Чӑваш наци музейӗ паян пӗр ӗмӗрхине уявлать. Ҫав ятпа ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телеграммӑпа саламланӑ.
Халӑх пархатарӗпе историйӗн управҫин ӗҫченӗсем музейпа филиалӗсене аталантарассишӗн нумай ӗҫ туса ирттернине палӑртнӑ.
«Сирӗн тӗпчев, экспозици ӗҫӗ-хӗлӗр, вӗрентӳ, ҫутӗҫ, информаци проектӑрсем Чӑваш Ен тӗп хулипе республикӑн культура тата общество пурнӑҫне пуянлатаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ правительство телеграмминче.
Паян музей юбилей мероприятийӗсене уҫрӗ. Ака уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче «Национальный музей: 100 лет в истории Чувашии» (чӑв. Наци музейӗ: Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи 100 ҫул) ятпа регионсем хушшинчи музей форумӗ иртӗ. Вӑл юбилей мероприятийӗсенчен чи пӗлтерӗшли теме те юрать. Ӑна йӗркелеме федерацин Атӑлҫи округӗнчи музейсен канашӗ хутшӑнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.
Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.
Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.
Чӑваш журналистики пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. ҫак дата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» пуҫласа пичетленнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл паян, 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта кун ҫути курнӑ.
2021 ҫулта сакӑр пичет кӑларӑмӗ 90 ҫулхи юбилейне уявлӗ: «Тантӑш» ача-пӑча хаҫачӗ, «Тӑван Атӑл» журнал, Патӑрьел районӗнчи «Авангард», Канаш районӗнчи «Канаш», Куславкка районӗнчи «Ялав», Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Парачкав районӗнчи «Порецкие вести», Комсомольски районӗнчи «Каҫал ен» хаҫатсем. «Хресчен сасси» 30 ҫулхине уявлӗ.
Радио калаҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет, Чӑваш Енри телекурава йӗркеленӗренпе — 60 ҫул.
Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ.
Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ.
Кӑшарни тӗлне хатӗрленӗ шыва кӗмелли вырӑсенче паянтан тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен васкавлӑ пулӑшу машинисем дежурствӑра тӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Улатимӗр кнеҫ соборӗ патӗнчи купель ҫывӑхӗнче васкавлӑ пулӑшу машини кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 22 сехетрен тытӑнса кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 8 сехетчен, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетрен кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи 06 сехетчен дежурствӑра пулӗ.
Шупашкарти виҫӗ купель ҫывӑхӗнче кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетчен васкавлӑ пулӑшу машинисем пулӗҫ.
Районсенче те тухтӑрсен бригадисем дежурствӑра тӑрӗҫ.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.
Тимӗр Тяпкин тата ыттисем йӗркелекен Сурхури уявне кӑҫал «Кафе»-ре палӑртнӑ. Ку уява чӑваш хастарӗсем ҫулсерен «Ҫӑлкуҫра» пухӑнса палӑртатчӗҫ. Кӑҫал вырӑнӗ улшӑнмарӗ, анчах кафе хӑйӗн ятне ҫухатни паллӑ пулчӗ. Енчен те малтан алӑк тӑрринче «Ҫӑлкуҫ» тесе ҫырни пурччӗ пулсан, халь вара «Кафе» тени ҫеҫ ҫутатса тӑрать.
Кӑшӑлвирус алхаснӑран пухӑннисен йышӗ пысӑках пулмарӗ. Ҫапах та ҫӗнӗ ҫынсем те пулчӗҫ — ку вӑл Мальвина Петровӑна Олеся Руссакова. Вӗсем малтан наци телекуравӗнче ӗҫленӗччӗ, халь Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне уява кашни ҫул килекен Вера Афанасьева (Вера аппа) та ҫитнӗччӗ. Вӑл, 88 ҫула ҫитсе пырать пулин те, уява халӑх юррисемпе пуянлатрӗ, тӗрлӗ такмаксемпе савӑнтарчӗ.
Сурхури уявне уҫма ку хутӗнче Праски Виттине шанса пачӗҫ. Кайран, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Алран кайми аки-сухине» юрларӗҫ. Уява пынисене мӑйӑрпа, килте пӗҫернӗ кукӑльпа, пӑрҫапа хӑналарӗҫ. Тимӗр Тяпкин ятарласа чӑваш апатне, шӳрпе, хатӗрленӗ. Кафе хуҫисем улшӑннӑ пулин те вӑл ку апатпа хӑналама май тупрӗ.
Сӑмах май, тӑватӑ ҫул каялла, 2017 ҫулта, Сурхурие уявлама Олег Николаев та пынӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче канать. Ҫакӑн пирки республикӑн влас органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнине асӑрхамарӑмӑр, анчах Олег Николаев Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗччен отпускра, анчах республикӑри лару-тӑрупа кӑсӑклансах тӑратӑп», — тенӗ вӑл постра.
Олег Николаев Сурхуринче кӑшӑлвирусран асӑрханма чӗнсе каланӑ. Кӗлле килте телевизорпа та пӑхма май пуррине палӑртнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе студентсен хӗллехи каникулне тӑсса памӗҫ.
Чиркӳ ирттерекен пысӑк уявсенчи кӗлӗсене Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартасси юлашки ҫулсенче йӑлана кӗчӗ. Кӑҫалхи Раштавра та ҫаплах пулӗ.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий Раштав кӗллине Шупашкарти Ведени соборӗнче ирттерӗ.
Тӳрӗ трансляцие Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче тата «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Православная Чувашия» (чӑв. Православиллӗ Чӑваш Ен) ушкӑнра кӑтартӗҫ.
Раштав кӗлли кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пуҫланса кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре вӗҫленӗ.
Сурхури умӗн, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр троллейбуспа ярӑнма май килӗ. Унпа Хӗл Мучи тата Юрпике ҫула тухӗҫ.
Кивӗ ҫулта та, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, хула тӑрӑх тӳлевсӗр транспорт ҫӳренӗччӗ. Хӗл Мучипе Юрпикеллӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене килӗшнӗрен ырӑ пуҫарӑва пӑрахӑҫламан, акцие тепӗр хутчен ирттерме йышӑннӑ.
Юмахри сӑнарсем ыран 54-мӗш номерлӗ троллейбусра 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗҫ. Вӗсене сӑвӑ каласа кӑтартма, Юрпикепе Хӗл Мучи калакан тупмалли юмахсен тупсӑмне шырама май килӗ. Маттурсене пылак кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ятарлӑ троллейбусра укҫа тӳлеттермӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |