Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар хула администацийӗ кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе чару мерисем йышӑннӑ. Кун пирки администраци пресс-служби пӗлтерет.
Тӳре-шара Хӗрлӗ лапамра тата Мускав ҫыран хӗрринче ирттерме палӑртнӑ мероприятисене йӗркелеме чарни пирки пӗлтернӗ. Ку йышӑнӑва кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ кӗрешекен оперативлӑ штаб тунӑ.
Ку чару мерисем эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркелениччен вӑйра пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна укҫа ытлашши тӑкакланӑ тесе явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Учреждение ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫав ҫын хӑй пӗлекен уйрӑм усламҫӑпа тухья ҫӗлеттерме килӗшӳ тунӑ. Документа вӑл учреждени ячӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Сцена ҫине тухнӑ чухне тӑхӑнмалли хатӗре хатӗрлесе ҫитерейменнине пӗлсе тӑрсах учреждени укҫине куҫарса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ пурӗ 149,5 пин тенкӗ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ертӳҫӗ-кадрсенчен пӗринпе, министр ҫумӗпе, ҫыхӑннӑ черетлӗ йышӑну тунӑ. Хальхинче Промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен хӑтарнӑ. Ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр Сергей Лекарева хӑварнӑ.
Йышӑнӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫапла вара Евгений Герасимов министр паянхи куна пӗр ҫумпа, Александр Кондратьевпа, тӑрса юлнӑ. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.
Сергей Лекарев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн энергетика тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑвашавтодор» предприятие панкрута кӑлариччен гендиректорӑн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тимленӗ.
Кадр улшӑнӑвӗ пирки каласан, аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Халӗ вара республика ертӳҫи Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссийӗн йышне палӑртнӑ.
Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Каргин, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ — Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта палатӑн ертӳҫисене суйланӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшӑннӑ. Вӑл Общество палатин ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Общество палатин ертӳҫи пулма пӗр шухӑшлӑ пулса Ванифатий Шайкина шаннӑ. Вӑл Шупашкарти юханшыв портне чылай ҫул ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Ирина Булыгинӑна, Владимир Тимофеева тата Марина Аниченковӑна суйланӑ.
Палата пайташӗсен йышӗ 33 ҫынран тӑрать. Вӗсем виҫӗ ҫул ӗҫлӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫынна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ. Вӑл министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Трофимова ку пукана 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑра инвестици пайӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн экономикин секторӗн заведующийӗ пулнӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнченпе республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Мари Элӑн тава тивӗҫлӗ вӑрман ӗҫченӗ Эмир Бедертдинов пурнӑҫлать. Унӑн халӗ икӗ ҫум: Елена Хомченко тата Сергей Чепурнов.
Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалласа палӑк лартма сӗннӗ. Ку сӗнӳпе вӗсем Шупашкар хула администрацине тухнӑ.
Палӑртмалла: Семен Ислюков республикӑна 1955-1985 ҫулсенче – 30 ҫул – ертсе пынӑ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ӑна Ленин, Октябрь Революцийӗн тата ытти орденпа чысланӑ. Вӑл – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.
Халӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать. Ӑна халалланӑ палӑк кирлӗ-и е ҫук-и – эсир те шухӑша пӗлтерӗр.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ пулнӑ, асӑннӑ ведомствӑра ертсе пыракан должноҫсенчен пӗрне йышӑннӑ ҫынна улталанӑшӑн явап тытарнӑ.
48 ҫулти арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа пысӑк суммӑлӑх улталакансене явап тыттараҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МЧС ӗҫченӗ пулнӑ этем ҫурт-йӗр туянма тӑкакланнӑ тесе Федерацин налук службине хутсем тӑратнӑ. Ҫавна май 2015-2016 ҫулсемшӗн вӑл 260 пин тенкӗ налук вычечӗ илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫурта арҫын ҫывӑх тӑванӗнчен пӗлӗшӗ урлӑ илнӗ. Туянса вӑл тӑкакланман.
МЧС ӗҫченӗ айӑпа йышӑннӑ, вычет шутӗпе илнӗ укҫана тавӑрса панӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар (Шупашкар хыҫҫӑн калӑпӑшӗпе вӑл иккӗмӗш) каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине «Regnum» информаци агентстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама сити-менеджерӑн ҫумне Дмитрий Пулатова шаннӑ.
Канашра 1976 ҫулта ҫуралнӑ Павел Семёнов Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 7 уйӑхран та сахалрах ӗҫленӗ. Вӑл должноҫе ӑна пӗлтӗрхи раштавӑн 2-мӗшӗнче шанса панӑччӗ.
2000 ҫултанпа сити-менеджер должноҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑхӑр ҫын йышӑнса пӑхма ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин республикӑра сумлӑ вырӑн йышӑнакан хӑш-пӗр ҫынна тумшӑн тиркенӗ. Поста вӑл Фейсбукра вырнаҫтарнӑ.
«Аслӑ А.П. Чехов ҫынра йӑлтах хитре пулмалла — сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те. Пирӗн официаллӑ сӑнсем Чехова пӗлмеҫҫӗ тейӗн, вӑл калани вӗсемшӗн ним те мар», — тесе ҫырнӑ Юрий Пичугин. Унӑн посчӗ вырӑсла, эпир ӑна чӑвашла хамӑра май, анчах шухӑшне ылмаштармасӑр куҫарма тӑрӑшрӑмӑр.
Маларах асӑннӑ дизайнер хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотипне хатӗрленӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |