Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӗмпӗрти Акатуя тата унта иртекен Халӑхсен туслӑхӗн кунӗпе саламлама концертпа тухса кайӗ. Уяв ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Винновская роща» культурӑпа кану паркӗнче иртӗ. Акатуй 11 сехетре пуҫланӗ.
Уява Тутарстанри, Оренбург, Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчи коллективсем хутшӑнӗҫ.
Чӗмпӗрсем чӑваш Акатуйне кӑҫалхипе 32-мӗш хут пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫав уяв «Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ. Иван Яковлев хваттерӗ» музей территорийӗнче чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫнипе пӗр килӗ.
Малтан шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет тесе пӗлтернӗччӗ. Анчах нумаях пулмасть хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов сӗннипе уява куҫарма йышӑннӑ: вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ.
Ку хыпар чылай ашшӗ-амӑшне савӑнтарман. Мӗншӗн тесен вӗсем уява паллӑ тумалли кафе-ресторана суйласа хунӑ-ҫке-ха. Ҫавна май Раҫҫӗйри ведомство Чӑваш Енре уява ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне шута илсе йӗркелеме ыйтнӑ. Министр хӑш шкулта уява ирттерессипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине кура вӗсене пулӑшма каланӑ.
Республика уявӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 23-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль иртӗ.
Унта Раҫҫейри тата хамӑр патри сӑра савучӗсем, сӑра вӗретекенсем хутшӑнӗҫ, чи лайӑх ӗҫмен дегустацийӗ пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку мероприятие кашни ҫулах ирттерме палӑртнине каланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен – Раҫҫейре хӑмла чи нумай туса илекен регион. Пирӗн патра ҫулталӑкра 180 тонна хӑмла пухаҫҫӗ, Раҫҫейӗпе - 7,5-8 пин тонна. Пирӗн республикӑра ҫӗршывра туса илне хӑмлан 90 процентне хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарта иртнӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие 27 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Унта Донбасран эвакуациленнисем килнӗ. Пӗр ҫемье, тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ. Салтак Чӑваш Енре ҫуралнӑскер пулнӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ.
Аса илтерер: пандемие пула икӗ ҫул Ҫӗнтерӳ кунӗнче мероприятисем онлайн мелпе иртмен. Кӑҫал парад та пулнӑ, салют та янӑ, ытти мероприяти те иртнӗ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Ҫӗнтерӳ кунне халалласа уяв программи хатӗрленӗ. Ушкӑнӑн пултарулӑхне хаклакансем концерта Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра тата Вӑрнарта курайӗҫ. Хӗрлӗ лапамра концерт ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, Вӑрнар администрацийӗ ҫумӗнчи лапамра ҫав кунах 20 сехетре пулӗ.
Куракансем валли ушкӑн «Ҫар ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ», «Ҫуркунне» вокалпа хореографи сюитисем, «Гвардейская полька», «Яблочко», «Голубы её глаза» номерсем тата ытти те хатӗрленӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче ретро-троллейбус ҫула тухӗ. 1964 ҫулта туса кӑларнӑскер яланхи пекех 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Ҫула ирхи 9 сехетре тухӗ те 18 сехетре вӗҫлӗ.
Руль умӗнче троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫленӗ. Водитель те, кондуктор та ҫар тумӗпе пулӗҫ.
Троллейбус мӗнле ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать. Ӑна "Ретро 001" тесе палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта 10 сехетре пуҫланӗҫ. Ирхи 10 сехетре «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне тӳре-шарапа ветерансем чечек хума пуҫтарӑнӗҫ.
12 сехетре Республика тӳремӗпе Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗн тата ҫар техникин парачӗ иртӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнмалла. Парада 100 ытла ҫар техникине илсе тухӗҫ.
Ҫӗнтерӳ парачӗ «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм ҫӗршыври акципе малалла тӑсӑлӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Унта хутшӑнакансем 11 сехет те 30 минутран Наци вулавӑшӗ умне пухӑнма тытӑнӗҫ. Колоннӑсем 12 сехет те 30 минутра хускалӗҫ.
15 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» акци иртӗ. 19 сехетре Хӗрлӗ лапамра концерт пуҫланӗ. 21 сехетре Ҫӗнтерӳ салючӗ пулӗ.
Ҫу уйӑхӗнчи уявсенче Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пирӗн пата килекен пуйӑссен шучӗ нумайланӗ.
Шупашкартан хушма пуйӑссем ҫу уйӑхӗн 2, 3, 7, 8, 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗҫ, Мускавран хушма рейс ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Сӑмахран, 228/227-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12:55 сехетре хускалӗ, Мускава тепӗр кунхине 03:20 сехетре ҫитӗ. Вӑлах Шупашкартан Мускава ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 22:45 сехетре хускалӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ҫу уйӑхӗн 13:10 сехетре пулӗ. Расписание хушма рейссем те кӗртнӗ. Вӗсемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулсен сайтӗнче паллашма пулать.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата 9-мӗшӗ мӗнпур почта уйрӑмӗсенче канмалли кунсем пулӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче почта уйрӑмӗсем пӗр сехет маларах хупӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче почта уйрӑмӗсем яланхи графикпа ӗҫлӗҫ, 3-мӗшӗнче клиентсене шӑматкунхи графикпа йышӑнӗҫ, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара — вырсарникунхи ӗҫ графикӗпе.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен ҫӗршыври пӗтӗм почта уйрӑмӗсем яланхи режимпа ӗҫлӗҫ.
Почта уйрӑмӗсен ӗҫ графикне тӗплӗн пӗлес тесен е картта ҫинче ҫывӑхри уҫӑ уйрӑма тупас тесен pochta.ru сайтра е почтӑн мобильлӗ приложенинче пӑхмалла. Ҫак каҫӑпа мобильлӗ хатӗрпе каҫсан унта приложение вырнаҫтарма май пур.
Умра – вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсенче Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртекен Ҫӗнтерӳ парачӗ иртнӗ чухне те эрех-сӑра туянма май пулмӗ. Ку чару мероприяти иртекен вырӑнсене пырса тивет. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи уяв Чапаев скверӗнчен пуҫласа Воробьев композиторсен урамӗ таран иртӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче мероприятисем Хӗрлӗ лапамра, Республика лапамӗнче, «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче пулӗҫ.
Эрех-сӑрана массӑллӑ мероприяти пуҫланиччен 2 сехет маларах тата ун хыҫҫӑн 1 сехет сутмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |