Сусӑра тӳлевсӗр эмел паман. Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен ҫеҫ ӑна кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫын – виҫҫӗмӗш ушкӑнри сусӑр, ӑна паташалӑхран социаллӑ пулӑшу илме пултаракан ҫынсен регистрсен кӗртнӗ. Тӗслӗхрен, ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех «Иммуноглобулинпа» тивӗҫтермелле. Анчах вӑл ӑна кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче илеймен.
Заявка пулсан та ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви эмеле туянман, аналогпа тивӗҫтерессипе те мерӑсем йышӑнман. Прокуратура министерство тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Сусӑра халӗ эмелпе тивӗҫтернӗ ӗнтӗ.
Владимир Ермолаева йӗплӗ пралук леш енчен срокран маларах кӑларнӑ. Ку информацие регионти прокуратура та ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Ермолаева 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑнччен, «СУОР» тӗп директорӗ пулнӑскер, налук тӳлемен. Вӑл 107 ытла миллион тенкӗ налукран пӑрӑннине ҫирӗплетнӗ.
Пӗлтӗр СР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухса Ермолаевӑн срокне ҫур ҫул кӗскетнӗ - 2,5 ҫул хӑварнӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑл ирӗкре пулнине асӑрханӑ. Прокуратура Владимир Ермолаев УДОпа тухнине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисене хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрлевӗн центрӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти Пӑр кременӗн заведующийӗ пулса унччен судпа айӑпланнӑ ҫын ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах саккун ҫавӑн пек должноҫсенче судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫлеме чарать.
Спорт шкулӗн директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӑр керменӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын патӗнче палламан ҫын пропискӑра тӑни ҫиеле тухнӑ. Вӑл Молдавинчен иккен. Ҫав ҫын хӑйӗн патӗнче пропискӑра тӑнине кил хуҫи те, унӑн тӑванӗсем те пӗлмен иккен.
Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ. 2021 ҫул вӗҫӗнче пенсионеркӑн килне палламан ҫын ячӗпе ҫыру ҫитнӗ. Ҫакӑ ватта хытах тӗлӗнтернӗ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫуртӗнче Молдавинчи арҫын 10 ҫул ытла пропискӑра тӑни палӑрнӑ. Пенсионерка ӗнентернӗ тӑрӑх, ют ҫынна пропискӑна тӑратма вӑл никама та ирӗк паман.
Ют ҫынна пропискӑна епле тӑне йӗрке хуралҫисем тӗпчӗҫ.
Паян 15 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулманни – пысӑк телей.
Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, лифт хыттӑн шаплатса ӳкнӗ.
Вырӑна Ленин районӗн прокурорӗ Виктор Иванов ҫитнӗ. Прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Лифт мӗншӗн ӳкнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман.
Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ.
Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче паян ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунма тытӑннӑ. Унтан-кунтан тухнӑ ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах полигон тӗтӗмпе йӑсӑрланса выртать.
Кун тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ҫӳп-ҫап купине тивӗҫлипе пӑхса тӑманшӑн ведомство «Манӑн ҫурт» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ку организацие 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
14 ҫулти хӗрача пуҫа минретекен япала ӑша ярса вилнӗ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача минрес тесе пуҫне хутаҫ тӑхӑннӑ, аэрозоль дезодорантне сывланӑ. Вӑл сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, хӗрача халӑх тетелӗнче ҫапла майпа голлюцинаци, эйфори тумалли мелсене кӑтартакан контента пӑхнӑ. Прокуратурӑна ку контента блокировка тума ыйтнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача чылай вӑхӑт пӗччен пурӑннӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшне явап тыттарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри юханшывсенчен пӗринче пулӑсем йышлӑн вилсе пӗтнӗ. Ҫавна халӗ республикӑн Ҫутҫанталӑк сыхлавӗн прокуратури тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви тӗрӗслеме тытӑннӑ. Пулӑсем Кӑкшӑм юханшывӗнче вилнӗ.
Специалистсем шыв пахалӑхне тӗрӗслӗҫ. Кун валли вӗсем шыв пробине илнӗ кӑна мар, вилнӗ пулӑсене те пуҫтарса кайнӑ.
Вырӑна тухса тӗрӗслекенсен йышӗнче Ҫутҫанталӑк прокуратурипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсемпе пӗрлех Росприроднадзор, Росрыболовство, Лаборатори анализӗпе техника виҫевӗн центрӗн лабораторийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫи лавккасенчен пӗрне 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ.
Лавкка хуҫи — «Центркоопторг» тулли мар яваплӑ общество. Ӑна Роспотребнадзорӑн тата прокуратурӑн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ.
Организаци тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арбитраж сучӗ лавккана 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |