Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан пӗр ҫамрӑк энергетика предприятийӗн Хакас Республикинчи филиалне тапӑннӑ.
18 ҫулти яш компьютерти информацие хӳтӗлекен хатӗрсене ятарлӑ программӑпа усӑ курса тапӑннӑ.
Сиенлӗ компьютер программипе айкашнӑ каччӑ тӗлӗшпе Ҫӗмӗрлери прокуратура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 273-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, каччӑ унччен те ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Унччен ӑна пӗрре явап тыттарнӑ-ха. Хальхинче яша тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха хӑтарма йышӑннӑ.
Хӑш-пӗр ҫын документ илес тесе кӑна пӗрлешет. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал унашкал ултӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.
Ведомство кӑҫал ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫын тӗлӗшпе пухнӑ материала прокуратурӑна ярса панӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра суя мелпе пӗрлешнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫемьесене саккуна пӑсса ҫавӑрнине палӑртмашкӑн материалсем пухнӑ.
Суд икӗ ҫынӑнне Раҫҫейре вӑхӑтлӑх пурӑнма ирӗк паракан документне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Теприн кунта пурӑнма май паракан документне пӑрахӑҫланӑ. Виҫҫӗшӗ те пирӗн ҫӗршывран кайнӑ.
Шӑмӑршӑра вӑтам шкулта вӗренекен ачисем урокра курткӑпа лараҫҫӗ. Ҫавӑн сӑлтавӗ котельнӑй йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ.
Район администрацийӗнче лару-тӑрӑва ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ май вӗренӳ процесне чармассине хыпарланӑ.
Шкула тӗплӗн юсанӑ хыҫҫӑн классенчен пӗри сивӗ чухне йӗркеллӗ ӑшӑнса ҫитеймест иккен. Ҫакӑ ачасемшӗн те, учительсемшӗн те меллӗ мар. Шкула, ача пахчине тата больтницӑна ӑшӑпа тивӗҫтерсе тӑракан котельнӑй йӗркеллӗ ӗҫлемест-мӗн. Класра халӗ ӑшӑтмалли хатӗр вырнаҫтарнӑ.
Ӑшӑ ыйтӑвне тӗпрен татса пама модульлӗ котельнӑй вырнаҫтарни пулӑшӗ тесе ӑнлантарнӑ вырӑнти администрацире.
Ҫав вӑхӑтрах класра сивӗ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни те паллӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫинче Пермь тӑрӑхӗнчи Андрей Попов тимлеме пуҫлани ҫинчен те, халӗ ку должноҫре ӗҫлеме килӗшекен ҫынна суйламалли конкурс иртесси пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑчӗ. Анчах эпир пӗр хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр иккен.
Нумаях пулмасть Андрей Попов пирки ҫӑхав шӑрҫалакансем тупӑннӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Андрей Поповӑн ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшнӑ опыт пулман, апла тӑк ӑна директор пуканне шанса пама май килмен. Прокуратура ҫӑхава республикӑн Правительство ҫуртне ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫав ҫӑхав хыҫҫӑн республикӑн Культура министерстви театр валли ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫине суйласси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
7 уйӑхри ачана пуҫӗнчен ҫапнӑ арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Ку ӗҫ кӑҫал пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Етӗрнере пулнӑ. Вӑл хваттерӗнче хӑнана килнӗ хӗрарӑмпа эрех ӗҫнӗ. Лешӗ пӗчӗк ачипех ҫитнӗ. Ирхи 4 сехетре ача макӑрма пуҫланӑ. Ку арҫынна тарӑхтарнӑ. Вӑл пӗчӗкскерӗн хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен аллипе ҫапнӑ. Арҫын ачан пуҫ купташки хуҫӑлнӑ, пуҫ мими сиенленнӗ.
Прокуратура ыйтнипе ачана амӑшӗнчен туртса илсе кукамӑшне (е асламӑшне) опекӑна панӑ.
Ҫӗмӗрлере пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Ҫавӑн пирки ача амӑшӗ прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ача шкултан килне таврӑннӑ, ҫавӑн чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫыртнӑ.
Ачана амӑшӗ больницӑна илсе кайнӑ. Унтан вӑл надзор органне ҫӑхавланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштарма ыйтнӑ.
Суд ачана майлӑ пулнӑ — администрацирен 10 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев суя документсемпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑл депутат та. Унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе, ҫав шутра транспорт тӑкакӗ те, уйӑхра 18 пин тенкӗрен ытла пулмалла мар. Ермолаев 2021 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче финанс отчечӗ тӑратнӑ. Пӗтӗмпе - 108 пин тенкӗлӗх. Касса чекӗсем пулнӑ, анчах тӑкаксем чӑннипе пулман. Ҫак документсемпе килӗшӳллӗн унӑн счечӗ ҫине укҫа куҫнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче тӗрӗслев пуҫлансан вӑл укҫан пӗр пайне тавӑрса панӑ.
Тӗрӗслев малалла пырать.
2021 ҫулта Гвинея арҫынни Шупашкар хӗрарӑмне качча тухма ыйтнӑ. Анчах – укҫалла, 50 пин тенкӗлле. Ҫапла вӗсен арӑмӗпе упӑшки умӗнчи пек парӑмсем те пулмӗҫ тесе ӗнентернӗ. Ку арҫынна Раҫҫейре пурӑнма ирӗк паракан вӑхӑтлӑх документсене илме кирлӗ пулнӑ.
Документсене илсен вӗсем уйрӑлма палӑртнӑ. Анчах Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури миграци служби ыйтнипе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсем пӗрле нихӑҫан та пурӑнман, ачасем ҫук, иккӗшӗн хуҫалӑх та ҫук. Хӗрарӑм пачах урӑх арҫынпа пурӑннӑ. Африка арҫынни вара пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. 50 пин тенкине вӑл карточка ҫине куҫарнӑ.
Ленин районӗн сучӗ 28-ти арҫынпа 26-ри хӗрарӑмӑн ҫемйи суя пулнине палӑртнӑ.
Тӑвай районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе ҫеҫ хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлсан ӑна 2015 ҫулта пурӑнмалли кӗтесе хӑтлӑлатмалла тесе черете тӑратнӑ.
Анчах вӑхӑт иртнӗ — ӑна вара хваттер паман. Хӑйӗн вара кӗтес пулман, пӗчӗк ачисемпе тара тытнӑ хваттерте пурӑнма тивнӗ.
Прокуратура Тӑвай район администрацийӗн тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтермелле тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд вӑл ыйтнине туллин тивӗҫтернӗ. Халӗ тӑлӑха хваттер панӑ ӗнтӗ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти арҫын качакине кайса кӑкарнӑ та тепӗртакран ӑна кайса пӑхнӑ: лешӗ вилнӗ. Чӗрчуна йытӑсем туртса ҫурнӑ иккен.
Арҫын тӑкака саплаштарасшӑн. Вӑл кун тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: вырӑнти хӑйтытӑмлӑх килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем тӗлӗшпе ӗҫлесе ҫитереймен. Ҫавна май вӗсен саккунпа килӗшӳллӗн йытӑсем кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Хальхи вӑхӑтра заявление судра пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |