«Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ кӑтартакан «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра, Алексей Енейкин тележурналист калашле, «чӑваш халӑх пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн ҫунакан чӑн-чӑн чӑваш» Тимӗр Тяпкин пулнӑ.
Журналистпа чӑваш хастарӗ «тӗлӗнсе пымалла хӑвӑрт аталанса пыракан тӗнчере чӑвашлӑха упраса хӑварасси» пирки калаҫнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру япӑх мар», — тесе хакланӑ Тимӗр Тяпкин.
Тимӗр Тяпкин ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫманни пирки пӑшӑрханать. Общество организацийӗсен ҫирӗпрех ыйтмалла тесе те шухӑшлать вӑл. «Чӗлхене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Чи малтан вӑл килтен пуҫланать», — тенӗ хайӗн ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентекен Тимӗр Тяпкин.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин.
Республика историйӗпе шкул ачисенчен пуҫласа 80 ҫулхи ватӑсеп таранах кӑсӑкланни палӑрнӑ. Пуринчен чӑтӑмли тесе хаҫатҫӑсем Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Роза Алексеева пенсионер тесе пӗлтернӗ. Вӑл хаҫат подшивкисене тӗплӗн тишкернӗ. Конкурсра пурӗ 18 ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫав шутра пӗр тӑван Архиповсем те, Юрийпе Наталия, пур.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗнер Мускаври специалист семинар ирттернӗ. Ӑсталӑх сехетне «IMHO» компанин (вӑл Рунетра реклама сутассипе рынокра хӑйӗн шанчӑклӑ вырӑнне тупнӑ) суту-илӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Антонова килсе ҫитнӗ.
Мускаври специалист хаҫатсене, сайта тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене реклама илӗртмелли вӑрттӑнлӑхсене уҫӑмлатнӑ. Журналистсемпе реклама менеджерӗсем ҫӗннине, кӑсӑклине нумай пӗлме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те уҫӑмлатнӑ.
Ольга Антонова – чӑваш хӗрӗ. Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑскер темиҫе ҫул каяллах Мускавра тӗпленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кун ҫути кӑтартнӑранпа 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 115 ҫул ҫитет. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, сумлӑ ӑсчах, Николай Никольский Хусан хулинче кӑларма тытӑннӑ. Паллӑ кун умӗн «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Аудиохаҫат» сасӑ проекчӗ пуҫарнӑ.
Наци медиахолдингӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне самана таппин юхӑмне шута илсе хатӗрленӗ. Хальхи саманара вӑхӑт нихҫанхинчен хаклӑ. Юратнӑ хаҫатсемпе тӗплӗн паллашма ӗлкӗреймесен те тӗнче тетелне ватти-вӗтти таран кӗрет.
Наци медиахолдингӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материалсене суйласа илсе аудиоверси формата куҫарма палӑртать.
Чӑваш Енри Галина Карпова «ТНТ» телеканалӑн «Перезагрузка» кӑларӑмӗнче ӳкерӗннӗ. Вӑл хутшӑннӑ кӑларӑма ыран, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 11 сехетре кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ кӑларӑма пурнӑҫра тӗрлӗ терт-нуша курнӑ хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑх пирки куҫҫуль витӗр каласа кӑтартаҫҫӗ. Хитреленсен пурнӑҫ та илемленессе шанаканскерсемпе стилистсем, косметологсем, вижажистсем, пластика хирургӗсем ҫеҫ мар, психологсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хитреленнипе пӗрлех пикесене телейлӗ пулма вӗрентеҫҫӗ. Хӗрсемпе психологсем пӗр уйӑх ӗҫлеҫҫӗ, ӑшра шӗкӗ евӗр кӑшлаканнине ҫиеле кӑларма, япӑххине манса талпӑнма, ҫӗнӗлле шухӑшлама, малалла ӑнтӑлма хӑнӑхтараҫҫӗ вӗсем.
«ОРТ» телеканал Патӑрьелте пулса репортаж хатӗрленӗ.
Патӑрьелте икӗ гектара яхӑн ҫӗре таса мар шывсем вараланӑ. Шурлӑх шӑрши кӗнине вырӑнтисем йӑлари хытӑ каяш шывӗ юхса тӑнипе ӑнлантараҫҫӗ. Канализаци шывӗ тасатмалли сооруженирен юхать иккен. Таса мар шыв ҫутҫанталӑка вараланин сӑлтавне ОТР корреспонденчӗ Марина Рябцева шыранӑ.
Патӑрьелти Дина Ванина каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнчи ҫӑлкуҫри шыв каллех вараланнӑ. Вӑл шӑварма ҫеҫ юрӑхлӑ. Еҫмелли шыва лавккара туянма тивет. Ялта централизациленӗ шыв пӑрӑхӗ ҫукран ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ.
Тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки вырӑнтисем администрацие те, Роспотребнадзорпа прокуратурӑна та ҫырнӑ. Сӑмаха ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксемпе видеосем янӑ. Анчах тӳре-шара укҫа ҫук тесе калать-мӗн.
Чӑваш Енри журналист, Владимир Зырянов, вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Чӑваш патшалӑх аграри университетӗн ректорӗн халӑхпа тата МИХсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен пулӑшуҫи Надежда Осипова Фейсбукра пӗлтернӗ. Надежда Осипова Владимир Зыряновпа Чӑваш Енри Журналистсен союзӗнче 5 ҫул пӗр пӳлӗмре туслӑ ӗҫленине аса илнӗ.
Владимир Зырянов Пермь хулинче ҫуралнӑ. Унта ачалӑхӗпе яшлӑхӗ иртнӗ. Шкулта тата профтехучилищӗре вӗреннӗ, 1977 ҫулта Пермьри патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1979 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ. Унта вӑл арӑмӗн ашшӗ-амӑшӗпе патне пуҫласа килнӗ. Хула килӗшнине кура юлнӑ, «Химпром» предприятин хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Чебоксарские новости», «Советская Чувашия» хаҫатсенче те тимленӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров 2015 ҫултанпа РФ Федераци Канашӗнче председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Халӗ ун пирки «Новости» РИА ӗҫрен каять тесе хыпарланӑ. Николай Федоров МИХа ку хыпара ҫирӗплетсе каламан-мӗн-ха. Информагентствӑна Федераци Канашӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ имӗш.
Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен сенаторӗ Николай Федоров тата Тутарстан сенаторӗ Олег Морозов асӑннӑ органти ӗҫ вырӑнӗсене авӑн уйӑхӗнче пӑрахмалла. Морозов ку хыпара тунман.
Николай Федоров 1990–1993 ҫулсенче РФ юстици министрӗ, 1994-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ, 2012–2015 ҫулсенче РФ ял хуҫалӑх министрӗ пулса тӑрӑшрӗ. Николай Федорова РФ Президенчӗн канашҫи пулма та шаннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ вӑйлӑ ҫавраҫил ҫӗкленнине асӑрханӑ. Сайра тӗл пулакан ҫак пулӑма ирхи 10 сехет те 20 минутра курнӑ. Шыв варинкке евӗр ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.
«Видеона чӳречерен ӳкертӗм. Варинкке ҫӳллӗшӗ нумай хутлӑ ҫурт пекчӗ е унран та ҫӳллӗрех пулӗ», — ӗнентернӗ «Прогород» хаҫата Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын.
Шыври ҫавраҫиле «Погода в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫанталӑк) проект синоптикӗсем питӗ сайра тӗл пулакан пулӑм тесе хакланӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, шыври ҫавраҫил кӑнтӑр енчи тинӗссенче ҫӗкленет.
Юлашки ҫулсенче ҫанталӑк пирӗ тӑрӑхра самай улшӑнчӗ те, нимрен те тӗлӗнме пӑрахрӑмӑр пулӗ...
⠀
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти пикене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫӗтсен йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Аса илтерер: Софья Бараева килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗччӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑччӗ. Унта вӑл тусӗсем патӗнче пурӑннӑччӗ.
Халӗ хӗр татах ҫухална. Паян Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫат йӗрке хуралҫисем ҫак хӗре шыранине пӗлтернӗ.
Хальхинче пике килтен утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен тухса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хӗр ҫутӑ хӑмӑр хулӑн кофта, хура кроссовки тӑхӑннӑ, тӗксӗм симӗс тӗслӗ рюкзакпа. Хӗр паспорт тата 800 тенкӗ укҫа чиксе тухса кайнӑ.
Пикене курнисене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |