Раҫҫей ӑсчахӗсем коронаавирус геномне палӑртнӑ тесе пӗлтернӗ паян «Российская газета» хаҫат ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарлани тӑрӑх.
Грипӑн А.А. Смородинцев ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсем SARS-CoV-2 коронавирусӑн тулли геномне палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ДНК молекулинче нуклеотидсен йӗркине тишкернӗ.
Генома палӑртни ҫӗнӗ коронавирус епле аталаннине тата вӑл епле аталаннине ӑнланма кирлӗ. COVID-19 коронавирус — ҫӗнӗ йышши вирус. Генома ӑнланни вирус Раҫҫее епле лекнине тата вӑл мӗнле аталанассине палӑртма май парӗ. Ӑсчахсем пӗлнӗ информацие тӗпе хурса коронавируса хирӗҫ вакцина тата коронавируса хирӗҫле препаратсем хатӗрлеме май килӗ. Ҫапла ӗнентереҫҫӗ специалистсем.
Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта FM-хумсем ҫинче «Радио Книга» (чӑв. «Радио Кӗнеке») радиостанци ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл лицензие 2016 ҫулхи ҫуллах илнӗ.
Радио эфирӗнче кӗске калавсем, кӗнекери сыпӑксене вулаҫҫӗ. Кӗнекесем, авторсем, сӑнарсем, ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртни пирки каласа кӑтартакан кӗске программӑсем те пур.
Радио ӗҫченӗсем итлекенсене кӗнекесемпе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн, кӗнекесем вулани кӑсӑклӑ ӗҫ пулнине кӑтартасшӑн. Эфира тухакан кӑларӑмсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, унта йыхравланисем, тӗпрен илсен, — республикӑн политика пурнӑҫне ҫутатакансем. Патшалӑх МИХӗсемпе пӗрлех Чӑваш халӑх сайтне, «ПроГород» хаҫата, ЮТВ телекомпание, федераци кӑларӑмӗсемпе радиостанцисене тата ыттисене йыхравланӑ.
Олег Николаев влаҫра ӗҫлекенсем май килнӗ таран уҫҫӑн ӗҫлеме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен объективлӑ журналист тӗпчевӗсем кӗтнине пӗлтернӗ вӑл. Тӗлпулӑвӑн тӗллевне Олег Николаев журналистсен пӗрлӗхӗ асӑрхаттарнипе тӗрлӗ ыйтӑва татса парас тенипе сӑлтавланӑ.
МИХсенче ӗҫлекенсем ыйтса ҫырнисене министерствӑсене туллин хуравлама хушнине пӗлтернӗ, пичет кӑларӑмӗсене вулакансем патне ҫитерме пулӑшма, официаллӑ мероприятисене журналистсене ҫӑмӑллӑн кӗртме шантарнӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов республикӑн Правительство ҫуртӗнчи паянхи канашлу пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Унта пухӑннисем, вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, республика парламенчӗ ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырупа тухасшӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли тата упрамалли патшалӑх программи хатӗрлеме сӗнесшӗн.
Халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн постӗнче Григорий Данилов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен списокне кӗртнине аса илтернӗ.
Григорий Данилов депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи канашлура МИХсен пӗр пайташӗ те пулман. «Патшалӑх Канашӗн аппарачӗ пӗлтермен-ши е ку темӑна хускатма ҫӳлтен хушман-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ парламентари.
Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн чӑваш парламентӗнчи фракцийӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи сессийӗнче хускатнӑ.
Ӗҫ шыракансен «HeadHunter» сервисӗ пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем вырӑс чӗлхисӗр пуҫне тата хӑш чӗлхене пӗлнине тишкернӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесен йышне тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисем лекнӗ. Маларах эпир асӑннӑ сервис резюмесене тишкернӗ май ҫапла пӗтӗмлетнӗ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав вӑхӑтрах хӑш чӗлхене пӗлнине питӗ сайра чухне ыйтаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки «HeadHunter Поволжье» (чӑв. HeadHunter Атӑлҫи) сервисӑн пресс-служба ертӳҫи Александра Севостьянова пӗлтернӗ.
«HeadHunter» специалисчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине пӗлнине резюме авторӗсенчен 0,6 проценчӗ кӑтартать, пушкӑрт чӗлхине — 0,09%, чӑваш чӗлхине — 0,02%. Ҫапла вара чӑваш чӗлхи виҫҫӗмӗш йӗрке йышӑннӑ.
«HeadHunter» вырнаҫтарнӑ вакансисенчен 500-е яхӑнӗнче тутар чӗлхи пӗлмеллине кӑтартнӑ, 40 вакансире — пушкӑрт чӗлхине, 15-ре — чӑваш чӗлхине.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ӗҫрен каяс сӑмах унчченех тухнӑччӗ-ха. Аса илтерер: республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма рапорт ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ нарӑсӑн 22-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен прокуратурине РФ прокуратуринчен тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ.
Паян вара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат прокурор ӗҫрен кайнине, ӑна Владимир Путин ӗсрен хӑтарнине хыпарланӑ. Ҫапах та ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫӗршыв Президенчӗн указне тупаймарӗ.
Маларах асӑннӑ кӑларӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, республика прокуратуринче прокурор ятне ҫырса хунине илнӗ. Прокуратура сайтӗнче, сӑмах май, прокурор тивӗҫне Александр Евграфов пурнӑҫлать тесе кӑтартнӑ. Анчах кун пирки хыпар ҫукчӗ, прокуратура тытӑмӗнче ҫавӑн пекчӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртрӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те.
«Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те йышланнӑ.
Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта.
Журналиста тапӑннӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах Ханты-Манси автономи округӗнче пулса иртнӗ. Унти бизнес-центрта Нижневартовскри «Мегаполис» каналӑн телеоператорӗ туризм фирмин вывескине ӳкерес тенӗ. Ҫавна асӑрхасан офисран турфирмӑн пуҫлӑхӗ чупса тухнӑ. Илья ятлӑ оператор тата унпа пӗрле ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, хайхискер камерӑна туртса илме пуҫланӑ. «Пӑвас патнех ҫитрӗ», — тенӗ ҫамрӑк ҫын мӑйӗнчи хӗрлӗ вырӑнсене кӑтартса. Усламҫӑ камерӑри флешкӑна туртса кӑларнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне ҫийӗнчех полицейскисене чӗнсе илнӗ.
Турфирмӑн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна журналиста ӗҫлеме кансӗрленӗшӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Ӑнланмалла мар ӗҫ-пуҫ ҫинчен кӗпӗрнаттӑра пӗлтернӗ.
«Ульяновская правда» информаци порталӗ чӑваш ҫыннипе паллаштарнӑ. Асӑннӑ издательство ҫурчӗ йӗркеленӗ телекӑларӑма Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1953 ҫуралнӑ Геннадий Кондратьева хӑнана чӗннӗ. Вӑл — вӑрманҫӑ. Унсӑр пуҫне ӑна вырӑнтисем сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Инза хулинче пурӑнать. Унӑн пӗр юратӑвӗ — вӑрман, тепӗр юратӑвӗ — поэзи.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне вӑл техникум вӗренсе пӗтерсен направленипе лекнӗ. Телекӑларӑмра вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Халӗ хуралҫӑра ӗҫлет.
Калаҫӑва Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов ертсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |