Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Мускаври «Спас» телеканалӑн пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫленӗ.
Телекуравҫӑсем Введени кафедраллӑ соборӗнче пулнӑ. Унта чӑвашла литурги вуланине итленӗ. Литругие Сергий Сергеев ирттернӗ.
Савватий владыка тележурналистсене интервью панӑ. Библие чӑвашла куҫарни ҫинчен Ева Лисина каласа кӑтартнӑ.
Телкуравҫӑсем ытти вырӑнта та пулнӑ.
Каярах «Спас» телеканалта «Пилигрим» кӑларӑм эфира тухӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаве шухӑшланӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар, унӑн аталанӑвӗ пирки ҫеҫ сӑмах пулмалла». Ҫакӑн пирки вӑл «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.
«Олег Алексеевич, паян эпир сирӗнпе чӑвашла ҫапла ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн калаҫма пултарни савӑнтарать. Республика Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнсан эсир чӑваш чӗлхине упрама, аталантарма ятарлӑ ҫум программа ҫирӗплетрӗр. Чӗлхе пӗтессин процесне чарма кая юлмарӑмӑр-ши?» — тенӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина республика ертӳҫине.
Олег Николаев ҫапларах хуравланӑ: «Манӑн шухӑшпа, чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар, унӑн аталанӑвӗ пирки ҫеҫ сӑмах пулмалла. Пирӗн тӑван чӗлхепе пуплеме /ҫав шутра — патшалӑх ӗҫӗсем ҫинчен те/ май пурри чӗлхе пурӑннине ҫеҫ мар, вӑл аталаннине те кӑтартать. Паллах, аталану программи кирлӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ: ӗҫсене патшалӑх шайӗнче йӗркелеме тата бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрма программӑсем хатӗрлемелле, унсӑрӑн пӗлтерӗшлӗ мероприятисене ирттереймӗпӗр. Ҫак ҫум программа пулӑшнипе пирӗн чылай шухӑш пурнӑҫланать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑвашла хитре калаҫнине пирӗнтен чылайӑшӗ хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ. Тепӗр тесен, чӑваш ҫынни тӑван чӗлхепе калаҫнинчен (ашшӗ-амӑш чӗлхине хисепленинчен) тӗлӗнме кирлӗ те мар-ха. Аса илтерер: Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Республика ертӳҫи интервьюсене те чӑвашла парать, черетлӗ эрнене те икӗ чӗлхепе пӗтӗмлетет.
Ӗнер вара вӑл «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина Фейсбукра пӗлтернӗ. «Республика Пуҫлӑхӗ, Олег Алексеевич Николаев «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравлама килӗшрӗ, паллах — чӑвашла. Тӗплӗнрех, ҫитес номерте», — тесе ҫырнӑ наци медаихолдингӗн пуҫлӑхӗ. Элтеперпе Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑ.
«Экоцентр» тӗп директорӗ Виктор Лагуновский «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата интервью панӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем пурте ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемен, парӑм 300 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.
2020 ҫул «Экоцентршӑн» ӑнӑҫлах пулман. Халӗ те республикӑра пурӑнакансен 90 прценчӗ ҫеҫ ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлет. «Ҫӗршывӗпе илес тӗк, кӑтарту вӑтамринчен пысӑкрах», - палӑртнӑ организаци ертӳҫи.
Чӑваш наци телерадиокомпанине НТВ каналта ӗҫленӗ журналист ертсе пырӗ. Хальлӗхе вӑл ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫеҫ, ҫапах ӗҫ коллективне унпа паллаштарнӑ.
Чӑннипе, Светлана Губанова пирки информаци сахал. Вӑл НТВ журналисчӗ пулнӑ, «Професси – репортер» ярӑмпа килӗшӳллӗн 2014 ҫулта икӗ документлӑ фильм хатӗрленӗ: 13 друзей хунты» тата «Еще 17 друзей хунты».
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вадим Ефимова ку должноҫерн кӑларнӑ.
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ журналиста юбилей медалӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку чыса «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра тӑрӑшакан Александр Белов тивӗҫнӗ.
Журналиста «Правда» хаҫата йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа чысланӑ. Асӑннӑ медале пани ҫинчен калакан удостоверение Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗ Геннадий Зюганов алӑ пуснӑ.
Маларах асӑннӑ хаҫатра Александр Белов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ӗҫленӗ. Фейсбукра хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнере 2-3 репортаж хатӗрлесе панӑ, вӗсене пӗрремӗш-иккӗмӗш полосасенче пичетленӗ. Пӗррехинче хаҫат хуҫипе вӑйлӑ тавлашса илнӗ, унтан журналист хаҫатран пӑрахса кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗпе, поэтпа, прозаикпа, публицистпа Николай Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи литература ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. Залра Николай Николаевичӑн хайлавӗсем янӑранӑ тата Алина Федорова тата Сергей Петров эстрада юрӑҫӗсем хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Ҫыравҫӑн хайлавӗсен хӑйнеевӗрлӗхпе филологи наукисен кандидачӗ Ольга Скворцова паллаштарнӑ. Николай Ларионов Зощенко пекех — ҫырма пуҫличчен пурнӑҫ мӗнне ӑнланнӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Чӗмпӗр ҫыравҫине Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Николай Ларионов 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1978 ҫултанпа Чӗмпӗрте пурӑнать. 2002-2018 ҫулсенче облаҫри чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулнӑ, «Шевле» литература пӗрлешӗвне пуҫарса янӑ. Паян вӑл — «Ульяновская правда» издательство ҫурчӗн наци хаҫачӗсен тӗп эксперчӗ.
Раҫҫей интернет-кӑларӑмӗ Newsru.com «ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗнчен» йӗркеленнӗ «экономика сӑлтавӗсене» пула хупӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Сайт 21 ҫул ӗҫлерӗ. Юлашки уйӑхра сайта 3 млн ҫын кӗнӗ.
«Эпир экономика сӑлтавӗсене пула ӗҫлеме пӑрахатпӑр, анчах вӗсем шӑпах пирӗн патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. 2014 ҫул хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: улшӑнусем географипе тулаш политикӑна кӑна мар, шалти экономикӑна та тӗпрен пырса тивеҫҫӗ. Эпир тивӗҫтерекен кулленхи картина патшалӑх ресурсӗ ҫинче ӗҫлекенсен ӳкерчӗкӗнчен ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑма пуҫларӗ, ҫавна пулах 2014 ҫул хыҫҫӑнхи пулӑмсем хыҫҫӑн рекламӑпа тивӗҫтерекен пысӑк компанисем пирӗнпе ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, ыттисем вара кӑҫал уйрӑмах шикленме пуҫларӗҫ», — тенӗ сайтри пӗлтерӳре.
Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑтӑшах мӗн те пулин чаракан саккунсем йышӑнни ҫинчен ҫырма тиврӗ, вӗсем вара кирек хӑш кун та пире хамӑрах пырса тивме пултараҫҫӗ». «Ытларах та ытларах хисеплӗ ҫынсемпе тӗрӗс информаци ҫӑлкуҫӗсене ют ҫӗршыв агенчӗ е экстремист тесе палӑрма тиврӗ. Экономикӑра тата право анлӑшӗнче йӗркеленнӗ лару-тӑру Newsru.com кӑларӑмӑн пахалӑхлӑ ӗҫне туса пыма май ҫук пуса тӑчӗ… Паянхи кун ку пирӗншӗн юлашки хыпар.
Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗнче шкул та, ача сачӗ те пур. Апла пулсан ялӑн малашлӑхӗ пур тесе калама пулать.
«Ачасен шучӗ яланах пӗр пек пулман. Малтанхи ҫулсенче йышлӑрахччӗ. 2014 ҫулта вӗсем хӗрӗх икке ҫитнине пула икӗ ушкӑн йӗркелемелле пулчӗ», — тет иккен Инна Григорьева аслӑ воспитатель ача сачӗн кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май.
Хальхи вахӑтра кунта пӗр ушкӑн ӗҫлет. Чӑн та, унта тӗрлӗ ҫултисем ҫӳреҫҫӗ.
«Пӗр енчен ҫак пулӑмӑн йывӑрлӑхӗсем те пур, тепӗр тесен лайӑххи те ҫителӗклех — аслисем ҫине пӑхса кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ. Вӑйӑ вылятпӑр-и, физзарядка тӑватпӑр-и, юрӑ-кӗвӗ шӑрантаратпӑр-и, тӗрлӗ уяв-конкурссене хутшӑнатпӑр-и — пурте пӗрле», — сӑмахне малалла тӑснӑ аслӑ воспитатель.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра Юрий Снегопад ҫырнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем ҫинчи чӑваш тумне курсан куҫ вылять. Вӗсене педагогсен пӗчӗк коллективӗ хӑйех ҫӗлесе хатӗрленӗ. «Ҫыпӑҫуллӑ та куҫа илӗртекен тумтире тӑхӑнса пӑхсан ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫыннӑн та ачалӑха таврӑнас кӑмӑл ҫуралӗ. Инна Ивановна ҫак ӗҫре Рамзия Никитина воспитателӗн тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Вӑл хушпу, тухья тума та ӑста иккен», — хыпарланӑ хаҫатра.
«Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗнче Василий Кервен поэтпа, прозаикпа, критикпа, куҫаруҫӑпа, журналистпа Владислав Николаев хатӗрленӗ интервью пичетленнӗ.
Материал умсӑмахӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Василий Кервен чунне «рифма, ритм мӗнне пӗлмесӗр ҫыркаланӑ сӑвӑ пеккисем» ыраттараҫҫӗ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тӗрӗссипе, питӗ асапланать вӑл унашкал «пултарулӑх» тӗслӗхӗсене курсан».
Хальхи чӑваш поэзийӗ пирки сӑмах хускатсан: «Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ кӗнекисем ытлах тухсах каймаҫҫӗ. Авторӗсем хӑйсем тӳлесе кӑларнисенчен вара чылайӑшӗ пысӑк шайрах мар. 2017-2020 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта хальхи поэзи курӑнсах каймарӗ: поэмисем пачах поэма марччӗ, сӑвӑсем вырӑнне чылай чухне айванла такмаксем, юрӑ сӑмахӗсем тухатчӗҫ. Пирӗн юрӑ сӑмахӗсем мӗн шайрине чылайӑшӗ чухлать-тӗр. Петӗр Хусанкая хӑй вӑхӑтӗнчех вӗсем тарӑхтарнӑ. Ахальтен мар ҫакӑн пек кулӑш анлӑ сарӑлнӑччӗ:
— Ӑҫта васкатӑн каплах? — тесе ыйтать тет пӗр сӑвӑҫран тепри.
— Сӑвӑсене журнала йышӑнмарӗҫ, композиторсене кайса парасшӑн-ха, — хуравлать тет лешӗ», — тенӗ, сӑмахран, интервьюра Василий Кервен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |