Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускавран килнӗ ҫын, федераци службин директорӗн ҫумӗ — Раҫҫейӗн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денисом Фирстов, паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри суд приставӗсен ертӳҫи пулма Анвар Закирова шаннӑ. Хушӑва РФ Юстици министерствинче ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Анвар Закиров юстици органӗсенче 2001 ҫултанпа ӗҫлени паллӑ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна пирӗн республикӑри суд приставӗсен управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтерер, ку должноҫре ӗҫлеме тытӑниччен Анвар Закиров РФ Суд приставӗсен федераци службин Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Енре ҫак должноҫре тӑрӑшнӑ Анатолий Иванов вара пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Мари Эла ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ пулма Павел Иванова шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Ҫӗнӗ министрпа Михаил Игнатьев паян Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Элтепер Павел Иванова министра вӑл унччен патшалӑх службинче тата банк тытӑмӗнче ӗҫленине кура шаннине пӗлтернӗ.
Павел Иванов И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. РФ Правительствин Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче, Финанс университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пулӑшуҫи пулнӑ. ЧР финанс министрӗн ҫумӗнче, Тулашэкономбанкра, Перекет банкӗнче ӗҫленӗ опыт та пур.
Ҫакна та палӑртар. Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Светлана Ананьева малашне Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи пулӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма каллех Светлана Ананьевӑна шаннӑ. Ҫак должноҫре унччен вӑл ӗҫленӗччӗ. Аса илтерер, ун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ. Светлана Ананьева унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫи пулма Надежда Беловӑна ҫирӗплетрӗ, Светлана Ананьевӑна ӗҫрен кӑларчӗ. Тепӗр кунне ӑна Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шанчӗ.
Светлана Ананьевӑна Элтепер пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ.
Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен.
Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ 94 ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах вӗсенчен 20-шӗн лаптӑкӗнче ӑпӑр-тапӑр пулнӑ. Ҫавна май ку ыйтӑва прокуратура пӑхса тухнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 94 ҫемьене ҫурт-йӗр хӑпартмашкӑн хулара ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, ҫав лаптӑксенче нимӗнле сооруженисем те пулмалла мар. Анчах администраци ҫакна шута илмен.
Хӑш-пӗр лаптӑкра хуҫасӑр кивӗ зданисем, хуралтӑ таврашӗсем пулнӑ. Прокуратура Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче хӑлтӑр-халтӑр ҫуртсем ларнине кура 20 ҫемье ӑна илме килӗшмен. Прокуратура ыйтнипе ятарлӑ организаци кадастр ӗҫӗсем ирттерет. Кун хыҫҫӑн вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене парӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне каллех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытнӑ. Хальхинче те вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Палӑртмалла: пуҫлӑх 2018 ҫул вӗҫӗнче те ҫак сӑлтавпах ҪҪХПИ инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ.
Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарсан вӑл медицина освидетельствованийӗ витӗр тухма килӗшмен.
Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата правана 1,5 ҫуллӑха туртса илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар админстрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗччен хӑйне преми парасси пирки тӑватӑ хутчен хушу кӑларнӑ. Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх. Анчах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кунашкал распоряжени паман та.
Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ.
Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче пурӑнакан ҫынсем «Про Город» хаҫата хӑйсен пӑтӑрмахӗ пирки каласа панӑ. Пӗр уйӑх каялла ялта кӗрт йыттисем таҫтан тупӑннӑ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тапӑнаҫҫӗ-мӗн, кушаксене вӗлереҫҫӗ.
«Паян 10 сехетре йытӑсем пирӗн качакана тапӑнчӗҫ. Вӑл вилчӗ. Тепри суранланчӗ», - каласа кӑтартнӑ пӗр хӗрарӑм ҫӳлерех асӑннӑ хаҫата. Ял ҫыннисем вырӑнти админстрацие кӗрт йыттисем пирки пӗлтернӗ, анчах лешсем хальлӗхе нимӗн те туман. Ҫынсем йытӑсем ачасене тапӑнасран хӑраҫҫӗ, хӑйсем те урампа утма шикленеҫҫӗ.
«Нивушлӗ вырӑнти влаҫа ҫапкаланчӑк йытӑсене пеме укҫа-тенкӗ уйӑрса памаҫҫӗ?» - пӑшӑрханать ҫав хӗрарӑм.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа ярӑннӑшӑн явап тытнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-пуҫлӑх служба автомобилӗпе канмалли кунсенче пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ. Унпа вӑл район тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫӳренӗ.
Тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса служба машинипе ярӑннине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман. Суд ӑна суд асӑрхаттарма йышӑннӑ.
Прокуратура Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ тупса палӑртнӑ кӑлтӑка пӗтерме хушса ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |