăт часах иртрĕ. Каçалапа Анахвис улаха тухса кайрĕ. Тем ĕç тума ларсан та, Натюш пуçĕнче пер ĕмĕт-шухăш: ыранхи кун мĕн илсе килĕ-ши? Пурте мар пулсан та, чухăнсем нумайăшĕ пухăнĕç. Хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа парĕ. Анчах малалла ĕçлеме вăй çителĕксĕр пек туйăнать. Халех социал-демократла парти организацийĕпе çыхăнма тăрăшмалла. Вулăсри съезд иртсенех, вăл Хусаналла çул тытĕ, большевиксен организацине шыраса тупĕ.
Тем вăхăтран хапхана шаккарĕç.
— Кам-ши тата? Çĕрле мĕн шыраса çӳрет-ши? — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ Уляна.
— Анахвис пулĕ.
— Ытла ир-çке. Автансем авăтни те сисĕнмерĕ. Унсăрăн таврăнакан марччĕ.
— Паян иртерех саланчĕç-и, тен. Тухса уçам-ха.
— Лар, лар! Хамах уçатăп!
Уляна картишне тухрĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ, Павăл. Ял комиссарĕ!
Уляна сехĕрленчĕ. Вăл ашшĕ пекех эсреметне такам та пĕлет. Çитменнине, иртнĕ каç çеç Уляна вĕсене тустарнăччĕ. Хĕрĕ пасарта тӳре-шарасене хирĕç тухса калаçнă. Çавăншăн тавăрма килмен-ши?
Уляна шарламасăр тăни урамри çынна йăкăслантарчĕ пулмалла, сасси çиллессĕн илтĕнчĕ:
— Уляна аппа, ма уçмастăн?
Пурнăçра темле инкек те тӳснĕ хĕрарăма упранас шухăш пырса кĕчĕ. Натюша халех килтен ăсатмалла.
— Уçмастăп. Эпир çывăрма выртнă. Ĕç пирки кăнтăрла та килĕн! — татса хучĕ вăл.
Амăшĕ сăнран улшăннине асăрхасан, Натюш канăçсăрланчĕ:
— Кам шаккать?
— Хăямат Платун ывăлĕ.
— Мĕн кирлĕ тет ăна?
— Ах, анчах, хĕрĕм... Вăл ытахальтен çӳрекен çын мар. Тем тесе çыпçăнатăн çавсемпе. Чипер таврăннă япала чиперех пурăнмаллаччĕ...
— Анне, каллех ӳкĕнетĕн мар-и эс?
— Çук та...
Арçын чӳрече анинче янлани пӳлчĕ весене: — Уляна аппа, турткаланса вăхăта ан ирттер. Килнĕ япала кĕмесĕр каймастпăрах ĕнтĕ. Надежда Прохоровнăпа ик-виç сăмах калаçмалли пурччĕ. Вара каллех выртатăр! «Кĕмесĕр каймастпăр...» Павăл пĕччен марри паллах.
— Ах, хĕрĕм... Сана пасартишĕн хăвалаççĕ. Упрана-кана турă та упрать тенĕ. Тумлан та тухса шăв хăвăртрах. Анкарти витĕр Наум патне кай. Унта шанăçлăрах.
Натюш хускаласшăн марччĕ. Хальхи саманара тытса хупма е урăх майсемпе хĕсĕрлеме ирĕк çук. Çапах пăлхавăрла тапхăрта тĕрĕслĕхе шыраса тупиччен тем тăвĕç.
— Юрĕ, анне! — килĕшрĕ вăл. — Тĕпчесен-тусан, пасартан таврăнман, тӳрех Хусана кайнă те!
Натюш васкаса тумланма пуçларĕ. Çав вăхăтра хапха уçăлчĕ. Уляна чӳречерен пăхрĕ те, çанçурăмне тар тапса тухрĕ.
— Мĕн унта?
— Ах, анчах, хĕрĕм... Кил хушшинче хĕçпăшаллă çынсем. Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?..
Натюш çакна ăнланчĕ: каяс пирки шухăшламалли те çук. Хупăрлама ĕлкĕрнĕскерсем, персе пăрахма та пултарĕç; тарнă чухне пенĕ тесĕ тӳрре тухĕç. Амăшне те йăпатма кирлине астуса, хуравларĕ:
— Ним пулман пек кĕтсе илĕпĕр. Хамăр ĕмĕрте тăшмансене нумай курнă эпир. Сехĕрленсе савăнтарман кăна... — Натюш алĕç тытса ларчĕ.
Уляна хăйне хăй тыткалама тăрăшсан та, чĕри парăнмарĕ, çуйланса тапрĕ.
Пӳрте малтан Павăл, ун хыççăн хĕçпăшаллă ик арçын кĕрсе тăчĕç. Çийĕсенче шинель, пуçĕсенче салтак çĕлĕкĕ. Пиçиххи хушшине наган хĕстернĕ. Çул çинче е вăрманта тĕл пулсан, ахăртнех, таркăнсем тейĕн. Хулĕсене хĕрлĕ хăю çыхнă. Акă вĕсем чармак куçĕсемпе йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕç те арчасем тĕлĕнче чарăнчĕç.
Павăл пĕрре Уляна, тепре Натюш çине йĕлпĕрнĕн тинкерчĕ. Бурлаксем пăлханнă чухне лавккине çĕклесе тӳнтерме тапăннăшăн, Михха кил-çуртне вут тивертсе çунтарнăшăн вăл Микулана кăна айăпланă. Прахăр çемйи пăлхавçăсен ретĕнче тени хăлхине кĕрсен те йӳпсемен. Павăлшăн вĕсем Микула пекех вилĕмле тăшман иккен. Амăшĕ комиссара суйласран кăшт çеç пăрса хăвармарĕ, пĕтĕм халăх умĕнче хăртрĕ. Хĕрĕ те çавах. Ак ĕнтĕ вĕсем Павăл мĕн каласса, мĕн хушасса кĕтсе лараççĕ. Хăйĕнчен çеç килсен, Улянапа Натюшне çеç мар, мăнукĕсене пĕтерме те алли чĕтремĕччĕ. Çук вĕт, тем чул хистесен те Лаврский Натюша кăна, çитменнине, ятлаçмасăр, çиллентермесĕр илсе пыма хушрĕ. Пурпĕр Павăл хăй камне ăстутармасăр ирттермерĕ.
— Туятăп, Уляна аппа, эсир мана кураймастăр. Ахаллĕн йăлашăн та пулин саламлăттăр. Ним тума, ман ĕçĕ çавнашкал, каторгăра ыр курнă çынсен кăмăлне лараймăп. Тата эпĕ пĕчĕк çын, ял комиссарĕ кăна.
— Ир авăтакан куккукăн пуçĕ ӳксе çурăлнă тетчĕç ваттисем. Эсĕ çамрăк-ха, ĕмĕр сакки сарлака, каторгине-мĕнне те тутанмалăх пур. Мĕн- ĕçпе килнине пĕлтер те тухса кай!
Çиллине парăнсан, Павăл çак самантрах тем туса пăрахĕччĕ. Лаврский хытарса яни алли-урине тăлларĕ.
— Çăварупа каланине сăмсупа туртсă илĕр, Уляна аппа. Эсир каторгăпа тĕрме çулĕсем ăçтараххнне чухлатăр! — терĕ те Павăл малалла йĕлпĕрчĕ: — Ман ĕçĕ паллă, — Эпир кунта пурăнмалла килмен. Вăхăт çитсен, упаленсе йăлăнсан та, хăвăр патăрта усраймăр. Пĕччен кăна тухса каймастăп. Аслисем Надежда Прохоровнăна илсе пыма хушрĕç. Чаплă çынна манпа çеç çӳреме кичем тесе, акă, икĕ милиционер парса ячĕç. Пĕлетĕр-и, халь пирĕн йĕркесене çирĕплетекенсем полици мар, халăх милицийĕ.
Трибуна çинче чухне Натюш Павăла ытлашши сăнасах пăхман. Халь ун куçĕ умĕнче тилĕ тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкпе пустав пиншак тăхăннă, хĕрĕх çулалла çитнĕ кӳпшĕм çын тăрать. Натюш ăна тахçан çамрăк чухне курнине кăна астăвать. Вĕсем ашшĕпе иккĕшĕ юмăç карчăка вĕлерсе çаратнă тенине пурпĕр манман. Халĕ вăл пуян та чаплă. Çитменнине, ялти власть. Ăна ятласа е йăлăнса ӳкĕте кĕртеймĕн. Аслă тӳре-шарасем хушнине ытлашшипех тăвĕ.
— Маншăн çав териех çунакан асли кам-ши? — ĕç пирки сăмах пынăн, куларах ыйтрĕ Натюш.
— Сире уес комиссарĕ Константин Сергеевич Лаврский пит курасшăн, Надежда Прохоровна.
— Куншăн чăн та тĕлĕнмелле. Чаплă вакката сĕм-сĕркке чăваш хĕрарăмĕ мĕн тума кирлĕ пулчĕ-ши? Е çĕрле çӳремесĕр вăхăт тупаймарăр-и?
— Хисеплĕ Надежда Прохоровна, паçăрах ăнлантартăм, эпĕ, ял комиссарĕ, аслă çынсем мĕн шухăшлине чухлаймастăп. Мана çакă çеç паллă: унăн сирĕнпе кăнтăрла чăрманма вăхăт çук, кĕçĕрех Шупашкара таврăнмалла. Кирлĕ-кирлĕ марри çинчен сӳпĕлтетсе вăхăта ан тăсăр. Çуран утасран та ан хăрăр. Эпир кантур ямшăкĕпе килнĕ. Пакăш ращи тĕлĕнчен шăхăртса кăна иртĕпĕр. Халăх милицинĕ вăрă-хурахсене ашкăнма памĕ. Çапла-и, юлташсем?
— Çапла, çапла! — сас пачĕç хĕçпăшаллисем.
— Пуçтарăнăр, хисеплĕ Надежда Прохоровна! Хăтăлса юлма май çукки витĕрех курăнать. Турткалансан та, вăйпах илсе кайĕç. Ку амăшĕн чĕрине лаштах çурса хăварĕ.
— Мĕнех вара, хама хисеплекенсемпе хаваслансах пырăп. Эс, анне, ним шухăшсăрах канма вырт. Эпĕ нумай тăмăп. Выльăхсене ирхи апат панă çĕре çитме тăрăшăп! — терĕ Натюш, сăхманне тăхăннă май.
— Комиссар юлташ! — чĕнчĕ пĕр милиционерĕ тухса каяс умĕн.
— Мĕн каласшăн?
— Пире начальник ухтарма хушнă.
— Ийя! — çирĕплетрĕ тепри.
— Мĕн ухтармалла вара сирĕн? — тавçăрайманшăн тарăхса ыйтрĕ Павăл.
— Вĕсен правительствăна хирĕçле хуткĕнеке пур-и, тен?
— Ухтарăр апла!
Милйционерсем кăмака хыçне, тĕпелти сак айĕсене пăхса çаврăнчĕç. Арчасем тĕлне çитсен, калаçса татăлнă пекех чарăнчĕç.
— Уçăр!
Натюш, тимлĕн сăнаса тăнăскер, ку этемсем шанăçсăррине сисрĕ. Арчасене ухтарассинчен сирме шутларĕ.
— Хальхи саманара кирек мĕнле хут-кĕнеке те тытма юрать. Пусмăрласах арчана уçма тапăнни революцилле саккунлăха пăсни, Вăхăтлăх правительствăна пăхăнманни пулать. Куншăн айăпламасăр ирттермĕç. Начальниксем хушнине тăватпăр тесен, вăл ухтарма ирĕк панă хута кăтартăр! — Хĕçпăшаллисем çухалса кайнă пек пулчĕç. — Сирĕн унашкал хут çук иккен. Тухса каймалли çеç юлнă. Вулăс кантурне çитсен, эсир ухтарни çинчен эпĕ те шарламăп.
Лаврский асăрханарах хăтланма хушнине манман пирки Павăл хĕçпăшаллисене кайма йыхăрасшăнччĕ, лешсем сасартăках кăшкăрса пăрахрĕç:
— Ан вĕрент! Эпир сирĕн йышшисене нумай курнă. Пирĕн хучĕ, тивĕçĕ — пĕтĕмпех хамăр çумра! — Револьверĕсене пиçиххи хушшинчен туртса Кăларчĕç, пеме хатĕрленнĕн тытрĕç. — Халь çапса салатăпăр.
— Мĕн вăрçтарса тăратăн çавсене... — Ыррипе хăпас çуккине чухланăран хушрĕ Уляна.
Натюш икон кĕтесĕнчен уçă илсе пачĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...