Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ офис валли (халӑха йышӑнмалли пӳлӗм) тесе саунӑна тара илсе пурӑннӑ. Пурӑнмалли мар ҫав ҫурта (унта амӑшӗн сауни ҫеҫ пулнӑ) тара илесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче килӗшӳ тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх вӑл Хулари депутатсен пухӑвне финанс отчечӗ тӑратса пурӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн хыснаран укҫа илнӗ. Уйӑхсерен — 9 пин те 600 тенкӗ. Ҫав укҫа тара илнин тӑкакне саплаштарма каймалла пулнӑ.
Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Куславкка районӗнче хӗрарӑм опекӑна илнӗ хӗрачан укҫипе усӑ курнӑ. Ача ун патӗнче 3 ҫул пурӑннӑ.
Ҫакӑ паллӑ: «опекӑпа попечительлӗх органӗ ирӗк панипе» хӗрарӑм хӗрачан счечӗ ҫинче укҫана хушӑран илкеленӗ. Пӗтӗмпе – 1 миллион ытла тенкӗ. Унпа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ /кайран вӑл ӑна хӑйӗн валлиех хӑварнӑ/.
Халӗ прокуратура суд урлӑ опекун пулнӑ хӗрарӑмран 350 пин тенкӗ шыраса илме, ача укҫипе илнӗ япаласене каялла тавӑрса пама ыйтать.
Чӑваш Енре пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ йытӑ хуҫинчен укҫа шыраса илесшӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхнче Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗрисен ачи вырӑнти лавкка умӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта ӑна йытӑ тапӑннӑ, ҫыртса илнӗ.
Йытта хуҫисем урама уҫӑлма никамсӑр кӑларса янӑ иккен.
Ача шар курнишӗн йытӑ хуҫисенчен 50 пин тенкӗ укҫа шыраса илесшӗн. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ.
Куславккари 2-мӗш шкулӑн вӗренекене укҫа тӳлесе татмалла. Ку прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Ача сусӑр пулнӑран килте вӗренет. Анчах шкул ӑна апатлану компенсацине тӳлемен.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн прокуратура шкула ачан саккунлӑ представительне 7 пин те 140 тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Ку - 2022-2023 вӗренӳ ҫулӗшӗн.
Чӑваш Енре хӗрарӑмӑн прокуратурӑранах пулӑшу ыйтма тивнӗ. Унӑн ачине, сусӑра, ятарлӑ кӳмепе тивӗҫтермен. Вӑл вара реабилитаци программи витӗр тухма кирлӗ пулнӑ.
Амӑшӗ кӳмене кӗтсе илеймен. Ӑна туянма сертификат та паман. Ку ӗҫе прокуратура тишкернӗ. Кун хыҫҫӑн ведомство Пенси тата социаллӑ страхлав фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна хӗрарӑма ачи валли кӳме туянма сертификат панӑ.
Куславкка хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав ҫын Куславккари «Геометрика» паркра автостоянка валли асфальт сарма контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тӳре-шара 600 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Материалсене РФ Следстви комитетне ярса панӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май каласан, паркра асфальта халӗ те сарса пӗтермен иккен.
Шупашкарта шкул юсасси графикпа пӑхса хӑварнинчен кая юлса пырать. Кунта сӑмах хулари 10-мӗш шкула тӗплӗн юсасси пирки пырать. Унсӑр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула хӑпартассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ.
2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Республикӑн пӗрлехи заказчик служби «Строительство компанийӗн консорциумӗ» обществӑпа 92 миллион тенкӗ ытлалӑх килӗшӳ тунӑ. Асӑннӑ укҫапа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Шупашкарти 10-мӗш шкула тӗплӗн юсаса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ӗҫе палӑртнинчен 20 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ иккен.
«Садовӑй» микрорайонта шкул тӑвакан подряд организацийӗпе вара ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ. Заказчик строительствӑна ҫапах та вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
Элӗк районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Каччӑна ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлсан ҫурт-йӗр тивӗҫмешкӗн черете тӑратнӑ.
Хайхискер 18 ҫул тултарнӑ, хваттер вара паман. Хӑй ҫемьеленнӗ, харпӑрлӑхӗнче ҫурт-йӗр пулман. Ҫавна май унӑн укҫа тӳлесе хваттер тара илме тивнӗ. Ҫапла самай нухрат тӑкакланӑ.
Прокуратура вырӑнти администрацие тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерме ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна ҫӗнӗ те хӑтлӑ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче «Лада Веста» бензовозпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Лада Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса бензовоз ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 63-ри арҫын, 63 ҫулти хӗрарӑм тата 12 ҫулти ача вилнӗ. Тепӗр икӗ ҫынна – 56 ҫулти хӗрарӑма тата 6-ри ачана - пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, пульницӑра тепӗр пассажир вилнӗ. 56 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. 6 султи ача пульницӑра.
Прокуратура ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Вӑрнар районӗн прокурорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Ку должноҫе юстици канашҫи Сергей Парамонов йышӑннӑ.
Сергей Александрович 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Шупашкарти коопераци институтне пӗтерсен прокуратура органӗсенче, Улатӑрта, следовательте ӗҫленӗ. Унтан аслӑ следователь, аслӑ пулӑшуҫӑ, Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултан пуҫласа ку таранччен Пӑрачкав районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |