Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана тутарсен октрыткисем килӗшнӗ. Вӑл кӑна та мар.
Иртнӗ эрнере министр Тутарстанра пулнӑ. Унти «Литература кафинче» Тутар кӗнеке издательствин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе паллашма тата вӗсене туянма пулать. Унта тутар чӗлхипе кӑларнӑ открыткӑсем те пур. «Питӗ лайӑх шухӑш. Шута илӗпӗр», — тенӗ министр.
«ТАТМЕДИА» медиахолдингра пулнӑ май унта чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсемпе те паллашма май килнӗ. Тутарстан Республикинчи «Сувар» чӑвашла хаҫат, Аксу районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ», Нурлат районӗнчи «Дуслык», Пӑва районӗнчи «Ялав», Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫатсенче ӗҫлекенсем хӑйсем кулленхи тӑрӑшӑвӗпе паллаштарнӑ. Унти журналистсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсенчен чӑваш литература чӗлхине тарӑнрах вӗренесшӗн.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Нотариус палатин пайташӗсен ҫулталӑкри пухӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов хутшӑннӑ.
Ҫав кунах Нотариус палатин президентне суйлас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ку тивӗҫе пурнӑҫлама Елизавета Соколовӑнах шаннӑ. Елизавета Ильинична ҫак тилхепене 1993 ҫултанпа тытса пырать. Чӑваш Республикин Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Елизавета Соколова нотариата аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ.
Пухура Нотариус палатин правлени тата ревизи комиссийӗн пайташӗсене суйланӑ.
Чӑваш Енре кӗрт йыттисем тӗлӗшпе васкавлӑ мерӑсем йышӑнасшӑн. Юлашки вӑхӑтра ку ыйту калаҫтарать. Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсем ӗрчесе кайнӑ ав, ҫынсен сехри хӑпнӑ. Вӗсем ҫынна тапӑнма пултараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӳре-шара ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев йытӑсене персе вӗлерме юраманнине аса илтернӗ. «Вӗсене тытмалла, вӑхӑтлӑх пункта вырнаҫтармалла, сиплемелле те кайран унччен вӗсем пурӑннӑ вырӑнах ямалла. Йӗрки ҫапла», - тенӗ вӑл.
Ҫак тивӗҫсене муниципалитетсен пурнӑҫламалла. Анчах вӗсем ҫак ӗҫе туллин туса пыраймаҫҫӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Тӗслӗхрен, чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли пунктсем ҫук. Ҫавна май республикӑра ҫавнашкал пунктсем хута яма палӑртнӑ.
Йытӑсем ачасене тӑтӑшах тапӑннӑран Элтепер васкавлӑ мерӑсем шырама ыйтнӑ. Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫине муниципалитетсемпе пӗрле ку ыйтӑва татса пама хушнӑ.
Муркаш район администрацийӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Тӳре-шарара ӗҫленӗскер тӳлевсӗр ҫӗре укҫалла панӑ.
Хӗрарӑм нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр валеҫнӗ чух пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Муркаш районӗнчи Ильинка ҫывӑхӗнче ҫӗр уйӑрнӑ чухне вӑл ҫемьесенчен 10-шар пин тенкӗ илнӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пек ултӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.
Хӗрарӑм район администрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗнче ертсе пыракан специалист-экспертра ӗҫленӗ. 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл 6 хутчен сӗтев илнӗ.
Суд хӗрарӑма 5 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне тытса юлмалла йышӑну кӑларнӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Ен урлӑ иртекен федераци ҫулӗсем ҫинче авари сахалрах пултӑр тесе ЧР Транспорт министерстви видеокамерӑсем ытларах вырнаҫтарма йышӑннӑ. Кун пирки Владимир Осипов министр пӗлтернӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал 2 уйӑхра республикӑра ҫул-йӗр ҫинче 154 авари пулнӑ, вӗсенче 20 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 15-шӗ – федераци ҫулӗ ҫинче. Ҫавна май чи малтан авари тӑтӑш пулакан вырӑнсенче камера лартасшӑн. Хальхи вӑхӑтра 336 ҫухрӑма тӑсӑлакан федераци ҫулӗ ҫинче унашкал 5 вырӑн.
Камерӑсене вырнаҫтариччен ҪҪХПИ сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Транспорт минстерстви пӗтӗмлетӳ тунӑ: пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан водительсемпе камерӑсем витӗмлӗ кӗрешеҫҫӗ.
ПУШ | 16 |
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян хӑйӗн пӗр ҫумӗсӗр юлнӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форума пӗлтернӗ.
Владимир Яковлев экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ку должноҫре вӑл икӗ ҫула яхӑн тимленӗ.
Сити-менеджер Владимир Яковлева пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ, анчах ӑҫта каяссине пӗлтермен.
Хула администрацине куҫиччен Владимир Яковлев банк тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Связь-Банк» кредит учрежденийӗн республикӑри уйрӑмне ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен валли тепӗр 28 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа кӑшӑлвируспа чирленӗ, килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫак кунсенче РФ Правительстви кӑшӑлвируспа чирленисене тӳлевсӗр эмел памашкӑн 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки пӗлтернӗ. Укҫана регионсене валеҫсе парӗҫ. Чӑваш Ене 28437,9 миллион тенкӗ лекӗ.
Сӑмах май, унччен ку тӗллевпе ҫӗршыв правительстви 10,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Чӑваш Ене 48 миллион тата 25 миллин тенкӗ лекнӗччӗ, хальхинче – 28 миллион тенкӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Григорьева ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче кадр улшӑнӑвӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Министр ҫумне Алина Кузнецовӑна ӗҫрен кӑларнӑ хыҫҫӑн Алена Елизарова министрӑн ҫумӗсем иккӗн юлнӑччӗ: Лариса Арсентьева (вӑл – пӗрремӗш ҫум) тата Александр Колесников. Халӗ, ав, виҫҫӗмӗшне ӗҫе илнӗ. Тӗрӗсрех, таҫтан ютран мар. Алексей Валериевич асӑннӑ ведомствӑра социаллӑ тӳлевсен пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Чантӑрта сарайӗнче хир сыснисем пурӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть вӗсене вӑрмана хӑваласа янӑ.
Хир сыснисем Чантӑра епле майпа лекнӗ-ха? Сунарҫӑсем амӑшне вӗлерсен ҫурисем вӑрмантан тахнӑ та сарайӗнче пурӑнма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 9-ӑн пулнӑ. Кил хуҫи вӗсене тырӑ ҫитеркеленӗ. Сарайӗнчи хир сыснисем пирки вӑл ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ.
Пушӑн 11-мӗшӗнче ведомствӑн специалисчӗсем тискер чӗрчунсене вӑрмана хӑваласа янӑ. Хир сыснисем Атӑл еннелле чупнӑ. Ҫапла вӗсем хӑйсен вырӑнӗнче, вӑрманта, пурӑнӗҫ.
Пӗр специалист вӗсен йӗрӗпе кайнӑ. Хир сыснисем ҫырма таран ҫитнӗ, унта вӗсене ҫимелли вырӑн кӗтнӗ. Ӑна вӗсем каялла ан таврӑнччӑр тесе ятарласа хунӑ. Ҫитес вӑхӑтра унта ҫимелли хурсах тӑрӗҫ.
Кӑҫалхи ҫула Раҫҫейре Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ун пек йышӑнӑва РФ Президенчӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулнӑ май пирӗн республикӑра та тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Ӑна йӗркелессипе ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ тӑрӑшӗ. Кун пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ ушкӑна республикӑн вице-премьерӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма Денис Спирина, экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен минситрӗн ҫумне, ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |