Шупашкарта кӑҫал та «Ача-пӑча Акатуйӗ» иртӗ. Ачасен республика шайӗнчи уҫӑ фестиваль-конкурсне хулари Тӗп клуб тытӑмӗ ирттерет.
Фестивале чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварас, аталантарас, халӑхра сарас, ача-пӑчана хӑйӗн пултарулӑхне аталантарма парас, илеме туйма, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхи конкурс Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен иртӗ. Унта 5-14 улсенчи ачасем хутшӑнӗҫ.
Конкурсантсен заявкисемпе видеоӗҫӗсене ҫӗртмен 17-мӗшӗччен dkrovesnikckscheb@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмлели телефон номерӗ — 23-04-66.
1769 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ӑслӑлӑх академийӗн типографийӗнче Вениамин архиепископ (Василий Пуцек-Григорович) Хусантан ярса панӑ чӑваш чӗлхин грамматикине 600 экзеплярпа пичетлеме йышӑннӑ. Кӗнеке сутлӑха тухни ҫинчен 1769 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Санкт-Петербургские ведомости» хаҫатӑн 41-мӗш номерӗнче хыпарланӑ. Ҫак куна ҫӗнӗ стиле куҫарсан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ пулать. Чӑваш кӗнеки ҫынсем (вулакансем) патне ҫитнӗ кун вӑл. Кӗҫех тӗрлӗ хаҫат-журналта кӗнеке пирки ҫырнӑ хаклавсем пичетленеҫҫӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнине ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем те асӑрхаҫҫӗ. Сӑмахран, Германири «Göttingische Anzeigen von Gelehrten Sachen» журналта ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ ырласа ҫырнӑ хаклав тухать. Ку «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ӑслӑлӑх ӗҫӗ тӗрӗк чӗлхисен чи малтан пичетленсе тухнӑ грамматики пулнӑ. Ҫапла вара, эпир ҫак паллӑ куна вӑл питех те пӗлтерӗшлӗскер тесе калама пултаратпӑр. Малашне ҫак куна Чӑваш кӗнеки кунӗ тесе палӑртни питех те тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр вунӑ кунтан православи уявӗ — Ермей Асаплануҫӑ кунӗ — ҫитет.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫавна май Шупашкарта эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ.
Анчах ку эрех-сӑрана курттӑммӑн сутассине пырса тивмест. Кафесемпе унашкал ытти заведени те ку йӗркене пӑхӑнмӗ. Унта эрех-сӑра сутӗҫ.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ уявсенче Шупашкарта эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, юлашки шӑнкӑравра тата Пӗлӳ кунӗнче.
«Яблоки в траве» (чӑв. Курӑк ҫинчи панулмисем) регионсем хушшинчи V фестиваль ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енре иртнӗ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Курскри Вероника Тутенко журналист, ҫыравҫӑ, художник-иллюстратор, поэт, хореограф Брянск облаҫӗнчи Лысые ялӗнче ҫуралнӑ Николай Мельников (1966-2006) поэтӑн, режиссерӑн сӑввине вуланӑ хыҫҫӑн Раҫҫейри халӑхсен шӑпи пирки шухӑша путнӑ. Поэтӑн сӑввинчи йӗркене илсе вӑл Николай Мельников ячӗллӗ фестиваль ирттерме тытӑннӑ. Мероприятире пӗринче Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри Венера Усанова ҫӗнтернӗ. Вӑл ял вулавӑшӗн заведующийӗнче тӑрӑшать. Ҫавна кура фестивале хальхинче кунта йӗркеленӗ.
Вероника Тутенко «Контактра» страницӑра чӑваш чӗлхине видеоклипсем урлӑ вӗренмелли те йӗркеленӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче эрнере 5 кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ. Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна ҫӗртмен 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл шӑматкуна лекнӗрен тунтикун та кантарӗҫ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленмелле.
Кӑҫал Республика кунӗ кӗҫнерникуна лекет. Регионти саккунпа килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Анчах Раҫҫейри филиалсем, урӑх хулари компанисем ӗҫтешӗсене хӑйсен кӑмӑлне кура кантараҫҫӗ.
Ҫапах ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кансан та тепӗр кун тулли ӗҫ кунӗ шутланать.
Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Шупашкарта инклюзивлӑ концерт кӑтартӗҫ. Ӑна сусӑр ачасен «Свобода» общество организацийӗ йӗркелӗ. «Маленький принц и его друзья» (чӑв. Пӗчӗк принц тата унӑн тусӗсем) концерт Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Концерта ача-пӑча коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем сцена ҫине ташӑ тата юрӑ номерӗсемпе тухӗҫ. Сӑмахран, «Detkids» мода театрне ҫӳрекен «хӗвеллӗ» ачасем, «Солнышко» театрпа ташӑ коллективӗ, паракаратистсем, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулне ҫӳрекенсем.
Кӑҫал Республика кунӗ мӗнле иртесси пирки калаҫнӑ, ыйтусене сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: кӑҫал уяв Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче иртӗ.
Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем», «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» иртӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти кинофестиваль хӑнасене пухӗ.
ЧР культура министрӗ Светлана Каликова мероприятисем кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли мерӑсене шута илсе иртессине пӗлтернӗ. Хупӑ площадкӑсенче зала 75 процент таран ҫеҫ халӑхпа тултарӗҫ. Мероприятисене хутшӑнакансен ПЦР-тестӑн кӑтартӑвӗ пулмалла.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Ҫак эрнере ку ыйтӑва республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Олег Мустаевпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Министра Олег Николаевич наци уявне епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Чӑваш Ен Чӗмпӗрти Акатуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсене ӑсатӗ», — шантарнӑ республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарне.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне уявлаҫҫӗ. «Ҫак уяв ячӗпе Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейне парне ҫитрӗ», — хыпарланӑ асӑннӑ учреждени ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Краснов ӳнерҫӗ хӑйӗн «Ҫӑл умӗнче» картинине парнеленӗ. Ӳнерҫӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчи Килтӗшре авал юрланӑ вӑйӑ юррине итлени ҫинчен каласа панӑ, ҫaв юрра юрласа парнелене́.
«Картина Чӑваш наци музейӗнче упранӗ, куравсенче хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ», — тесе пӗлтернӗ Антонина Андреева.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ уяв концертне йыхравлать. «Из прошлого в будущее» (чӑв. Иртнинчен пуласлӑха) концерта ҫитсе курас текенсем валли парне хатӗрленӗ. Пӗр билет туянсан иккӗмӗшне тӳлевсӗр парӗҫ.
Уяв программинче — юратнӑ спектакльсенчи сыпӑксем, концерт номерӗсем, саламсем тата... хаваслӑ кӑмӑл.
Концерт режиссёрӗ — Максим Жучин, дирижерӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Нестерова.
Уяв концертне пултаруллӑ сцена ӑстисем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |