Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ.
Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ.
Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет.
Чӑваш Енӗн телекуравӗпе кӑтартакан «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра паян паллӑ филолог Атнер Хусанкай пулнӑ.
Телекӑларӑма ертсе пыракан Марина Карягина журналист передачӑна Чӑваш ҫӗрӗн сумлӑ та пултаруллӑ ҫыннисене йыхравланипе палӑрса тӑрать.
Паянхи хӑна пирки Марина Карягина Фейсбукра ҫапла ҫырнӑ: «Паян манӑн уҫӑ эфирти хӑнам — Вӗрентекенӗм тата Тусӑм. Унӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпинчи вырӑнӗ пирки ҫырма пирӗн, паянхисен, хальлӗхе сӑмахӑмӑр та ҫитес ҫук. Шӑпах историн ҫак тапхӑрӗнче пире Атнер Хусанкайпа юнашар пурӑнма пӳрни — Ҫӳлти Хӑват чӑваша пӑрахманнине пӗлтерекен тӗслӗх.
Эпир — тӗнчешӗн пӗлтерӗшлӗ халӑх ачисем. Ӗҫчен халӑх пултарусӑр пулма пултараймасть, пултарулли вара хӑйӗн пуласлӑхри вырӑнне ҫӗнсе илетех».
Ыран, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта Раҫҫей тӗп халӑхӗсен тӑван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрӑ конкурсӗн финалӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Атӑлҫи патшалӑх физкультурӑпа спорт академийӗн концерт залӗнче иртӗ.
«Амадины» — ҫамрӑксен хушшинчи автор тата анлӑ сарӑлнӑ юрӑсен конкурсӗ. Унӑн тӗп условийӗ – юрӑсем тӑван чӗлхепе пулмалла», — хыпарлать МИХ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, заявкӑсене юпан 15-мӗшӗччен йышӑннӑ. 14 регионтан ҫитнӗ 140-е яхӑн заявкӑран 17-шне финала суйласа илнӗ, ҫак шута ансамбльсемпе юрӑ ушкӑнӗсем кӗнӗ.
«Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен хушшинче Чӑваш Республикинчи Культура институчӗн «Илем» ушкӑнӗ те пур.
Конкурсантсемпе ӗҫлекенсенчен пӗри – Раҫҫей эстрада юрӑҫи, ТР тава тивӗҫлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина.
Муркаш районӗнчи Эхветкассине НТВ-канал «Сегодня» программа валли сюжет ӳкерме килнӗ. Кун пирки Юрий Пичугин ятлӑ ҫын юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мӗн ӳкерни пирки постра ҫапла палӑртнӑ: «Тӗллевӗ — Игнатьева ӳкересси».
Анчах ку хыпар ытла та иккӗленӳллӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче Муркаша кайнине е НТВ-канал Правительство ҫуртӗнче пулнине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑтартман.
Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Китай ҫыннисем Эхветкасси ялӗнче сӗт тирпейлекен савут тӑвассине вырӑнтисем хирӗҫҫине ӳкерме килме пултарнӑ.
Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ евӗр халӑх шӑв-шав ҫӗкленӗ, ҫынсем савут экологие витӗм кӳресрен хӑраҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енри паллӑ блогера, ӑна хӑшӗсем журналист тесе те калаҫҫӗ, психиатрсем тӗрӗсленӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат блогерӑн ваккачӗ Юрий Иванов Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
Константин Ишутова нацизма реабилитацилет тесе айӑпласшӑн. Тӗнче тетелӗнче блогер ҫивӗч перкелешнипе унчченех палӑрнӑ. Унта вӑл тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен ҫынсен ячӗсене асӑнкаланӑ. Вӗсене сӗтев илеҫҫӗ тесе те, тата ытти тӗлӗшпе те вӑл сахал мар ӳпкеленӗ. Пуҫиле ӗҫе вара, палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, нацизма реабилитацилет тесе пуҫарнӑ.
Блогер сывлӑхне, тӗрӗсрех каласан, ӑс-тӑнне, психитрсене тӗрӗслеттерме ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Республикӑн психитари пульницине ӑсатнӑ. Экспертиза пӗтӗмлетӗвӗ хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна Юрий Иванов вакката тӗпчевҫӗсем пӗлтерӗҫ.
Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
Молдави радиоэфирӗнче чӑваш филологӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай пулнӑ. Ru.sputnik.md пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петрович чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑвашсем — тӗрӗксенчен пуҫланса кайнӑ халӑх. Эпир Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, пирӗнпе юнашар мӑкшӑсем, ҫармӑссем пурӑннӑран чӗлхемӗрте финпа угор сӑмахӗсем йышлӑ. Пӗр вӑхӑтра чӑвашсене ту ҫинчи черемиссем тесе каланӑ. 18-19-мӗш ӗмӗрӗсенче пирӗн пирки темле ӑнланмалла мар халӑх тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, ытти тӗрӗк халӑхӗпе, калӑпӑр, тутарсемпе, казахсемпе, турккӑсемпе танлаштарсан чӑваш чӗлхи вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать», — каласа кӑтартнӑ чӑваш филологӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра 16-мӗш ӗмӗрте православи тӗнне йышӑнтарма пуҫланине, 19-мӗш ӗмӗрте православи кӗнекисене чӑвашла куҫарма, чиркӳре кӗлле чӑвашла ирттерме, шкулсенче чӑвашла вӗрентме тытӑнсан православи енӗпе ҫутта кӑларасси вӑй илнине пӗлтернӗ. Пирӗн хушӑмӑрта вырӑс хушамачӗллисем нумаййи ҫинчен те асӑнса хӑварнӑ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналоглӑ телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки, аса илтерер, Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫасшӑн. Малтанласа ҫак тапхӑра ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах палӑртнӑччӗ. Халӗ ҫак вӑхӑта икӗ эрне каяраха куҫарасси паллӑ. Кун пирки Алексей Волин «Известия» хаҫата пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакӑ цифра телекуравӗ курма кирлӗ оборудовани туянма ҫынсене ытларах вӑхӑт парас тенипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, кивӗ йышши телевизорсем валли приставка тата антенна туянмалла, dvd плеерлӑ ҫӗнӗ йышшисем валли — антенна ҫеҫ.
Муркаш районӗнчи халӑх Китай ҫыннисем килнӗшӗн кӑмӑлсӑрланни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйту федераци кӑларӑмне те кӑсӑклантарнӑ.
Аса илтерер: Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑн. Юпасем лартма пуҫласан кӑна вырӑнти халӑх кун пирки пӗлнӗ. Халӗ унта карта та туса лартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче муркашсен ыйтӑвне «Настоящее время» (чӑв. «Хальхи вӑхӑт») ҫутатнӑ. «Неизвестная Россия» автор проектӗнче Китай ҫыннисем чӑваш ҫӗрне ярса илни пирки видеорепортаж кӑтартнӑ.
Китай ҫыннисем савут кӑна мар, 500 ҫын вырнаҫмалӑх общежити те тӑвасшӑн-мӗн. Республика влаҫӗ ирӗк панӑ. Халӗ колхозӑн чи лайӑх 40 гектарӗ Китай ҫыннисен аллинче.
Муркашсен шухӑшӗпе, савут вӗсен сывлӑхне япӑх витӗм кӳрӗ. Ҫывӑхри ял ҫыннисем те савут строительствине хирӗҫ. Вырӑнти халӑх вӗсен шухӑшне ыйтмасӑрах ҫӗре ют ҫӗршыв ҫыннисене панӑшӑн кӑмӑлсӑр.
Ҫынсем ҫӑлсенчи шыв тасамарланасран хӑрать. Кашнин тенӗ пекех пахча, выльӑх-чӗрлӗх пур. Эхветкассисем парӑнасшӑн мар, вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗ пирки Мускава та ҫырса пӗлтересшӗн.
Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Пушкӑртстанри Федоровка районӗнче пурӑнакан Аркадий Русаков ҫыравҫӑ.
«Эпир — чӑвашсем, тӑван чӗлхешӗн хамӑр пуҫ ватмасан, уншӑн урӑх никам та тӑрӑшмасси паллӑ. Эпир ӑна пӗлни ытти ҫынсене кирлӗ мар, ҫав шутра депутатсене те. Ҫавӑнпа вӗсем, тӑван чӗлхесене шкулсенче вӗренмесен те юрать тесе уйлаҫҫӗ, ав... Ҫак кӑткӑс саманара тӑван чӗлхене упраса хӑварасси — чӑваш халӑхӗн, чӑваш лидерӗсен, кашни чӑваш ҫыннин тивӗҫӗ. Хальхи глобализаципе урбанизаци саманинче туслӑ та хӑйӑнлану шайӗ пысӑк, пуҫаруллӑ халӑхсем ҫеҫ сыхланса юлма пултараҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ тата унӑн ҫыннисем, халӑх суйланӑ лидерсем шӑп та лӑп ҫапла пулассине шанатӑп. Ҫакӑн пек пулни халӑха выльӑх кӗтӗвӗнчен уйӑрса тӑрать», — тесе ҫырнӑ вӑл ҫав тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫатра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |