Кулавккара ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Прокурор присягине прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшнӑ Дмитрий Яранов тытнӑ.
Яваплӑ ҫак мероприяти республика прокуратуринче пулса иртнӗ.
Унта ҫамрӑк прокурорӑн тӑвӑнӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те хтушӑннӑ.
Республика прокурорӗ Эдуард Гиматов прокурор пулса ӗҫе пуҫӑнакан ҫамрӑк специалиста ӑнӑҫу суннӑ.
Канаш хулинчи Красноармейски урамӗнчи 72-мӗш ҫуртра ӑшӑ пулманни пирки, ҫавна май ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Ҫынсем патне тинех ӑшӑ ҫитнӗ.
Ҫуртри котельнӑй ҫумӗнче хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ система ӗҫлесе кайнӑ. Канашри районсен хушшинчи прокурор Сергей Алексеев хваттерсене чӑнах та ӑшӑ ҫитнине хӑй тӗрӗсленӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ система мӗнле ӗҫленине ҫитес вӑхӑтра сӑнаса тӑрӗҫ.
Куславкка округӗнчи Пӑрмас ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Совет тата Петров урамӗсенче ҫутӑ ҫук тесе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ.
Тӗрӗслев пулнӑ. Чӑнах та, урамсем хӗресленекен вырӑнта ҫутӑ ҫитмен. Кун хыҫҫӑн ял ҫыннисене каҫхине те ҫӳреме хӑрушӑ ан пултӑр тесе темиҫе хунар вырнаҫтарнӑ. Куславкка округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Ҫӗмӗрлере чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йытӑ икӗ хӗрачана тапӑннӑ. Пӗрине вӑл ҫыртнӑ, тумне ҫӗтнӗ. Тепринне кутамккине ҫурса тӑкнӑ. Юрать, хӗрарӑм пулӑшнӑ. Вӑл ачасем кӑшкӑрнине илтсе пулӑшма васканӑ. Вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ пулман. Ӑна хуҫи урама уҫӑлма кӑларнӑ-мӗн.
Ку кӑнтӑрла 12 сехет иртсен Банк тӑкӑрлӑкӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. 12-ри хӗрачасем шкултан таврӑннӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ, йытӑ ӑна пӗҫҫинчен ҫыртнӑ.
Ачасен амӑшӗсем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш шкулта нумай ача апатпа наркӑмӑшланнӑ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма 20 ҫын пынӑ, вӗсенчен 19-шӗ – ачасем.
Виҫҫӗшне инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ыттисене медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ. Пульницӑна пынӑ пӗтӗм ҫыннӑн пӗр пек чир паллисем пулнӑ: вӗсем апатпа ҫыхӑннӑ.
Прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫак шкулта апатланӑва йӗркелекенни – Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ.
Чӑваш Енре 18 ҫула ҫитнӗ сусӑрсене те ятарлӑ сиплев апачӗпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакӑ прокуратура тӑрӑшнипе пулнӑ.
Унччен ятарлӑ сиплев апачӗпе 18 ҫула ҫитмен сусӑрсене кӑна тивӗҫтернӗ. Ҫавна мӑй прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине улшӑнусем кӗртме ыйтса сӗнӳпе тухнӑ.
Елчӗк округӗнче 2014 ҫулта арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Вӑл унта социаллӑ найм мелӗпе пурӑннӑ.
Пушар хысҫӑн ҫурт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ. Арҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ. Администраци ӑна нумай вӑхӑт ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтермен. Арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтсан тин пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Суд арҫынна ҫӗнӗ пурӑнмалли вырӑн памалла тунӑ.
Специалистсем Зирекле юханшывӗнчи шыва тӗрӗсленӗ те вӑл вараланчӑк пулнине палӑртнӑ. Анализсем унта хӑш-пӗр сиенлӗ япала виҫи самай пысӑк пулнине кӑтартнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыва таса мар шыв лекнӗ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти аграри предприятине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Унта Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн юханшыв мӗншӗн вараланни паллӑ пулӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче Патӑрьелти ҫула прокуратура ҫине тӑнипе юсанине пӗлтереҫҫӗ.
Унти Ленин урамӗнчи 17-мӗш ҫурт патӗнчен пуҫласа 30-мӗш патне ҫитичченхи ҫул ванса пӗтнӗ. Ун пек ҫулпа пыракан машинӑсем инкеке те лекме пултарнӑ.
Прокуратура начсар ҫула юсама вырӑнти администрацие суд урлӑ хистенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин ҫула йӗркене кӗртнӗ, ӑна юсанӑ.
Паян 10 сехет тӗлнелле Шупашкар округӗнчи Ҫӗньялта инкек пулнӑ: 2 ҫулти ача ҫурт умӗнчи канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Шел те, пӗчӗкскер вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: ку ҫӑл – шыв юхтарса кӑлармалли тӗп тытӑм пайӗ мар, унпа ҫуртра пурӑнакансем усӑ курнӑ. Ҫемье ятарлӑ органсенче шутра тӑман.
Вырӑна Шупашкар округӗн прокурорӗ Сергей Кабуркин ҫитнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӑл мӗнле иртнине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |