Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура

Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Амадей Моцартӑн «Волшебная флейта» (чӑв. Ылтӑн флейта) икӗ пайлӑ оперине кӑтартӗҫ. Ку вӑл видеокӑтарту пулӗ. Ӗҫе Саймон Мак-Бёрни хатӗрленӗ. Унпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев паллаштарӗ.

Оперӑна вулавӑшра кӑтартассине регионсен аталанӑвӗн «Содружество» (чӑв. Пӗрлешӳ) фончӗ Экс-ан-Прованс опера фестивалӗпе, Orange, TV Arte фондпа, Раҫҫейӗн Францири институчӗпе пӗрле йӗркеленӗ.

Проект вӑхӑтӗнче хальхи опера ӳнерӗнчи пӗлтерӗшлӗ те ҫӗнӗлле 5 ӗҫпе паллаштарӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Ариодант» кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – «Электра», юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче – «Кармен», чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – «Царь Эдип / Симфония псалмов».

 

Культура

Паян, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль кӑтартӗҫ. Премьерӑна Петр Осипов ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Спектакль ячӗ — «Сурхури сӑри».

Премьерӑна чӑвашссен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ, медицина наукисен кандидачӗ, Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Петр Осипов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева, кмопозиторӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина, декорацисемпе тумтирсене Светлана Зверевапа хатӗрленӗ, ташшисене Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи «Шур ҫӑл» фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑра пурӑнакан чӑваш халӑхӗн культура пуянлӑхне аталантарас тата упраса хӑварас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ.

Ҫамрӑк талантсем юрласа, хореографи, фольклор енӗпе тата инструментсемпе каласа тупӑшӗҫ.

Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем те, уйрӑм ӑстасем те хутшӑнайӗҫ.

Ӑмӑрту пилӗк номинаципе иртӗ. Вӗсенче маттурсем ҫулне кура икӗ ушкӑнпа: 7 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхисем тата 13 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем — ӑмӑртӗҫ.

«Фольклор» номинацие суйланисен номерӗ 10 минутран вӑрӑм пулмалла мар теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Халӑх юррисене суйланисем вӑйӑ юрри, хӗр йӗрри, сӑпка юрри, хӑна юрри тата ыттине шӑрантарӗҫ. Эстрада юрӑҫисен тата хореографи номерӗсем те кӑсӑклӑ пулмалла.

Инструментпа калакансем сӗрме купӑспа, тӑмрапа, кӗслепе, параппанпа, тунккипе, тункарпа, шӑпӑрпа, найпа, палнайпа, шӑхличпа, пучпа, кавалпа, купӑспа, шакмакпа, сатарккапа, шӑнкӑравпа тата ыттипе калайӗҫ.

Фестиваль учредителӗсем — Пишпӳлек район администрацийӗ тата асӑннӑ муниципалитетри «Родник» (чӑв.

Малалла...

 

Культура

Севастопольте иртекен «Победили вместе» (чӑ. Пӗрле ҫӗнтернӗ) пӗтӗм тӗнчери фестивальте чӑваш авторӗн ӗҫӗ финала тухнӑ. Сӑмах документлӑ фильмсемпе телепрограммӑсен XY фестивалӗ пирки пырать. Вӑл ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 18-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Фестивале 35 ҫӗршывран тата Раҫҫейри 38 регионтан 500 ытла фильм ярса панà, 88-шне суйласа илнӗ. Ҫав шутра Марина Карягинӑн «Двери в детство» фильмӗ те пур. Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма тӗпрен илсен Сергей Мышев ӳкернӗ, иккӗмӗш операторӗ — Константин Козлов. Марина Карягина — сценари авторӗ тата режиссёрӗ.

Киноисторири сӑнар — Георгий Фомиряков чӑваш художникӗ. Ҫуртне вӑл чӑваш йӑлине пӑхӑнса туса лартнӑ. Унтах мастерскойпа музей йӗркеленӗ.

Фильмра вӑрҫӑ хысҫӑнхи пурнӑҫа пӗр ҫын шӑпи урлӑ уҫса кӑтартнӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, темиҫе кун каялла Марина Карягина фестивале тухса кайнӑ.

 

Персона

Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи Чуйӑнчӑ-Николаевка ялӗнче пурӑнакан хастар чӑваш хӗрарӑмӗ Любовь Васильева Ҫӗнтерӳ кунӗнче 70 ҫул тултарнӑ. Маттурскерпе «Урал сасси» хаҫатра паллаштарнӑ.

Чуйӑнчӑ шкулӗнче вунӑ ҫул вӗренсе тухсан Люба Туймазӑ хулинче вырнаҫнӑ Россельхозтехникӑра бухгалтеринче виҫӗ ҫул ӗҫленӗ. Унтан ӑна вӗренме Юматовӑри техникума янӑ. Ҫавӑнта вӑл хӑйне килӗшнӗ каччӑпа паллашса ҫемьеллӗ пулнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе икӗ ача — ывӑлпа хӗр — ҫуратса ӱстернӗ. 1973 ҫулта Любовь пекарня заведующийӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл вӑтӑр ҫул вӑй хунӑ.

Пенсине тухсан Любовь Гавриловна чӑваш культура пӗрлӗхӗпе тачӑ ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. 2007 ҫулта Ӗпхӳри Калинин районӗнче чӑваш вырсарни шкулӗ уҫӑлсан вӑл вӗрентекене ҫаврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ursas.rbsmi.ru/articles/yubiley/
 

Республикӑра

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ мар тесе хыпарланӑччӗ. Ҫавӑн пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сасӑлав ирттессине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура, национальность ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ унта хутшӑнакансене Хаяр Иван палӑкне лартас шухӑша епле йышӑннине хуравлама ыйтнӑччӗ.

Онлайн-сасӑлава хутшӑннисенчен ытларах пайӗ палӑка ларттарасшӑн мар иккен. Майлисен йышӗ — 47 процент, хирӗҫҫисен — 53 процент. Сасӑлава 2386 ҫын хутшӑннӑ.

Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартас тенӗччӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров Фейсбукра ҫырнӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине палӑртнӑччӗ.

 

Культура

Чӑваш Енре «Чи нумай вулакан ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирттернӗ. Конкурса республикӑри 13 районпа 5 хуларан 59 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Илемлӗ литература хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх плейкаст», «Вулавӑшри чи лайӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳрев», «Чи лайӑх вулав дневникӗ».

Чи лайӑх плейксеат хатӗрлесе малти виҫӗ вырӑна ҫаксем йышӑннӑ: Муркаш районӗнчи Любимовсем, Комсомольски районӗнчи Владимировсем, Канаш районӗнчи Андреевсем. Виртуаллӑ ҫул ҫӳревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районӗнчи Можаевсем, Муркаш районӗнчи Терехинсем. Чи лайӑх дневник авторӗсем — Канаш районӗнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элӗк районӗнчи Михайловсем.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслӗҫ.

 

Культура

Лайӑх хыпар: Шупашкарти 7-мӗш ача пахчин шӑпӑрланӗсем («Созвездие») Пӗтӗм Раҫҫейри вокал конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ хыпарлать.

Ача пахчинчи вокал ушкӑнӗ «Домисолька» ятлӑ. Вӗсем «Раҫҫей таланачӗсем» форматпа иртекен Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑннӑ. Ачасем «Да будет мир» (чӑв. «Мир пултӑр») юрра шӑрантарнӑ. Вӗсем ӑна хӑйсен ача пахчинчи сасӑ ҫыртармалли студире ҫыртарнӑ. Паллах, ку ӗҫре шӑпӑрлансене педагогсем те пулӑшнӑ.

Шупашкар ачисем «Вокал пултарулӑхӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Культура

Ял туризмне аталантарасси пирки пирӗн республикӑра темиҫе ҫул каяллах калаҫма пуҫланӑччӗ. Пысӑк та шавлӑ хулара пурӑнакансене илӗртмеллеччӗ ун. Хула ҫынни пӗр-пӗр ялти ҫавӑн пек вырӑна каять те унти сывлӑшпа кӑна мар, экологи енчен таса апат-ҫимӗҫпе киленет. Калӑпӑр, тин ҫеҫ сунӑ сӗте ӗҫет. Ӗни-качакине хӑй те сума пултарать. Ҫак ырӑ шухӑш аталанайманни пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пуҫ ватнӑ.

«Пӗр 20 ҫул каялла ял туризмне кӗҫ-вӗҫ аталантарма пуҫлассӑн туйӑнатчӗ. Хӑна ҫурчӗсем тӑвӑпӑр, инфраструктурӑна аталантарӑпӑр теттӗмӗр. Хаваслӑ туристсемпе вырӑнти канакансене сӗт ӗҫтерӗпӗр, шӑрттанпа хӑналӑпӑр теттӗмӗр. Анчах нимӗн те тухмарӗ. Федераци укҫи-тенкипе тем пысӑкӑш этнокомплекс туса лартрӑмӑр. Хитре ҫуртсем пур, чӑваш мунчи, курӑк чейӗ. Ҫавӑн пек этнотрубаза ҫав хака тӑчӗ-ши тата ял туризмӗнчен пӑрӑнмаллаччӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ вӑл.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ҫак кун Чӑваш наци музейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пулӗ.

ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци музейӗнче экспозицисем ӗҫлӗҫ: "Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии", "История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.", "Чувашия в XX веке", "Природа и человек". Тата "Сценический образ. Детали", "Герои России, какими их не видел никто", "Любовь и театр" куравсем пулӗҫ.

Кунсӑр пуҫне «Черепахи» (чӑв. «Тимӗр шапасем») ятпа коммерци куравӗ ӗҫлӗ. Музей ӑҫта вырнаҫнине аса илтерер: Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 5\2-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-41-24.

 

Страницӑсем: 1 ... 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, 215, [216], 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, ... 437
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть