Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Ирĕклĕхшĕн çапăçса пуç хунă ашшĕпе Кĕтерукшăн, Анукпа Микулашăн, Ваçлишĕн тата ыттисемшăн те куççуль сахал тăкман. Самани тăнăç марри те хумхантарать. Ан тив, ял пуçĕнчи хура юпана кăларса пăрахрĕç те, чăн ирĕклĕхе алла çавăрса илес çĕрте вăл пĕр утăм туни кăна. Натюш çынсене пухса калаçасшăн. Ытлашши пĕлмесен те, хресченсене ăнлантармалăх чухлатех. Анчах юлташ çукки ал-урине тăллать. Мĕнрен пуçламалла? Кампа калаçмалла? Йăмăкĕ пур — йăмăкĕ, çамрăк чухне çине тăрсах Микӳлана пулăшнăскер, йăлтах улшăннă. Уншăн халь чи хакли — ачисене чипер ӳстересси. Пĕр Наум кăна çаплах вут-кăвар кăмăллă. Тата тепрер çын пулсанччĕ...
Натюш çапла шухăша путса ларнă вăхăтра хапха уçăлса хупăнни илтĕнчĕ.
— Ара, эпир хапхана питĕрмен-çке! — аса илчĕ вăл. Уляна чӳречерен пырса пăхрĕ.
— Темле арçын ку.
Натюша тӳрех Микула таврăннă пек туйăнчĕ, тулта чухнех палласшăн чӳрече патне ӳпĕнчĕ. Лешĕ иртсе кайма ĕлкĕрнĕ иккен.
Кĕçех пӳрте хĕрĕхелле çывхарнă, мăйăх-сухаллă çын кĕрсе тăчĕ. Кивĕрех пальтопа сăран атă тăхăннă, хулпуççийĕ урлă кутамкка уртнă.
— Килях! — паллаймасан та, йăла тĕлĕшпе чĕнчĕ Уляна.
Арçын хуравламарĕ. Ав унта йĕп çăрти витĕр тухсан та манман мăшăрĕ сӳс арласа ларать. Вăйсăр çутара пичĕ пĕркеленни палăрманран уйрăлнă чухнехи пекех çамрăк та илемлĕ курăнать. Прахăрпа Кĕтерук пуç хунине, Натюш каторгăра тертленнине пĕлменнипе вăл ку килте хуçăлса ӳкмелли нимех те пулман пек шутларе. Çавăнтах тата ялан канăçсăрлантарнă шухăшĕ вăй илчĕ: мăшăрланнă ятне арлă-арăмлă пурăнса рехетленеймен çамрăк хĕрарăм тĕрмене лексе çухалнă упăшкине мĕн тесе кĕттĕр?.. Пӳртре арçын тавраш çук та, пурпĕрех иккĕленĕвне сиреймерĕ. Кун пек чухне сасартăках тивĕç сăмах тупаймăн. Анчах шарламасăр тăни аван маррипе:
— Эсир мана паллаймарăр пулас? — терĕ юлашкинчен. Натюша ку тахçан илтнĕ сасă пек туйанчĕ. Чĕри сасартăк кăртлатса тапа пуçларĕ.
— Уншăн йывăра ан хурăр та... эпир чăнах чухлаймарăмăр, — пытармарĕ Уляна.
— Йывăра хума сăлтавĕ çук. Пире уйăрнăранпа вăхăт нумай иртнĕ. Вутлă тăвăл витĕр тухнипе сăн-сăпат та улшăннă.
— Ах, анчах, кĕрӳ, эсĕ мар-и? — тавçăрса чĕнчĕ Уляна
— Эпĕ, ани...
— Ара, кĕрӳ... Ма алăк патĕнчех тăратăн? Хывăн та тĕпеле ирт!
— Ани, мĕнле пурăнатăр? — саламласа чуптурĕ Муравьев.
— Аранах таврăнтăн...
— Таврăнтăм, ани. — Уляна куçĕ шывланнине асăрхасан, йăпатрĕ: — Ан хуйхăр, ани... Нуши иртсе кайнă ĕнтĕ.
Малашне лайăх пулĕ.
— Турă пулăштăрччĕ...
Натюш ним те шарламарĕ. Муравьев çакна хăйне май ăнланчĕ. Вуникĕ çул каярах çухалнă телей çаврăнса килни такам чĕлхине те çыхлантарĕ.
— Натюш... Савăнăçăм, — терĕ вăл çепĕççĕн. — Ăнланатăп, пире уйăрнă инкеке тӳсме йывăр пулнă сана. Эпĕ те урăх курнăçасса шанман. Кĕрешни сая каймарĕ. Патшана сирпĕтрĕç. Ирĕклĕ самана пĕрлешме май туса пачĕ. Ĕнтĕ ман атте-анне патне каятпăр. Урăх нихçан та уйрăм пурăнмăпăр!
Уляна чĕри йăлтах çемçелчĕ: хĕрĕн упăшки таврăнчĕ-çке. Ăш сăмах хушасшăнччĕ, Натюш маларах чĕнни пӳлчĕ.
— Сирĕн пата каясси-мĕнĕ, Сахар... иксĕмĕрĕн калаçса татăлмалли пур...
Муравьев хавхаланнипе Натюш хăй çине сиввĕн пăхнине сисеймерĕ.
— Натюш... Эс ĕлĕкех ман атте-аннерен хăраттăн. Ним те ан хăра. Вĕсем сана хăйсен ачи пекех йышăнĕç.
— Ĕç аннӳ-аçу пирки çеç пулсан, темех марччĕ. Эпир текех айван мар. Ваттисем тиркесен, хамăр тĕллĕн те пурнăç тăвăттăмăр.
— Апла мĕн канăçсăрлантарать сана? — терĕ те Муравьев каллех пуçне çĕмĕрекен шухăша аса илчĕ. Пĕтĕмпех тавçăрнăн сассине улăштарчĕ: — Натюш... Ан çиллен, тархасшăн... Эпир вуникĕ çул хушши уйрăм пурăннă. Унтанпа эсĕ, урăх çын тупса, мана маннă та пулĕ. Эп сана çав-çавах чĕрере усратăп.
— Кирлĕ мара çӳпĕлтетсе вăхата ирттерер мар, Сахар. Эпĕ каторгăран таврăнни те темиçе кун çеç-ха. Урăх мăшăр тупма ĕлкĕреймерĕм.
— Сана та тытса кайнăччĕ-и?
— Эс, мĕн, эпир революциллĕ юхăма хутшăнман тетĕн-им?
— Ун пек мар та... — Тен, сире тивмеи, тесшĕнччĕ Муравьев, ахăртнех, хăй сутнине аса илсе чĕлхине çыртрĕ.
Натюш, ним йӳпсемен пек, шухăшне малалла тăсрĕ:
— Вăт çапла, Сахар... Чăннине калас-тăк, эсĕ ман пĕртен-пĕр çывăх çынччĕ...
Муравьева тепĕр хут чун кĕчĕ. Натюш ун ирсĕр ĕçне тăрă шыв çине кăларас çук пек туйăнчĕ.
— Каçар, тархасшăн... Юратнипе кĕвĕç кăшла пуçларĕ. Çавна пула ытлашши персе ятăм-и, тен. Унашкал сăмах ман çăвартан тек тухмĕ.
— Эп мĕн каласса вĕçне çити илтмесĕр татса хума ан васка.
— Тархасшăн, Натюш!
— Чĕре туртăмне парăнсан, сирĕн пата паянах пымалла. Анчах аттепе, Кĕтерук аппа, Анук аппапа ытти тус-йышсен вилтăприсем урлă каçса тепĕр хут пĕрлешеймĕпĕр.
— Вĕсене те-и?.. — тĕлĕннĕн те хăраса ӳксе ехлетрĕ Муравьев.
— Вĕсене те çав.
Пĕр хушă чĕмсĕрленчĕç.
— Ах, анчах... — илтĕнчĕ Улянан хурлăхлă сасси.
Ик хĕрарăм йывăр хуйхăпа асапланнине кура Муравьев йăпатма тăрăшрĕ:
— Ани... Натюш... Тӳсме хĕн те, пурпĕр ним тума ĕнтĕ. Кĕрешӳ юнсăр иртмессине эпир малтанах пĕлнĕ...
— Вĕсен пуçĕсене сутăнчăк çирĕ! — çĕçĕпе каснăн татса хучĕ Натюш.
Муравьев пĕтĕмпех ăнланчĕ, пĕр вĕриленсе те сивĕнсе кайрĕ. Куçĕ умне сасартăках юратакан арăмне, Микулапа Анука тата ыттисене сутни тухса тăчĕ. Ав мĕншĕн сиввĕн йышăнчĕç. Вăл никам та сĕмленмен пек суннăччĕ. Натюшпа ашшĕ станувуй патинче пурăннине маннă. Çакна аса илнĕ пулсан, Энĕшкасси ялĕ еннелле çаврăнса та пăхмаст-чĕ. Ентĕ пĕр май çеç: Натюшпа амăшне ӳкĕте кĕртмелле. Муравьев чĕркуçленчĕ.
— Натюш... ани... Мана ылханма тивĕç. Эпĕ чăн та пысăк йăнăш тунă... Çакна çеç шута илме ыйтатăп: ирĕклĕ пуçран мар, ирĕксĕртен... Вĕсем мана йытă çимен патака çитерсе калаттарчĕç. Куна Анна Александровна хăй курса ĕненчĕ... Каçарăр, тархасшăн...
Уляна кăмăлĕ çаврăнчĕ. Казак-стражник таврашсем хĕненине епле тӳсĕн? Асап мĕнне Уляна лайăх чухлать. «Каçар, хĕрĕм, каçар. Мĕн пулни-иртнине каялла тавăрас çук ĕнтĕ, иçмасса, иксĕр телейлĕ пурăнăр», — тесшĕнччĕ вăл, каллех ĕлкĕреймерĕ.
— Сана çеç хĕненĕ-и вĕсем, ман аннене чĕрĕ юна ӳкермен-и? Е çичĕ çулхи Анахвисе саламатпа çапса ӳтне çурман-и? Кĕтерук аппапа Анук аппана та вилĕм хакне ӳкеричченех асаплантарнă. Акă пăх! — Натюш тутăрне сӳсе илчĕ. — Эпĕ санран уйрăлнă чухне çирĕм çулхиччĕ. Халь те вăтăр икĕ çулта çеç. Çӳçсем, ав, çитмĕл çулхи карчăкăнни пек. Асап тӳсмесĕрех кăвакарнă тетĕн-и? Пурпĕрех çынна сутман. Асапа тӳсеймесĕр вилнисем тус-йышĕсен ячĕсене хăйсемпе пĕрле тăпра айне илсе кĕнĕ. Чĕрĕ юлнисем чĕлхисене çыртса татсан та шарламан. Эсĕ тӳсеймен. Сан хăвăн çăлăнса юлас килнĕ... Çук, Сахар, эсĕ революционер мар. Эпĕ сана, сутăнчăка, таса чун-черерен юратнă, çамрăк ĕмĕрĕме сан ирĕке парса сая тӳнă... — Карланкине йӳçĕ кумкка капланнипе Натюш самантлăха чарăнчĕ. Кăштахран малалла каларĕ: — Çамрăк ĕмĕре сая тунăшăн сана айăпламастап, уншăн хам айăплă. Вăт, сутса çынсен пурнăçне çинĕшĕн сан халăх умĕнче явап тытма тиветех!
Муравьевшăн ку ытлашшипех пулчĕ. Каçарма мар, ăна хур кӳреççĕ, юнаççĕ те. Вăл сиксе тăчĕ.
— Мĕн тăвас тетĕн. Ирĕксĕрлесе кăмăла ларас çук. Эпĕ юратакан мăшăрăмпа ăраскалăмăрсене ĕмĕрлĕхе пĕрле тĕвĕлес шутпа кĕнĕччĕ. Хăртма тапăнчĕç. Кам революционерпа революционер маррине курăпăр! Кĕрсе чăрмантарнăшăн ан çилленĕр, — терĕ те Муравьев хăвăрт тухса кайрĕ.
— Ах, анчах, Натюш хĕрĕм, мĕн турăн? Аякри çултан килнĕ çынна ма çав териех хисепсĕр кăларса ятăн?.. — ӳпкелешрĕ Уляна.
Натюш тӳсĕмĕ татăлнипе путмар çине ӳкрĕ. Хăйне хăй тахçанах макăрма маннăн, куççулĕ те йăлтах типнĕн суннăччĕ. Тĕрмесемпе каторгăра сахал асап, сахал мăшкăл курнă-им? Пурпĕр тумлам куççуль тăкман. Асап та тарăху ун чĕрине чуллантарнă пек шутланăччĕ. Вăл та çынах иккен. Кашнин пекех, туйăмĕ те, юратăвĕ те пур.
Хĕрĕн хулпуççийĕсем сиккеленине асăрхасан, Уляна тăна кĕчĕ. Путсĕр кĕрӳшĕн хутне кĕме хăтланнипе кăмăлне хуçнине ăнланчĕ, Натюша йăпатма тăрăшрĕ:
— Иртсе кайнă хуйхăшăн ма макăрас? Сутăнчăкшăн пушшех хурланма кирлĕ мар. Кайтăрах, унсăр та пурăнкалăпăр. Телей тухсан, мăшăр та тупăнĕ. Хăв калашле, пире тăлăха хăварнăшăн, Микула кумпа Анук кума пуçне çинĕшĕн явап тыттарĕç-ха ăна. Ун пек çын мăшăрĕ пуличчен тăлăх-туратăн пурăнни аванрах.
Амăшĕ хăйне хăй алла илме пултарни Натюша та тăнăçланма пулăшрĕ. Макăрма чарăнчĕ, куççульне шăлса типĕтрĕ те тăрса ларчĕ.
— Тĕрĕс, анне, сутăнчăкшăн хурланни килĕшӳсĕр. Ăшра тем татăлса ӳкнĕ пек пулчĕ те, тӳсеймерĕм... Тек вăл ман чĕрене хускатаймĕ.
Чӳречене хыттăн шаккани Натюшпа Улянана шартах сиктерчĕ.
— Килте пур-и?
— Пур, пур! — чĕнчĕ Уляна.
— Хурал пӳртне, халăх çине! — кăшкăрса хăварчĕ урамри сасă.
— Мĕн пухăвĕ-ши?
— Хальхи саманара темшĕн те халăх пухĕç.
— Хам каям, анне! — терĕ Натюш.
Амăшĕ хирĕçлерĕ:
— Сана халăх çине тухмасан та пырĕ. Эс ахаль те нумай çӳренĕ. Луччă выртса кан. Хам кайса килĕп.
Натюш çине тăрĕччĕ, Муравьевпа курнăçни хумхантарса хăварнăран килĕшрĕ. Пăшăрхануллă кăмăлпа унта мĕн тăвăн? Куççуль хĕретнĕ куççене çынна кăтартса култарас мар.
Уляна çитнĕ çĕре хурал пӳртĕнче çынсем туллиех. Арçынсем çеç çукпа пĕрех. Тĕлĕнмелле мар. Вăрçă тухнăранпă халăх çинче ытларах хĕрарăмсем. Çитменнине, яла юлнă арçынсем пурте бурлакра, Михха ĕçĕнче.
Кĕрсĕнех Уляна çакна асăрхарĕ: халăх пухăннă çĕрте шӳтлени е хуйхă-суйхă çинчен сӳтсе явни палăраканччĕ, паян шăпах. Чиркӳре ăслă çынсен сăмахне итленĕ, хура юпана кăларса пăрахнă хыççăн чĕрисем халь те лăпланайман-ха. Кашниех малалла мĕн пулассине, пуринчен ытла вăрçă чарăнас пирки мĕн хыпарне пĕлесшĕн. Халăх çăт тăнипе сĕтел патĕнчи курăнман еннелле хыçалтисем кăшкăрчĕç:
— Ма лармастăр!
— Ларăр!
Малтисем чĕркуçленчĕç. Тĕпелте Улитинпа Павăл иккен. Иккĕшĕн кăкăрĕ çинче те хĕрлĕ хăю. Пуху та яланхинчен урăхла пуçланчĕ. Халиччен староста пуçараканччĕ, вăлах вĕçлекенччĕ. Пĕтĕм ĕçе куштанраххисем тăваканччĕ. Паян Улитин ура çине тăчĕ те, çынсем еннелле ĕлĕкхи пек пуç тӳпинчен те сиввĕн пăхас выранне, ăшшăн пăхса йăл кулчĕ.
— Юлташсем! Самана улшăннă май пухăва çĕнĕлле ирттерме тивет. Вулăсри земски управ хушнипе Энĕшкасси хресченĕсен пухăвĕ уçăлнă тесе шутлатăп. Чи малтанах пирĕн пухăва ертсе пыракансене суйламалла, Миçе çынран суйлас тетĕр? — Халăх миçе çынран суйласси пирки шухăшласа мар, тăна илейменрен шарламарĕ. — Ман шутпа, виçĕ çынран çитмелле. Сирĕншĕн мĕнле пек? — хăех сĕнсе ыйтрĕ Улитин.
— Килĕшес! — текелерĕç пухăннисем.
— Апла тесен сасăлăпăр. Кам та кам пухăва ертсе пыракансене виçĕ çынран суйлас тет, алă çĕклĕр!
Кар алă çĕклерĕç.
Улитин пушшех хавхаланчĕ. Пухури ĕç-пуç шутласа килнĕ майлах аталанать-ха.
— Ĕнтĕ кама суйламаллине палăртăр! — Халăх йĕнчесе тăнипе усă курса малала каларĕ: — Пухăва ертсе пыраканнисем хушшинче хут пĕлекен çын кирлĕ. Мĕншĕн тесен кам мĕн каланине, мĕн хушнине протокол çырса пыратпăр...
Сасартăках халăх шавласа кайрĕ.
— Каллех протокол-и?
— Çак-и вăл ирĕклĕх?!
— Протокол кирлĕ мар пире!
Улитин мĕн сиксе тухнине аран тавçăрчĕ. Тăхăрçĕр улттăмĕш-çиччĕмĕш çулсенче пăлхава путарсан, «протокол», «допрос» тесе çырнă хыççăн нумай çынна вырттарса ислетнĕ, тытса та кайнă. Çакна маннă пирки йăнăш персе ячĕ. Юсамасан саланса кайĕç.
— Юлташсем! — хăйне хăй алла илме ĕлкĕрсе кăшкăрчĕ Улитин. — Шăпланăр-ха! Шăпланăр! Кăлăхах пăлханатăр!
Тăнăç йыхрава ĕненсе-ши е шавласа ывăннипе-ши, халăх часах лăпланчĕ.
— Юлташсем, — çĕнĕрен пуçларĕ Улитин, — ятсеве хут çине ӳкернипе эсир сахал нуша курман. Анчах унашкал самана урăх нихçан та килес çук. Хăвăрах астумалла, кашни сходра, кирек мĕнле ĕç пирки те приговор йышăннă. Халь те çав приговорах çыратпăр. Ятне кăна тепĕр майлă каларăм. Ку вара паян эсир мĕн ĕç тунине палăртма, пуринчен ытла мĕн йышăннине теприсем сӳтесрен кирлĕ... Çавăнпа ним иккĕленмелли-пăшăрханмалли те çук. Мана шанмасан, çакна асăрхаттарам: эпĕ таçти çын мар, хăвăр суйланă çынсене тем тума та пултаратăр. Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăмăр, ăнлантăмăр!
— Пухăва малалла илсе пыр! — илтĕнчĕç сасăсем.
— Ăнланни паха, юлташсем! Кама суйлăпăр? — терĕ те Улитин çынсем çăвар уçма ĕлкĕриччен хăех сĕнчĕ: — Ман шутпа, пĕрне Павел Платоновича суйламалла. Вăл çырма, вулама пултаракан çын.
Хут пĕлекен кирлĕ тенĕрен салтак маткисем Анахвисе аса илчĕç. Çавна суйласан аванччĕ. Çаврăнса та пăх-каларĕç. Кукамăшĕ тăнине асăрхасан, вăл кунта килес çуккипе шарламарĕç.
Улитин суйлаттарма васкарĕ:
— Юлташсем, хирĕçлекенсем курăнмаççĕ те, самана йăлипе пурпĕр сасăлама лекет. Кам та кам Павел Платоновича президиума лартас тет, ал çĕклĕр!
Темиçе çын çĕкленипех ĕç татăлнă тесе шутларĕç. Малалла Павăл, сăмах илсе, Улитина суйлама сĕнчĕ. Çапла иккĕшĕ те вырнаçсан:
— Юлташсем, хальхи саманара арçынпа хĕрарăм пĕр тан, çавăнпа хĕрарăм та сĕтел хушшинче пулма тивĕç! Кама суйлатпăр? — терĕ Улитин.
— Уляна аппана суйлас! — сасă пачĕ тахăшĕ. Сасартăках темиçен кăшкăрчĕç:
— Терес!
— Уляна аппана суйламалла!
— Кам арăмĕ вăл? — халăх шавлипе усă курса, Павăлран хуллен ыйтрĕ Улитин.
— Прахăр арăмĕ. Унăн пĕтĕм çемйи пăлхава хутшăннă. Аслă хĕрне персе вĕлернĕ. Упăшкипе тепĕр хĕрне тытса кайнăччĕ, хĕрĕ таврăннă теççĕ.
Улитин сасартăках тавçăрчĕ: çак хĕрарăм пеккисене хăйсем май çавăрмалла. Ав, халăх епле ун хутне кĕрет.
— Юлташсем, эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. Уляна аппаран тивĕçлине урăх тупаймăр. Унăн пĕтĕм çемйи революци майлине пурте пĕлетпĕр. Уляна аппа, ăçта эсĕ?
Уляна ялйыш хисепленине хальччен те туйнă. Кирек ăçта пырсан та ăна çул пама тăрăшаççĕ. Урăхла мĕнле тата? Тӳре-шара таврашсем тем чул нуша кăтартсан та вăл хуçăлса ӳкмерĕ. Çын умĕнче хăй шăпине ӳпкелемесĕр пуçне тӳртен тытса çӳрерĕ. Çапах паянхи пек хисепе курманччĕ. Пухăва ертсе пыма хĕрарăмсенчен пуçламăш хут ăна асăнчĕç. Пурпĕр вăл хăйĕнчен сирме шутларĕ.
— Мана, ват çынна, кунта тăрсан та юрать. Сĕтел хушшине çамрăксене лартăр! — терĕ.
— Çук, çук, Уляна аппа!
— Сĕтел хушши шăп сан вырăн! — шавларĕç ял çыннисем. Хĕсĕнкелесе çул турĕç.
Уляна текех хирĕçлемерĕ, тĕпеле иртрĕ. Кун йĕркисене йышăнчĕç. Вара Павăл Улитина сăмах пачĕ.
— Юлташсем! — хавхаланса чĕнчĕ лешĕ. — Тĕнчер лару-тăру çинчен паян сире хисеплĕ пачăшкăпа уес комиссарĕ Константин Сергеевич Лаврский тĕплĕ каласа панă. Пĕтĕм тĕнчене революци çулăмĕ хыпса илнĕ. Чи хăватли пирĕн Раççейре ялкăшать. Юнлă патшана çапса антарнă. Тинех халăх ĕмĕтленнĕ ирĕклĕх çитрĕ. Кĕпĕрнере, уесра — пур çĕрте те Вăхăтлăх правительство комиссарĕсем ĕçлеççĕ. Пирĕн вулăсра та старшина влаçĕ тĕп пулчĕ. Вăл хресченсене пайтах тарăхтарнă. Хĕн-хура хам та тем чухлех тӳснĕ. Çавăнпа пусмăр тĕнчине вĕçне çитиех пĕтересшĕн, кирлĕ пулсан, пуçăма та шеллес мар тесе, эсерсен партине кĕтĕм. Эсер тени вăл социал-революционер тени пулать. Эпир — хресченсен хутне кĕрекенсем. Улпутсен çĕрне туртса илсе, хресченсене валеçсе парасшăн кĕрешетпĕр. Анчах ĕç тени пурте йĕркеллĕ аталанмалла. Кĕçех Учредиловка пухăнĕ. Унта хамăр суйласа янă çынсем çĕрпе мĕнле усă курмаллине татса парĕç. Çавăнпа Энĕшкасси хресченĕсем пирĕн хыççăн пырасса шанатăп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...