Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑнтисем суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва ҫеҫ мар, культурӑпа спорт мероприятийӗсене те яланхиллех пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑччӗ. Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ тесе хыпарланӑччӗ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ тенӗччӗ.
Анчах паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев урӑхларах йӗркелеме сӗннине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленессипе мерӑсем йышӑнма май пур мероприятисене ҫеҫ ирттерӗҫ. Кунта
тӗслӗх вырӑнне спорт ӑмӑртӑвӗсене, мотокроса, Ача усрава илнисен республикӑри форумне асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем республика карттине тӗрлӗҫ. Кашни районти ӑста хӑйӗн районне тӗрлӗ, хӑйсен тӑрӑхӗнчи эрешсемпе усӑ курӗ.
Республика карттине паян тӗрлеме пуҫланӑ. Ӑстасем 2,5 уйӑх ӗҫлӗҫ. Унтан «Паха тӗрӗ» фирма районсенчи ӑстасен пайӗсене сыпӑнтарӗ. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, ҫак тӗрӗ Шупашкарти тӗрӗ музейӗнче вырӑн тупӗ.
Сӑмах май, 1937 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравӗ валли Чӑваш АССРӗн карттине пӗрремӗш хут тӗрленӗ, вӑл 2,7*2,5 метр калӑпӑшлӑ пулнӑ. Карттӑна «Паха тӗрӗри» 11 ӑста 1 ҫул тӗрленӗ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче 4 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 4 ҫын шывра путнӑ, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пляжра тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫулти арҫын Атӑла кӗнӗ те тухман. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Ҫав кун Правительство ҫуртӗнчи чыслава 19 ҫын тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче тӗрл сферӑра тӑрӑшакансем пур. Тӗслӗхрен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева Хисеп орденне тивӗҫнӗ. Ҫав наградӑпа ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин хисеп тума йышӑннӑ. Нина Яковлева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки.
«Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне — илемлӗх ертӳҫине Морис Яклашкина панӑ.
Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна хӑҫан тата епле уявлассине нумаях пулмасть ятарлӑ ларура сӳтсе явнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӗве йӗркелессине ҫеҫ мар (хальхи вӑхӑтра тавара таҫта та тупса илме пулать. Укҫа пултӑр ҫеҫ), культурӑпа спорт мероприятийӗсене те сӳтсе явнӑ.
Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ. Маттур ҫемьесене Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе чыслӗҫ.
Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑри самай районта Акатуй иртрӗ. Республика шайӗнчи ҫав уяв ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» паркра иртӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 12 сехетре пуҫланса 21 сехетченех пырӗ.
Уяв вӑхӑтӗнче йӗркелеме палӑртнӑ пултарулӑх лапамӗсенче чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарӗҫ. Уявра ярмӑрккӑ-куравсем ӗҫлӗҫ, фольклор ансамблӗсен тата эстрада ушкӑнӗсен, культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те пулӗ. Кире пуканӗ йӑтакансемпе, кӗрешекенсемпе пӗрлех ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те иртӗ.
Акатуя Раҫҫейӗн тӑхӑр регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран — «Атӑл» чӑваш хорӗ, Питӗртен — «Юрату» - чӑваш фольклор ансамблӗ, Тӗмен облаҫӗнчи Анат Тавда районӗнчен — «Йӑмра» чӑваш юррин халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчен —
«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Чулхуларан — «Чулхула чӑвашӗсем» ансамблӗ, Тутарстанран — «Туслӑх» ансамбль, Ӗрӗнпур облаҫӗнчен — «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — «Шанӑҫ» чӑваш юррин ансамблӗ, Сарту облаҫӗнчен — «Эмине» ансамбль.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри хӑш-пӗр ҫынна чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Хальхинче ку списока халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракансем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе икӗ ҫынна чысланӑ: Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрӑн уйрӑмӗн специалистне Людмила Буковининӑна тата Чӑваш Республикин ӗҫлӗх центрӗн пайӗн пуҫлӑхне Елена Горбатовӑна.
«Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Светлана Павлова, РФ Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Ирина Семенова тата Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Вӑрмар районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Семёнова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев социаллӑ пулӑшу паракан сферӑн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ.
«Эсир — шанчӑклӑ та тимлӗ пулӑшуҫӑсем, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнисене эсир пулӑшатӑр, пӗчченлӗхрен хӑтаратӑр, ыранхи куна шанма вӑй-хӑват паратӑр.
Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси — патшалӑхӑн стратеги пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Эсир ырми-канми ӗҫлени социаллӑ политика ыйтӑвӗсене татса пама, ачаллӑ ҫемьесене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йышши мелсемпе пулӑшма, социаллӑ контрактсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Ку ӗҫре сирӗн тивӗҫӗр вышкайсӑр пысӑк», — тесе ҫырнӑ саламра республика ертӳҫи.
Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле канӑпӑр? Паллах, ҫулла кун пирки нумайӑшӗ шутламасть. Ҫапах халь пӗлни те пӑсмасть.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче вунӑ кун кантарӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗрен канӑпӑр. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухмалла. Ҫапла 10 кун канӑпӑр.
Ҫу уйӑхӗнче, 1-9-мӗшӗсенче, уявсенче тӑватшар кун кантарӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин 10 кун канма ирӗк панӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |