Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле.
Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла.
Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,2 миллион тенкӗ тӑракан машина туянасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет.
Аукцион документацийӗнче мӗнле модель кирлине палӑртман. Анчах мӗнлерххи кирли пирки ҫырса кӑтартни Toyota RAV4 машина евӗртерх. Машинӑна администраци вырӑнти хысна укҫипе туянасшӑн.
Аукцион ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн машинӑна 10 кунра Красноармейскине илсе ҫитермелле.
Палӑртмалла: 2018 ҫулта район администрацийӗ 1,4 миллион тенкӗ тӑракан KIA Sportage туяннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумне Николай Косулина ӗнер ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ оганӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Николай Косулина министр ҫумӗ пулма 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче суйланӑччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ун чухнехи ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пыракан конкурс комиссийӗ Николай Косулиншӑн пулнӑччӗ. Конкурса икӗ кандидат: Николай Косулин тата Николай Судаков — хутшӑннӑччӗ, иккӗшӗ те асӑннӑ министерствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑччӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.
Апла пулин те Петров ведомствӑран пуҫӗпех кайман. Халӗ вӑл ГКЧСа пӑхӑнакан учрежденире пуҫлӑхӑн ҫумӗ тата граждан оборонин мероприятийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. «Граждан хӳтлӗхӗн мероприятийӗсене тивӗҫтерекен служба» хысна учрежденийӗ ГКЧСпа пӗр ҫуртрах, Шупашкати Мир проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан 234-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Документпа ӗҫлӗ хутсен ярӑмӗнче паллашма пулать. Хушӑва та паян алӑ пуснӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗнче, министерство ӗҫченӗсем Александр Шевлягина чысланине эпирпӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарьне Александр Кузина ӗҫрен хӑтарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Пресс-секретарь тивӗҫне халӗ Пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ Валентина Алексеева пурнӑҫлать.
Александр Кузин хӑй вӑхӑтӗнче «Российская газета» хаҫатра ӗҫленӗччӗ. Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗр вӑхӑт Михаил Игнатьев Элтеперпе ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл Информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Кузин ӗҫрен каяс шухӑша хӑй тытнӑ. Сӑмах май каласан, Кузин тата республикӑн цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министрӗ Кристина Майнина пӗр чӗлхе тупайман-мӗн.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Ен Правительствин «Тиктокра» аккаунт пурри пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗрремӗш видеона пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑччӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче вакцинаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинӑсем вӑхӑтра килеҫҫӗ, пунктсем ӗҫлеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне республикӑри аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 60 процентне прививка тума палӑртнӑ. Ку коллективлӑ иммунитет тума пулӑшать. Министр каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне 40657 ҫын туса ирттернӗ. 28 пине яхӑн ҫын иккӗмӗш тапхӑра та вӗҫленӗ. Хальлӗхе планра палӑртнӑ ҫынсен 7 процентне ҫеҫ прививка тунӑ.
Сӑмах май, республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 49894 вакцина илсе килнӗ.
Чӑваш Ен правительствин Тик-Токра та аккаунт пур. Пӗрремӗш видеона пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хальлӗхе страницӑна 850 ҫын пӑхса тӑрать. Пӗтӗмпе унта 11 видео вырнаҫтарнӑ. Ытларахӑшӗ – чӑваш чӗлхипе ҫырулӑхне халалланисем. Чӑваш ташшине ташлама вӗрентекен видеоуроксем те пур. Видеоуроксен серийӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе онлайн-флешмоб йӗркелеме палӑртнӑ.
«Реальные пацаны» сериалта ӳкерӗннӗ Николай Наумов патшалӑх службине мӗнле лекмелли пирки ӳкернӗ ролике чи нумай ҫын пӑхнӑ – 22 пин ытла ҫын курнӑ. Аса илтерер: актер нумаях пулмасть Шупашкара килнӗччӗ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Тик-Ток парксем йӗркелессине ырланӑччӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Марина Загребаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Халӗ Сергей Артамонов министрӑн икӗ ҫум: Инна Волкова тата Алина Семенова — юлнӑ.
Канашри финанс техникумӗнче бухгалтер-финансиста, Потребкооперацин Мускаври университетӗнче экономиста, Атӑл-Вятка академийӗнче менеджера вӗреннӗ Марина Загребаева министерствӑра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗн администрацийӗнче финанс пайӗнчи экономистран пуҫланӑ. Республикӑн Финанс министерствинче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑскер унта та министр ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |