Муркаш районӗнче пурӑнакан икӗ арҫынна прокуратура ыйтнипе туберкулез пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн ярӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те тӗрмерен тухнӑ. Унашкаллисен вара малтанхи икӗ ҫулта кашни ҫур ҫулта туберкулез пуррипе ҫуккине палӑртмашкӑн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла.
Муркаш районӗнчи ҫак арҫынсем вара тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленме ҫӳремен. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд вара ҫак икӗ арҫынна флюорографи тутарма йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнче вӑрмана ҫуп-ҫап тата строительство юлашкипе тултарма тытӑнса кайнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Чуварлей ялӗ патӗнчи вӑрмана такамсем йӑлари хытӑ каяша тата строительство юлашкине пырса пӑрахнине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. 30 тӑваткал метр ытла лаптӑка такамсем тултарса лартнӑ. Ун пек вырӑн Алтышево ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта та пулнӑ.
Вӑрмана тивӗҫлипе тытса тӑманшӑн, ӑна варалассинчен асӑрхассипе тивӗҫлӗ мера йышӑнманшӑн Улатӑр муниципалитет округӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ун хыҫҫӑн тин вӑрмана тасатнӑ.
Шупашка хулинчи пӗр усламҫӑ шалу тӳлемен. Прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав пуян ӗҫ укҫине тӳлесе татнӑ.
Пӗр арҫын ҫӑра тавраш сутакан организацире ӗҫленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл ҫар службине тухса кайнӑ. Ҫавӑн чухне ӗҫ контрактне усламҫӑпа вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.
Саккуна пӑхансан ӗҫ укҫине ҫын ӗҫрен пӑрахнӑ кунах тӳлесе татмалла. Анчах усламҫӑ апла утма васкаман.
Кӑлтӑк пирки прокуратурӑн хушша-хуппа кӗме тивнӗ. Надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна шалӑва тӳленӗ.
Пӑрачкав районӗнче прокуратура ҫине тӑнипе ҫула юсанӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула прокуратурӑпа патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫул япӑхи ҫинчен вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Сӑмах «Шупашкар – Сурское» ҫул пирки пырать.
Муниципалитет территорийӗнчи ҫул, чӑн та, япӑхса кайнӑ иккен. Шӑтӑк-путӑклӑскер норматива тивӗҫтермен.
Ҫула тытса тӑма тивӗҫ «Дортех» организацие административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ун хыҫҫӑн ҫула юсанӑ.
Комсомольски районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Унта 3 пин ытла пулӑ виллине шута илнӗ.
Прокуратура тата Росрыболовство шыва тата пулӑ виллине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмлетӳ паллӑ: юханшывра шыва варалакан япаласем ытлашши нумай. Тӑкака шутланӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна епле пӑхӑннине хак парӗ.
Куславкка хулинче ачана йытӑ ҫыртнӑ. Куншӑн район администрацийӗнчен 70 пин тенкӗ шыраса илесшӗн.
Шӑпӑрлан ача-пӑча лапамӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ та пуҫӗ тӗлӗнчен ҫыртнӑ. Ачана пульницӑна медпулӑшу пама илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна кӳнӗ суран йывӑрах пулманнине палӑртнӑ. Ҫапах ӑна урнӑ чиртен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 70 пин шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Улатӑрти Киров урамӗнчи 36, 38 тата 60-мӗш, Ленин урамӗнчи 43-мӗш ҫуртра пурӑнакансем видео ӳкерсе Чӑваш Ен влаҫӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. 2 ҫул каялла вӗсем хӑйсем укҫа пухса ачасем валли вылямалли лапам тунӑ, тӑвайкки вырнаҫтарнӑ. Ӑна хӑйсем пӑхса тӑраҫҫӗ, унта чечексем лартаҫҫӗ.
Анчах ҫак илем ҫывӑхра пурӑнакан пӗр хӗрарӑма чӑрмантарать. Ачасем шавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Ведомство вара суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Ҫынсем ача-пача лапамне пӑстарасшӑн мар, ҫавӑнпа пулӑшу ыйтаҫҫӗ те. Унта ытти микрорайонти ачасем те выляма килеҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнӗ шкул тӑвасси кая юлса пырать. Строительство ӗҫӗсен хӑвӑртлӑхне федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Григорий Сергеев тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокурорӗ Ленар Карама вырӑна ҫитсе хакланӑ.
Тӗрӗслевпе пырса ҫитнисен умӗнче вырӑнти тӳре-шара тата «Старатель» подряд организацийӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук.
375 ача вӗренмелӗх шкул строительствине вырӑнтисем эрнесерен тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн. Строительсем ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫсене 80 процента яхӑн ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Шучӗпе шкула утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Подряд организацийӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Тӑвай районӗнче Вырӑс Нарвашӗнчен инҫех мар ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки ҫынсем васкавлӑ службӑна 16 сехет те 16 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пушарнӑйсем тӳрех ҫитнӗ. Вырӑна район прокурорӗн ҫумӗ Артур Белов та пынӑ. 18 сехет ҫурӑ тӗлне полигонра унта-кунта ҫунакан вырӑнсем кӑна юлнӑ. Вӗсене тӑпрапа, шывпа сапнӑ.
Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерсе ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртать.
Ҫӗрпӳ районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ те Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округра хуҫасӑр газ пӑрӑхне асӑрханӑ. Ку тӗлӗшпе ҫитменлӗхе пӗтерме сӗнӳ янӑ.
Хуҫӑсӑр газ пӑрӑхӗ Тавӑшкассинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ. Унтанпа тӑхӑр ҫул иртнӗ пулин те ҫак газ пӑрӑхне ниҫта та учета тӑратман, куҫман пурлӑха регистрацилемен. Ҫак сӑлтава пула «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑн Ҫӗрпӳ хулинчи филиалӗ ӑна тӗрӗслес е юсас тӗлӗшпе нимӗн те тӑваймасть. Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан ҫакӑ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Прокуратура муниципаллӑ округӑн администрацине ку ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Ҫӗрпӳри тӳре-шара халь ҫак сӗнӳпе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |