Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шкул ҫулне ҫитмен ачасен парачӗ иртӗ.
Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулакан Шкул ҫулне ҫитменнисен парадне икӗ пин ытла ача хутшӑнӗ.
Чӑваш Республикинче Ҫӗнтерӳ кунне ирттерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ ӗҫлӗ ушкӑнӑн ларӑвӗнче культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, парада 2 пин ытла ача хутшӑнӗ.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗ йӑлана кӗнӗ пек иртӗ. Тинех. Парад, салют, ытти мероприяти икӗ ҫул ӗнтӗ пулман, онлайн мелпе ҫеҫ иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарӑн тӗп урамӗнче парад пулӗ. Унта 1 пине яхӑн ҫын, 500 ытла техника хутшӑнӗ. Сӑмах май, репетицисем пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
11 сехет ҫурӑра Наци вулавӑшӗ умӗнче "Вилӗмсӗр полка" хутшӑнакансем пухӑнӗҫ. 12 сехет ҫурӑра вӗсем парада тухӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
15 сехетре Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче "Ҫӗнтерӳ вальсӗ" пулӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» чӑвашла каналта тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ арӗпе, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай (Аҫтахар) Плотниковпа блиц-интервью пичетленнӗ.
«Чӑваш чӗлхи кунне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илтӗн?» – тесе ыйтсан Аҫтахар: «Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ», – тесе хуравланӑ.
Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни мӗн парать тесе ыйтсан чӑваш хастарӗ: «Ку маншӑн – халӑхшӑн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ.
Чӑваш чӑваша ура хурать тенипе Николай Плотников килӗшесшӗн мар. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ».
Аҫтахарӑн юратнӑ ваттисен сӑмахӗнчен пӗри — «Куҫ хӑрать те ал тӑвать».
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ.
«Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗпе саламланӑ.
«Мӗнпур муниципаллӑ служащипе патшалӑх служащине пӗр ӑнтӑлу, пӗр пысӑк тӗллев пӗрлештерет, ку вӑл – пирӗн юратнӑ республикӑмӑрти ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тата лайӑхрах тӑвасси. Эсир вырӑнта тухӑҫлӑ ӗҫленинчен чӑннипех те питӗ нумай килет. Ҫул-йӗре, коммуналлӑ тата социаллӑ инфратытӑма ҫӗнетесси, картишсемпе урамсене тата обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртесси, инвестицисем явӑҫтарасси тата ытти нумай-нумай ыйту сирӗн кулленхи тивӗҫӗр шутӗнче», — тенӗ республика ертӳҫи саламра.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ В литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа диалог) ярӑмпа тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсене Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ун чухне хӑнана Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансене йыхравланӑ. Вӗсем Альбина Юрату поэтпа тӗл пулнӑ. Пӗчӗкскерсем валли музейҫӑсем «Чӑваш литературин тӗнчине ҫулҫӳрев» экскурси ирттернӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ордем Гали чӑваш ҫыравҫипе Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулти 4-мӗш «И» тата «Б» класра вӗренекенсем тӗл пулнӑ.
Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ.
Литература музейӗнче ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе тата студентсемпе курнӑҫма Раиса Воробьевӑна, Лидия Филипповӑна, Зоя Сывлӑмпине, Улькка Эльменне чӗнме палӑртса хунӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин Хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче «Реализация чувашского языка в XX в. — начале XXI в. в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре XX ӗмӗрте — XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхине аталантарни) темӑпа урок иртӗ.
Урока интерактивлӑ лекци мелӗпе, электрон презентаци евӗр йӗркелӗҫ. Вӗренекенсене Чӑваш чӗлхи кунӗ, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелес тата аталантарас енӗпе Иван Яковлев педагог-педагогӑн пӗлтерӗшӗ, Николай Ашмарин ӗҫӗ-хӗлӗ тата ытти кӑсӑклӑ нумай япала ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрлӗ чутайсем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пуху Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. «Чавал» пӗрлешӗве йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ.
Хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансене Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрӳллӗн саламласа тав сӑмахӗ каланӑ. «Ҫак уяв тӑван тӑрӑха, тӑван ҫӗре юратакансене пӗр чӑмӑра пухӑнма хистет, мӗн ачаран ҫуларса ӳснӗ пӗчӗк ҫӗршывӑмӑра хисеплесе пурӑнма вӗрентет», – тенӗ вӑл.
Уявра ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ.
Канмалли кунсенче Елчӗк районӗн ентешлӗхӗн уявӗ иртнӗ. Районӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртнӗ. Уява вара кӑҫал республикӑра палӑртакан Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, тата Елчӗк районне туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уява районта пурӑнакансемпе унта ҫуралнисем республикӑран кӑна мар, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗнчен те ҫитнӗ. Республикӑри ытти районсен элчисем те пулнӑ.
Мероприятине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутатсем килнӗ. Яланхи пекех, ҫакнашкал уявсенче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр ӗҫре палӑрнӑ район ҫыннисене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Пухӑннӑ хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе Елчӗк районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, эстрада артисчӗсем те савӑнтарнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 77 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӑпӑр. Юлашки ҫулсенче кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртменччӗ. Кӑҫал мӗнле пулӗ? Мероприятисен планне Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, шкулсенче вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ҫавӑн пекех акцисем, концертсем, конкурссем иртӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Республика лапамӗнче Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, «Вилӗмсӗр полк», «Ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем» акцисем, Хӗрлӗ лапамра концерт иртӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шупашкар гарнизонӗн полкне 1,2 пин ытла ҫын хутшӑнӗ, механизациленӗ колоннӑна – 70 ытла техника. Парашютистсем ялавпа сикӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |