Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.
Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсем валли ятарлӑ акци ирттерет. Ҫак ырӑ йӑлана театрта тахҫанах тытса пыраҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче те ҫавӑн евӗрлӗ акци иртет унта.
Уяв кунӗнче тӗпренчӗкӗсемпе театра пыракан ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене спектакль курма тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Спектакль умӗн ашшӗсене тӗрлӗ парне кӗтӗ, ҫав шутра — юрӑ-кӗвӗллӗ парне те.
Тӑван ҫӗршывӑн хӳтелевҫин кунӗнче театр «Золотой цыплёнок» (0+) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмах кӑтартӗ.
Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ.
Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этнокомплексра наци Хӗл Мучийӗсен фестивалӗ иртӗ. Ун пек мероприятие унта пуҫласа йӗркелӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ.
Этнокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫулне халалланӑ. Ҫавна май пирӗн Хӗл Мучи кӳршӗллӗ регионсенчи Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп сӑнарне хӑнана йыхравлас тенӗ. Уява Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчен Кыш Бабай, Удмурт Республикинчен Тол Бабай, Мӑкшӑ Республикинчен Якшамо Атя, Мари Элтан Йушто Кугыза килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ паян пӗр ӗмӗрхине уявлать. Ҫав ятпа ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телеграммӑпа саламланӑ.
Халӑх пархатарӗпе историйӗн управҫин ӗҫченӗсем музейпа филиалӗсене аталантарассишӗн нумай ӗҫ туса ирттернине палӑртнӑ.
«Сирӗн тӗпчев, экспозици ӗҫӗ-хӗлӗр, вӗрентӳ, ҫутӗҫ, информаци проектӑрсем Чӑваш Ен тӗп хулипе республикӑн культура тата общество пурнӑҫне пуянлатаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ правительство телеграмминче.
Паян музей юбилей мероприятийӗсене уҫрӗ. Ака уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче «Национальный музей: 100 лет в истории Чувашии» (чӑв. Наци музейӗ: Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи 100 ҫул) ятпа регионсем хушшинчи музей форумӗ иртӗ. Вӑл юбилей мероприятийӗсенчен чи пӗлтерӗшли теме те юрать. Ӑна йӗркелеме федерацин Атӑлҫи округӗнчи музейсен канашӗ хутшӑнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.
Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.
Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.
Чӑваш журналистики пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. ҫак дата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» пуҫласа пичетленнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл паян, 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта кун ҫути курнӑ.
2021 ҫулта сакӑр пичет кӑларӑмӗ 90 ҫулхи юбилейне уявлӗ: «Тантӑш» ача-пӑча хаҫачӗ, «Тӑван Атӑл» журнал, Патӑрьел районӗнчи «Авангард», Канаш районӗнчи «Канаш», Куславкка районӗнчи «Ялав», Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Парачкав районӗнчи «Порецкие вести», Комсомольски районӗнчи «Каҫал ен» хаҫатсем. «Хресчен сасси» 30 ҫулхине уявлӗ.
Радио калаҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет, Чӑваш Енри телекурава йӗркеленӗренпе — 60 ҫул.
Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ.
Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ.
Кӑшарни тӗлне хатӗрленӗ шыва кӗмелли вырӑсенче паянтан тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен васкавлӑ пулӑшу машинисем дежурствӑра тӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Улатимӗр кнеҫ соборӗ патӗнчи купель ҫывӑхӗнче васкавлӑ пулӑшу машини кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 22 сехетрен тытӑнса кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 8 сехетчен, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетрен кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи 06 сехетчен дежурствӑра пулӗ.
Шупашкарти виҫӗ купель ҫывӑхӗнче кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетчен васкавлӑ пулӑшу машинисем пулӗҫ.
Районсенче те тухтӑрсен бригадисем дежурствӑра тӑрӗҫ.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |