Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ЧР культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ.
Елена Чернова ку должноҫре 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл Муркаш районӗнче вӑй хунӑ, район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Палӑртмалла: халӗ культура министрӗн Светлана Каликовӑн икӗ ҫум юлнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ те шутланать.
Чӑваш Енре сехете Мускав вӑхӑтӗнчен 1 сехет куҫармалла-и? Ара, хӗлле час каҫ пулать, ҫулла вара ҫур ҫӗр иртни 2 сехетрех ҫуталать. Ку ыйтӑва ЧР Правительство сӳтсе явма пуҫланӑ, ҫавна май ыйтӑм ирттернӗ.
Сасӑлава 22 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен 45 проценчӗ вӑхӑта куҫарнинче уссине курмаҫҫӗ. Тепӗр 37 проценчӗ сехет йӗппине куҫарттарасшӑн. Ыйтӑма хутшӑннисене 13 проценчӗ сезонра куҫарма сӗннӗ. Тепӗр 5 проценчӗшӗн пур-пӗрех-мӗн.
Аса илтерер: Чӑваш Ен Правительстви регионта сехете куҫарас ыйтӑва нумаях пулмасть сӳтсе явма пуҫланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Улатӑрта республикӑра вырӑнти хӑйтытӑмлӑха ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Халӑх итлевне хула администрацийӗн пысӑк залӗнче ирттерме йышӑннӑ.
Улатӑрсем хыҫҫӑн итлеве ытти муниципалитетра та йӗркелеме палӑртнӑ. Пухусене икӗ эрнере ирттерсе пӗтермелле.
Кунта сӑмах муниципалитет пӗрлешӗвӗн тата муниципалитет пӗрлешӗвӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗр ҫын пурнӑҫласси пирки пырать. Тата уҫӑмлӑрах ӑнлантарсан, хальхи вӑхӑтра районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем (вӗсене сити-менеджер та тетпӗр) тата районсемпе хуласен — Депутатсен пухӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пур. Икӗ ҫын вырӑнне пӗрне ҫеҫ хӑварасшӑн тата вӗсене халӑхпа суйласшӑн.
Асӑннӑ ыйтӑва пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн Общество палатинчи «ҫавра сӗтелте» тишкернӗ. Унтисем халӑхпа сӳтсе явсан тӗрӗс тесе йышӑннӑ. Ку шухӑшах республика Элтеперӗ Олег Николаев та палӑртнӑччӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакансене ҫул-йӗр тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр картишне тасатса тӑрасси тата транспорт епле ӗҫлени пӑшӑрхантарать. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл регион управленийӗн центрӗнче пулнӑ. Асӑннӑ центр ҫынсен пӑшӑрханӑвне вӑхӑтра шута илессипе ӗҫлет. Асӑннӑ центра ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кашни регионтах пӗлтӗр йӗркелерӗҫ.
«Хӗрӳ» темӑсене тӗрӗслесех, лару-тӑрӑва пӗлсе тӑратпӑр. Сӑмахран, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче центра пынӑ ҫырусенчен 50 ытла проценчӗ — Шупашкартан. Кунта халӑх йышлӑран ҫавӑн сӑлтавне ӑнланма пулать. Чи ҫивӗч ыйтусен шутӗнче — урамсемпе картишсенчи юра вӑхӑтра тасатасси, халӑха турттаракан тарнсрт епле ӗҫлени», — тесе пӗлтернӗ Алексей Ладыков Фейсбукра.
Ыйтӑва хуравлама вӑтамран 3 сехет те 39 минут иртет иккен.
Паян Чӑваш Ен Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Вице-премьер тивӗҫне пурнӑҫлама 46 ҫулти Павел Данилова шаннӑ. Вӑл Строймин, Транспорт министерствин тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ӗҫне йӗркелесе пырӗ.
Юлашки ҫулсенче вӑл «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Павел Данилов Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Павел Данилов Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине банк тытӑмӗнче пуҫӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулнӑ, коммерци тытӑмӗнче тимленӗ.
Ҫакна палӑртар: Павел Даниловӑн ашшӗ Владимир Данилов (вӑл пӗлтӗр вилнӗ) Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ пулнӑ.
Шупашкар хула ертӳҫисем пассажирсене турттаракансен танлаштарӑмне хатӗрлесшӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене турттаракансем епле ӗҫлени пирки хула ҫыннисем пӑшӑрханса пӗлтернине ертӳҫӗсем йӑлтах курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен транспорт 50 минут таран кӗттерни те пулать иккен.
Иртнӗ эрнере 15, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 42, 45-мӗш автобуссен тата 3, 10, 15, 17, 22-мӗш номерлӗ троллейбуссен ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ.
«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — пахалӑхлӑ общество транспорчӗпе тивӗҫтересси. Ку енӗпе кӑлтӑк пуррине кура ҫитменлӗхе ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Алексей Ладыков.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин хушӑвӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Альберт Савинцев полковника шаннӑ.
Альберт Анатольевич Савинцев Мари Элта 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗнче 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене киличчен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗп аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл патшалӑхӑн тӗрлӗ наградине тивӗҫнӗ.
Федерацин хӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Игорь Кобыляченко генерал-майор урӑх должноҫе куҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Алина Семеновӑна ҫирӗплетнӗ. Маларах вӑл республикӑн Финанс министерствинче бюджет политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Сергей Лисицын ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Алина Семенова хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтотранс» предприятин финанспа хуҫалӑх тӑрӑмне тӗрӗслеме те хутшӑннӑ-мӗн.
Халӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн виҫӗ ҫум: Марина Загребаева, Инна Волкова тата Алина Семенова.
Паян, Кӑшарнире, ҫынсем вакра шыва кӗреҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗсемпе Владимир Филипповпа тата Андрей Петровпа вакра шыва кӗнӗ. Ҫакна вӗсем видео ӳкерсе Инстаграмри страницӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн пекех Калинин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Яков Михайлов, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев та сивӗрен хӑрамасӑр уявра вакка чӑмнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор Кӑшарнире шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Владимир Степанова Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ тапӑнни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ку Правительство ҫурчӗ умӗнче пулнӑ. Министр тухсанах вӑл ӑна тапӑннӑ, ҫапнӑ. Лешӗ хӳтӗленнӗ.
23-ри каччӑна министр тунӑ йышӑну килӗшмен-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, каччӑ ун чухне тата халӗ хӑй мӗн тунине ӑнланмасть.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Судья каччӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |