Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫывӑхӗнче Кӗтне юханшывӗ хӗрринче электрокӗтӳҫ вырнаҫтарнӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна унтан илмелле тесе йышӑннӑ.
Электрокӗтӳҫ ҫынсене ирӗклӗн ҫӳреме чӑрмантарнине палӑртнӑ. Ӑна шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫтарни саккуна та пӑсать тесе прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йӗпреҫ районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтернӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ШӖМӗн коллегийӗ иртнӗ. Унта ултавҫӑсем пирки те калаҫнӑ.
ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов тӗнче тетелӗ урлӑ тата телефонпа усӑ курса укҫа вӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫӑмлатасси ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл республикӑри ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине те каланӑ. «Палламан номертен шӑнкӑравлакансемпе чӑвашла калаҫмалла», - тенӗ вӑл. Прокурор палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫнине илтсен чылай чухне телефона сӳнтереҫҫӗ.
Сӑмах май, Эдуард Гиматов Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ.
Тӗнче тетелӗнче Элӗк округӗнчи Ман Вылӑра ҫынна масар ҫине ҫунапа сӗтӗрнине кӑтартакан сӑнӳкерчӗк анлӑ сарӑлнӑ. Ҫула мӗншӗн хырман? Прокуратура тӗрӗсленӗ.
Пӗр ҫемьере ватӑ арҫын чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра ӗҫленӗ. Ҫав кун шӑпах юр нумай ҫунӑ. Тӑванӗсем ҫул хырма ыйтса вырӑнти администрацие шӑнкаравланӑ. Малтан лешсем шантарнӑ. Кайран пуҫлӑх телефона тытма пӑрахнӑ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, администраци ҫын пытарнине пӗлнӗ. Анчах ҫул хырас тесе ним те туман. Ведомство Элӗк округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку должноҫе юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Тимофеева шанса панӑ.
Дмитрий Валерьевич — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1979 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта ӑна прокуратура тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтанласа вӑл Шупашкарти Мускав районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан Чӑваш Енӗн тата Мари Элти прокуратурисен аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Чӑваш Ен прокуратуринче федераци законодательствине пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата прокуратура ветеранӗ Иван Григорьев 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов та килнӗ.
1942-1945 ҫулсенче Иван Григорьевич фронтра пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл юридици пӗлӗвӗ илнӗ, 1950 ҫулсенче прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку тытӑмра 15 ҫул ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ таран ҫитнӗ. Кайран Иван Григорьев влаҫ органӗсенче вӑй хунӑ.
Эдуард Гиматов ветерана ЧР Элтеперӗн Тав хутне тата сехетне панӑ.
Паян ирхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янашкассинче шыв башни ӳкнӗ. Икӗ урам шывсӑр тӑрса юлнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем валли шыв илсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак урамсенче пурӑнакансем урӑх колонкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Вырӑнти влаҫ башньӑна май килнӗ таран хӑвӑртрах юсасшӑн. Ӗҫ-пуҫа прокуратура тӗрӗслесе тӑрать.
Ӗнер каҫхи 11 сехетре Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, Улатӑр енчен килнӗ ҫӗрте, астобус ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Автобус Чулхуларан Тольятти хулине кайма тухнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫул пӑрӑнчӑкӗнче руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварире 2 ҫын вилнӗ. 10 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР прокуратури ӑна тӗрӗслесе тӑрать. Автобусра вахтовиксем пулма пултарнӑ.
Прокуратура Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи шкулсене санитарипе эпидемиологи саккунӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Икӗ шкулта санитари нормине пӑснине тупса палӑртнӑ.
Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче шӑна нумай пулни палӑрнӑ. Мӑн Этмен шкулӗнче вара техперсонал валли уборнӑй пулман.
Ҫак икӗ шкул тӗлӗшпе прокуратура представлени ҫырнӑ. Пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян кӑнтӑрла Вӑрмар поселокӗнче КамАЗ ҫул урлӑ каҫакан икӗ ача ҫине пырса кӗне. Шел те, пӗрне вилмеллех таптаса кайнӑ.
Руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ. Вырӑна Вӑрмар районӗн прокурорӗ Александр Левый ҫитнӗ. Халӗ следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Район прокурорӗ ӗҫ-пуҫа тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача 4-мӗш класра вӗреннӗ.
Пӑрачкав муниципалитет округӗнчи Кудеиха ялӗнче шыв ӑсмалли колонка ҫӗмрӗк пулнӑ. Анчах вырӑнти влаҫ ӑна юсама васкаман.
Мӗн тумалла? Ҫынсем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсе колонкӑна тӗрӗсленӗ, ӑна чӑнах та юсамаллине палӑртнӑ.
Прокуратура муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра шыв колонкине юсамашкӑн смета хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |