Нумаях пулмасть чӑваш парламентӗнче депутатсенчен пӗрне тишкернӗ. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Александр Федотов вице-спикер ертсе пынӑ.
Комитет пайташӗсем Александр Андреев «халӑх тарҫи» депутат этикин правилисене мӗнле пӑхӑннине пӑхса тухнӑ. Ҫапла тума вӗсене юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева сӗннӗ иккен.
Андреев депутат Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи ҫӗре ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен категорийӗнчен промышленноҫ ҫӗрӗсен категорине куҫарни пирки тӗрӗс мар калаҫнӑ-мӗн. Ҫавна вӑл парламентӑн черетлӗ 33-мӗш сессийӗнче те каланӑ иккен, ҫавӑн пекех МИХсенче, тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ-мӗн.
Маларах асӑннӑ комитет пайташӗсем Андреев депутат республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫне тӗрӗс мар информацие тӗпе хурса, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халӑх итлевӗсем ирттермелли полномочийӗсене шута илмесӗр критикленӗ тесе хакланӑ. Александр Андреева хайхисем тӗрӗс фактсемпе усӑ курма сӗннӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн тӗп прокурорӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Шӑмӑршӑ районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ муниципалитетри надзор органне ертсе пыма Владимир Николаева шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи.
Владимир Геннадьевич Николаев 1977 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1993-1998 ҫулсенче Хусанти патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе пӗтеричченех вӑл, 1997 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Канашри районсем хушшинчи прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшма пуҫланӑ. Каярах Владимир Николаев унта следовательте ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн транпсорт прокурорӗн ҫумӗ, Тӑвай районӗн прокурорӗ те пулнӑ. 2012 ҫултанпа Комсомольски район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ӑна Шӑмӑршӑна куҫарнӑ.
Чӑваш Енри тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансене «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе час-часах наградӑлаҫҫӗ. Паян ҫавӑн пек черетлӗ йышӑну тунӑ.
Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ орден медалӗпе виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Йышра — Федерацин казначействин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн кӑнтӑрлахи стационарӗн хирургӗ, уйрӑм заведующийӗ Геннадий Арсютов тата Шупашкарта пурӑнакан Клара Груздева ӗҫ ветеранӗ.
Юлашкинчен асӑнни, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, 1962-1976-мӗш ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1929 ҫулта Тӑвай районӗнчи Эльпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.
Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ-мӗн, ҫакӑншӑн ӑна айӑпласшӑн. Министр 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн следователӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Ефремов ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне 2016 ҫулхи раштавран пуҫласа 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса коммерци фирмине эрозипе кӗрешекен зонӑна кӗрекен вӑрмана касма ирӗк панӑ. Фирма 3,6 гектар ҫинчи йывӑҫсене карьертан хӑйӑр кӑларма каснӑ.
Халӗ Александр Ефремов саккуна пӑснӑ ытти тӗслӗхпе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ӗнер Шалти ӗҫсен министерствинче полицин генерал-майорне Сергей Неяскина савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑланӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл экс-министр пирки ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ, министр пулнӑскере аван пӗлнине палӑртнӑ. Сергей Неяскин тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенине пӗлтернӗ.
...Сергей Неяскина РФ Президенчӗн хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Пуҫлӑх килет, пуҫлӑх каять тесе каласси ҫеҫ юлать-тӗр кун пек хыпарсене пӗлсен. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шара час-часах улшӑнкаласа тӑрать. Кадр ылмашӑвӗ чылай чухне министр ҫумӗсене, сайра-хутра министрсене пырса тивет.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Виктор Ковалёва ӗҫрен кӑларнӑ. 593-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра пичетленӗ.
Министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Виктор Ковалёва ведомствӑри ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман.
Виктор Ковалёва министр ҫумӗ пулма 2016 ҫулта шаннӑччӗ.
РФ экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Орешкин Чӑваш Ен урлӑ «Ладӑпа» иртсе кайӗ. Руль умӗнче вӑл хайех пулӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Министр Тольятти хулине монохуласен форумне кайма пуҫтарӑннӑ. «Эпӗ машинӑпа кайӑп, руль умӗнче хамах пулӑп. Мускав – Владимир – Чулхула – Шупашкар – Хусан – Самар – Тольятти маршрут пулӗ», - ҫапла ҫырнӑ министр хӑйӗн страницинче.
Министр ҫула май ҫынсемпе калаҫма палӑртнӑ. Мускав – Хусан маршрутпа тӳлевлӗ ҫул тума, М-7 ҫула тӗпрен реконструкцилеме палӑртнӑ. Шӑпах ҫак тӗллевпе министр руль умне ларса ҫула тӗрӗслӗ. Хусана ҫити тӳлевлӗ ҫул чӑнах та кирлӗ-и? Ҫак ыйтӑва та татса парасшӑн вӑл.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панӑ.
«Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, Сергей Неяскина Владимир Путин хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Усал чӗлхесем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, министр ҫемье пукансӑр юлни унӑн ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнипе (унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юраман) ҫыхӑннӑ. Министр ывӑлӗ, сӑмах май, — Чӑваш Енӗн юстици министрӗн ҫумӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Сергей Неяскин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Хисеп грамотипе чысланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ертсе пыма каллех ют регионти ҫынна шанма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист пӗлтернӗ. Ҫук-ха, ҫирӗплетсех каламан.
Пирӗн республикӑри шалти ӗҫсен министрӗн тилхепине Виктор Шметкова тыттарма пултараҫҫӗ имӗш. Вӑл — шалти службӑн генерал-майорӗ. Хальхи вӑхӑтра Виктор Анатольевич Шалти ӗҫсен министерствин Волгоград облаҫӗнчи Тӗп управленийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1963 ҫулта Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Аҫтӑрханти патшалӑхӑн пулӑ промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗн техника институтӗнчен, 1996 ҫулта Раҫҫейӗн ШӖМӗн Управлени академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен тыӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Волгоград облаҫне ӑна 4 ҫул каялла куҫарнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑччӗ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |