«Шупашкарти чи лайӑх муниципалитет ӗҫченӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Финала 6 ҫын хутшӑннӑ, жюри вӗсенчен икӗ ҫынна икӗ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх наставник» тата «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист».
Ҫӗнтерӳҫӗсене собеседовани пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Аслӑ ӑрурисен хушшинче Ленин район администрацийӗн ҫурт-йӗре шута илекен тата пайлакан пай пуҫлӑхӗ Светлана Строкач чи лайӑххи пулнӑ. Вӑл 21 ҫул ӗҫлет.
«35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист» номинацире хула администрацийӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Денис Макаров палӑрнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗнтерӳҫӗсене саламланӑ. Мала тухнисем республика шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енри пульницӑсен ӗҫне Мускаври экспертсем хакланӑ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Андреева тата РФ Сывлӑх сыхлав министерствин регионсемпе тата канашламалли органсемпе ӗҫлекен пайӗ пуҫлӑхӗ Олег Филиппов 12 медучрежденире пулнӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ӗҫленӗ.
Специалистсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезированин центрӗнче (сӑнӳкерчӗкре), Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑмӗн 21-мӗш медсанчаҫӗнче, Федерацин медицинӑпа биологи агентствин 29-мӗш медсанчаҫӗнче, РФ ШӖМӗн медсанчаҫӗнче пулнӑ. Федераци пӗлтерӗшлӗ пульницӑсемсӗр пуҫне экспертсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав мнистерствине пӑхӑнакан учрежденисене те: Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти, Йӗпреҫри, Элӗкри тата Вӑрнар районӗсенчи пульницӑсене, Республикӑри клиника пульницине, Республикӑри онкодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ.
Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗ пулнӑ ҫынна шалу тӳлемен. Парӑм чылайранпа татӑлман енне ку пӑтӑрмах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленинех ҫитнӗ. Директор тӗлӗшпе унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалӑва пуҫлӑх 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӳлемесӗр пурӑннӑ. Ҫав хушӑра юрист умӗнчи парӑм 310 тенкӗрен иртнӗ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗнче улшӑнусем пулса иртнине аса илтереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва тата унпа вӑхӑтра татӑлманшӑн пухӑннӑ компенсацие икӗ уйӑхра тӳлесен ӗҫе чарса лартма юрать.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне хулара пурӑнакансем тата хӑнасем автобуспа тӳлевсӗр ҫӳреме пултарӗҫ. Анчах пуринпе те мар.
Уявра тӳлевсӗр вӑхӑтлӑх маршрут ярӗҫ. Тӳре-шара маршрута уҫмашкӑн ҪҪХПИпе калаҫса татӑлнӑ. Тӳлевсӗр автобуссем «Каскад» суту-илӳ центрӗ патӗнчен 30-мӗш ҫулпа Уруков урамне ҫитӗҫ, унтан «Республика пульници» чарӑнуран Оперӑпа балет театрӗ, Филармони, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ патне ҫитӗҫ. Транспорт ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Автобуссен нумай кӗтмелле мар – кашни 3-5 минутрах пулӗҫ.
Нумаях пулмасть Наци телекуравӗпе пыракан «По существу» кӑларӑмра ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх тата коррупципе кӗрешекен управленин пуҫлӑхӗ Сергей Галошев калаҫнӑ. Вӑл декларацире тупӑшсене пытарнӑ депутатсем пирки каласа кӑтартнӑ, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Ҫак депутат декларацире хӑйӗн тата арӑмӗн тупӑшӗсене пӗтӗмпех кӑтартман-мӗн. Вӗсен тата нумай счетсем пур иккен, вӗсенче – вун-вун миллион тенкӗ. Материалсене Шупашкар хулин дупутатсен пухӑвне янӑ, депутатсем ун тӗлӗшпе айӑплав йышӑнма пултараҫҫӗ.
Паян Шупашкарта ҫӗнӗ савут уҫӑлнӑ. Вӑл Индустри паркӗнче вырнаҫнӑ.
Турбокомпрессорсем тӑвакан тата вӗсене юсакан «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмине уҫма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, «Турбоком» компанисен ушкӑнӗн тӗп пуҫлӑхӗ Владимир Овчаренко хутшӑннӑ. Предприятин учредителӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков. Савута уҫма май килнишӗн вӑл республика Правительствине ырласа сӑмах каланӑ. Владимир Овчаренко Шупашкар тата Чӑваш Ен ҫыннисене усӑ тӑвассишӗн тӑрӑшма шантарнӑ.
«Турбоком-Инвест» хӑйӗн маркипе турбокомпрессорсем ӑсталӗ, ыттисен ҫав продукцине юсӗ. Турбокомпрессорсене завод ҫӑмӑл тата тиев турттаракан машинӑсем, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх промышленноҫӗ валли 100 ытла тӗрлине кӑларӗ.
«Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хулари тӳре-шара тата «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗн командисем хоккейла вылӗҫ.
Шупашкарсен командине Чӑваш Ен тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ертсе пырӗ, «Вӗршӗнсен» командирӗ Сергей Осяйкин полковник пулӗ.
Куракансем валли матчсӑр пуҫне тӗрлӗ кӑсӑклӑ программа хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче. Хоккей курма пынисем пилотсемпе калаҫайӗҫ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗнейӗҫ.
Шупашкарти тӳре-шара тата пилотаж ушкӑнӗ унччен те хоккейла вылянӑ. 2015 ҫулта вӗсен юлташла ӑмӑртӑвӗ 5:5 шутпа вӗҫленнӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та кайса курма пултарать. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Чӑваш Енри врачсен квалификацине ӳстерекен институтра ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива республикӑн Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ.
Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, врачсен квалификацине ӳстерекен института ертсе пыма Роман Матвеева шаннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх унччен ҫав институтра стоматологи кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ. Роман Матвеев — профессор.
Институтӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетиччен ректор тивӗҫне вӑхӑтлӑха Валерий Маленков пурнӑҫланӑ. Институтра вӑл вӗренӳпе методика енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма паян Алексей Гурьева шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче Алексей Гурьев самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
Алексей Юрьевича министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
730-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Алексей Гурьев маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнчи Шалти политика управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Алексей Гурьев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидатсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шара канашлӑва пухӑннӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, Чӑваш Ен Элтеперӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи полпречӗ, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев, республика Правительствин пайташӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин чӑваш парламентӗнчи фракцийӗн депутачӗсем пухӑннӑ.
Канашлура мӗнле ыйтусене сӳтсе явнипе ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта тӗплӗн паллаштарман. Финанс тата социаллӑ политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене, патшалӑх программисене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсене тишкернӗ тенипех ҫырлахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |