Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутат пулас кӑмӑллӑ ҫын авӑн уйӑхӗнчи суйлав пирки пуҫа хытах ватать. Мӗн тетӗн — авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче сасӑлав-ҫке. Ун чухне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хушма тата ҫӗнӗрен суйлав иртӗ.
Кӑшӑлвирусран сыхланас тӗллевпе сасӑлав вӑхӑчӗ виҫӗ куна пырӗ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен.
Суйлав ҫитнине сиссе урамсенче халех кандидатсен сӑнӗсене курма пулать. Пирӗншӗн, тӑван чӗлхемӗре сума сӑвакан чӑвашсемшӗн, чӑвашла ҫырни нимрен паха. Ҫавӑн пек баннера РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хатӗрленӗ.
Республикӑн ӗҫлӗх службин ертӳҫи пулнӑ Леонид Шимин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унпа паян Хулари ритуал службинче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашнӑ. Леонид Шимин 74 ҫулта пулнӑ.
Леонид Аркадьевич 1947 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тутар Республикинче ҫуралнӑ. 1968 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Кунти «Рембыттехника», агрегатный савучӗсенче ӗҫленӗ. 1976- 1992 ҫулсенче парти тата совет органӗсенче тӑрӑшнӑ. 1996-2002 ҫулсенче Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2002-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен патшалӑхӑн ӗҫсӗрлӗх службинче вӑй хунӑ: департамент ертӳҫи, управлени пуҫлӑхӗ, служба пуҫлӑхӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе ҫынна республикӑн Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне Куславкка районӗнчи «Автофургон» предприятин директорӗ Игорь Комаров тивӗҫнӗ. Асӑннӑ савутра ӗҫлекен тепӗр ҫынна, йывӑҫ тирпейлекен станоксен станочникне Камиль Максутова, Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслӗҫ. Ку грамотӑпа Шупашкар хулинчи халӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта стационар уйрӑмӗн производство заведующийӗнче тӑрӑшакан Альбина Федоровӑна та хавхалантарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӑл «Спутник V» вакцинӑна суйланӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн организмӗнче антителӗсем пур, вӑл кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ. Чир ҫӑмӑллӑн иртнӗ, шала кайман.
Администраци пуҫлӑхӗ республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫивӗчленнине пӗлтернӗ, ҫавна май массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ, ҫӗнӗ чарусем йышӑнаҫҫӗ.
«Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Кандидатсене ӗҫ коллективӗсемпе общество организацийӗсем тӑратнӑ. Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсенчен кашниех нумай ҫул ӗҫленӗ, асра юлмалла проектсемпе, ӗҫе ҫӗнӗлле пурнӑҫланипе палӑрнӑ.
Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫ тесе шухӑшлакан ҫыншӑн «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) электрон референдумсен порталӗнче сасӑлав иртет. Вӑл утӑ уйӑхн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Кандидатсем хушшинче ҫаксем: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова.
⠀
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмахлӑ эпизод пӗтӗмпе 4 тупса палӑртнӑ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫав этем хӑйне пӑхӑнакан тӑватӑ ҫынран ҫулталӑкшӑн панӑ премин пӗр пайне тавӑрса пама ыйтнӑ. Мӗн тӑвас тетӗн – пуҫлӑхпа тавлашаймӑн, хайхисем хавхалантару укҫин пӗр пайне пама килӗшнӗ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумне тӑватӑ ҫынран 13 пин тенкӗ лекнӗ.
Юсанмалли колонире ӗҫлекен ҫыннӑн юсанмаллине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тата Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрлери муниципалитететсем хушшинчи центрта тӗп тухтӑр пулма ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ шӑматкун сиплев учрежденийӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев пулнӑччӗ. Ун чухне ҫӗмӗрлесене ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен прививка тӑвассине кирлӗ шайра йӗркелеменнишӗн самах лекнӗччӗ.
Паян вара Ҫӗмӗрлери муниципалитететсем хушшинчи центрта ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннине пӗлтӗмӗр. Ҫакӑн пирки Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗ Инстаграмра пӗлтернӗ.
Должноҫе Владимир Кутина шанса панӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӑна тивӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма ырӑ суннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: директор 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май халӗ тата тепӗр пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан учреждени кассинчен виҫӗ хут та укҫа илнӗ. Унпа вӑл уйлӑх валли тӗрлӗ тавар (электричество оборудованийӗ, скатерть т.ыт.те) туянма шантарнӑ. Илессе илнӗ, анчах самай йӳнӗрехпе. Кассӑна суя чексем тӑратнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан уйлӑха 185 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Чир-чӗр никама та тиркемест ҫав. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс иртрӗ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров та, республика Элтеперӗ Олег Николаев та, республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева та хутшӑнманччӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталья Николаева ковидпа чирленӗ. Олег Николаев тӗплӗн тӗрӗслениччен инҫет мелпе ӗҫлеме йышӑннӑ, Игорь Комаров вара Чӑваш Ене килмен.
Ҫав вӑхӑтрах Олег Николаев маларах «Спутник V» препаратпа вакцинаци тутарнм паллӑ. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ витӗр вӑл ҫу уйӑхӗн ҫурринче тухнӑ.
Николаев хӑйӗн арӑмӗ чирленӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш кунхинех Ҫӗмӗрлене вӗҫтернӗ, унта вӑл вакцинаци шайӗ пӗчӗк шайра пулнишӗн вырӑнтисене ӳпкеленӗ. Прививка тунисен килӗнче ковилдпа чирлекен тупӑнсан ҫынпа мӗн чухлӗ вӑхӑт хутшӑнма юраманни пирки «Правда ПФО»-на уҫӑмлатма хальлӗхе май килмен. Маларах икӗ эрне тетчӗҫ, халӗ кӑшӑлвирус тесчӗн кӑтартӑвне (ҫын чирлӗ маррине) пӗличчен тесе те калаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне, Сергей Лекарева, ӗҫрен хӑтарнине эпир иртнӗ эрнере пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Сергей Лекарев ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче юлнӑччӗ.
Сумлӑ вырӑн темччен пушӑ тӑрас ҫук. ЧР Промышленноҫпа энергетика министерствинче те ҫавӑн пекех пулса иртнӗ. Унта министр ҫумӗ пулма тепӗр ҫынна тупнӑ та. Вӑл — Ольга Чилибина. Ольга Петровнӑна ведомствӑри пысӑк вырӑна шанса парасси ҫинчен калакан 588-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Инстаграмри @leaders_of_chuvashia страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ольга Чилибина — сертификаци специалисчӗ. Ольга Петровна «Эксперт ГРУПП» тулли мар яваплӑ обществӑн коммерци директорӗнче ӗҫленӗ, вӑл менеджмент тытӑмне сертификацилекен орган ертӳҫи пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |