Ӗнер ирхине Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пулнӑ аварие мӗнле тӗпченине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Авари ирхи 5 сехетре «Атӑл - Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Унӑн спидометрӗ 170 ҫинче чарӑннӑ. Апла вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Хӑй водитель чӗрӗ юлнӑ, вӑйлӑ аманнӑ. Унӑн пассажирӗ тата «Лада Калина» водителӗ вырӑнта вилнӗ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче шкул автобусӗ 1-мӗш класс ачине уроксем хыҫҫӑн киле илсе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Халӗ ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнче сиен кӳнӗшӗн шкул администрацийӗн 20 пин тенкӗ тӳлемелле.
Ку 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Шкул ӗҫченӗсем ачана автобуспа илсе ҫӳремелли ачасен списокне кӗртмен. Ҫавна май ача уроксем хыҫҫӑн пушӑ класра чылай вӑхӑт ашшӗ-амӑшне кӗтсе ларнӑ. Унӑн стресс пулнӑ, вӑл ӑна каллех манса хӑварасран хӑранӑ. Куншӑн шкул ертӳлӗхне тата ӗҫченӗсене явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан сусӑр ачаллӑ ҫемье прокуратура пулӑшнипе кӑна пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Ҫурчӗ юрӑхсӑр пулнӑран вӗсем черетре тӑнӑ. Анчах пурӑнмалли кӗтес вӗсене ниепле те тивӗҫеймен.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫемье черетре 2019 ҫултанпа тӑнине, вӗсен ҫурчӗ сусӑр ачана пурӑнма юрӑхсӑррине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ҫемье майлӑ пулнӑ, хваттерпе тивӗҫтермелле тесе приговор вуланӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл - Сергей Кабуркин.
Унччен Сергей Александрович Куславкка округӗн прокурорӗ пулнӑ. Унта вӑл 2020 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов унпа Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансене паллаштарнӑ.
Сергей Кабуркин 1982 ҫулта Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухсан Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Лев Рафинов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суд чарса лартнӑ. Анчах вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар иккен.
Лев Рафинов ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине сакӑр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхнчен пуҫласа 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл тӑлӑх ачасене валли Ҫӗмӗрлере 7 хваттер сутас пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Анчах хваттерсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, санитари норми тата ытти енчен саккун ыйтнине тивӗҫерсе тӑман. Тӑкак виҫи 9,5 миллион тенкӗпе анлашнӑ. Рафинов ҫавна тӗпчев пынӑ вӑхӑтах саплаштарнӑ. Ун пурлӑхне те арестленӗ.
Районти суд пуҫлӑх пулнӑ ҫыннӑн ӗҫне тимсӗрлӗх статья ҫине куҫарнӑ, пуҫиле ӗҫшӗн явап тытарма вӑхӑт иртсе кайнӑ тесе ӗҫе хупса хунӑ. Вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар, вӑл приговор тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратура ача канализаци шахтине кӗрсе ӳкнӗ текен хыпара тӗрӗслет.
Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микорайонта ача канализаци шахтине ӳкнӗ.
Надзор органӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ чухне яваплисем темиҫе канализаци люкне тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Тӗрӗслев малалла пынӑ май ача шӑтӑка чӑннипех те кӗрсе ӳкнипе ӳкменнине палӑртӗҫ. Пӑтӑрмаха ҫирӗплетсе парсан яваплисене пуҫран шӑлмӗҫ.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнчи Шиблево кӳллинче пулӗ нумай вилнине сӑн ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑр ирӗлнӗ вырӑнта вилнӗ пулӑ нумай ишсе тухнӑ.
Мӗн пулнӑ-ха унта? Вырӑнти ҫынсен шухӑшӗпе, юнашар «Кипиай Агро» уй-хирӗ пур, ҫавна пула юханшыв вараланма пултарнӑ.
Рыбнадзор ӗҫченӗсем юханшыва тӗрӗслӗҫ, шыв пробине илӗҫ. Тӗрӗслеве Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура та хутшӑнать.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 52 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Суд тенкелӗ ҫине лартнӑ ҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хурапыр ялӗнче 66 ҫулти пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. Тавлашса кайнӑ хыҫҫӑн ӑна хӗнеме тапранса кайнӑ. Кайран алла пуртӑ ярса илсе унпа 6 хуран кая мар ҫапнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Хӗнекен этеме суд ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Канаш муниципаллӑ округӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем патне янӑ ыйтӑва вӑхӑтра хуравламан.
Вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ чухне пӗр ҫын пӗлтерхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ыйтса ҫырни5е, анчах ӑна тӳре-шара хуравлама васкаманнине тупса палӑртнӑ. 30 кун та иртсе кайнӑ, унтан тата тепӗр 23 кун.
Вӑхӑтра хуравламан специалист тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура вырӑнти 7-мӗш строительство организацийӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Улатӑрти Мускав урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрне йӗркеллӗ тытса тӑманни палӑрнӑ. Подъездри хутсенче тирпейсӗр пулнӑ. Отделка, штукатурка, сӑрланӑ сийсем сӗвӗнсе пӗтнӗ, электропӑралуксем яхӑхса кайнӑ.
Йӗркеллӗ ӗҫлеменшӗн 7-мӗш строительство организацине тата пуҫлӑхне явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |