Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул, П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ 30 ҫул ҫитнине халалласа уяв мероприятийӗсем иртнӗ. Вӗсене ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче уявланӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15:00 сехетре Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче Чӑваш пӗрлешӗвӗн пухӑвӗ пулнӑ, унта вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем, педагогсем концерт кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хӑнисемпе Пушкӑртстан чӑвашӗсем Чӑваш Хурамал ялне, В.В.Николаев ялне ҫитсе килнӗ.
Паян Чӑва Ен делегацийӗ П.М.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче иртекен ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ.
Кӑҫал "Вилӗмсӗр полк" акцие массӑллӑ ирттермӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ республика влаҫӗ.
Ҫакна хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тӑваҫҫӗ. Анчах ку акци пач иртмест тенине пӗлтермест. Вӑл урӑх форматпа пулӗ.
Тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ тӑванӑн портретне машина ҫине ҫирӗплеме пулать. Е халӑх тетелӗнчи страницӑра аватарка вырӑнне паттӑр тӑванӑн сӑнне лартма юрать. Е вӑрҫӑ ветеранӗн сӑнне пейдж ҫине вырнаҫтарма пулать. Ҫакнашкал форматпа иртӗ те "Вилӗмсӗр полк" Пӗтӗм Раҫҫейри акци.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре уҫӑ тӳпе айӗнче кино кӑтартӗҫ. Фильмсем Совет Союзӗнче ӳкернисем пулӗҫ.
Пӗтӗмпе 10 кино кӑтартӗҫ. Мӗнлисене? Ҫынсем хӑйсем суйлӗҫ. Ҫавна май "Уҫӑ хула" порталта сасӑлав пуҫарнӑ. Унта 11 кинокартинӑна кӗртнӗ: «А зори здесь тихие», «Аты-баты шли солдаты», «Битва за Москву», «В бой идут одни старики», «Два капитана», «Женя, Женечка и „катюша“», «Кортик», «Летят журавли», «Мальчишки ехали на фронт», «Офицеры», «Солдат Иван Бровкин».
Кӑҫал пирӗн республикӑра Ҫуркуннепе ӗҫ уявне анлӑн уявламӗҫ. Ку хыпара республкиӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Мероприятисене тӗп хулари тӑватӑ лапамра ирттерӗҫ, ҫав кун ӗҫлекен коллективсем валли онлайн-трансляцисем йӗркелӗҫ.
Ҫуркуннепе ӗҫ уявне пысӑк йышпа саркаланмасӑр ирттерес йышӑнӑва хӑрушсӑрлӑхпа сӑлтавланӑ. Чӑвашрессовпрофӑн ертӳҫи Анатолий Коршунов ҫавӑн пек сӗннӗ-мӗн. Хӑршусӑрлӑхсӑр пуҫне татти-сыпписӗр ӗҫлекен производствӑсене те чарса лартасшӑн мар.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ каччӑ Андриян Николаев космонавт хӳттипе Краснодар крайӗнчи Туапсе районӗнчи Джубга поселокне лекнӗ.
Ку вӑл 1962 ҫулта пулнӑ. Шуршӑл каччине Эдуард Лукина (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, вӑл халӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ ӗнтӗ) ҫав ҫулхине ҫара илнӗ. Вӑл Андриян Николаевпа пӗр ялтан пулнине пӗлсен призыв пунктӗнче каччӑна хӑй каяс тенӗ ҫар чаҫне суйлама ирӗк панӑ. Кун пирки арҫыннӑн арӑмӗ Зинаида Лукина Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти музейпа курав центрӗнче пулнӑ чухне каласа кӑтартнӑ. Учрежденири музейра мухтавлӑ ентешӗмӗре халалланӑ «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ» кӗтес пур. Ӑна Андриян Николаева халалланӑ.
Шупашкар хулинчи «кӗмӗл» волонтёрсем #ровесникиПобеды (чӑв. Ҫӗнтерӳ тантӑшӗсем) челленджа хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ.
Челленджа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «кӗмӗл» волонтёрӗсем пуҫарнӑ. Унта чи малтан хутшӑнни — Аделия Львова. Хӗрарӑм 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Челленджа Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫулӗнче ҫуралнӑ кирек кам та хутшӑнайӗ. Вӗсен хӑйсемпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ аса илӳсене ҫырса илсе тӗнче тетелне #ровесникиПобеды хештегпа вырнаҫтармалла.
Чӑваш Ен Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ. Кӑҫал уяв йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта иртӗ. Ҫавӑн пекех уяв лапамӗ валли тепӗр муниципалитет суйлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ.
Яланхи пекех Акатуй, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ иртӗ. Шупашкарта экономика форумӗ 13-хут пулӗ.
Ҫӗнӗлӗхсем те пур. Кӑҫал Ҫамрӑксен уйлӑхне йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл «Культурӑсен диалогӗ» ятлӑ пулӗ. Ӑна Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентствипе пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех Чечексен фестивальне пӗрремӗш хут ирттерме палӑртнӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» уявне ирттерме Федерацин национальноҫсен ӗҫӗн агентстви пулӑшӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев агенство ертӳҫипе Игорь Бариновпа тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ.
Мускавра йӗркелекен ҫӗршыв шайӗнчи Акатуй Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗн тата Измайлов паркӗн территорийӗнче иртӗ. Ку уява чӑвашсем ҫурхи уй-хир ӗҫне вӗҫленӗ хыҫҫӑн уявланӑ. Ырӑ йӑла-йӗркене тӑван халӑхӑмӑр паян та тивӗҫлипе тытса пырать. Ӑна ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре Китай культурин кунӗсем иртӗҫ. Ӑна ака уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ.
Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче уҫӗҫ.
Китай культурин кунӗсенче китайской каллиграфийӗпе, цигун гимнастикӑпа, чей ӗҫессипе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ.
Унсӑр пуҫне Раҫҫейпе Китай хутшӑнӑвӗсем, Иакинф Бичуринӑн китай грамматики, Китай живопиҫӗн философийӗпе хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен лекцисем ирттерӗҫ.
Раҫҫейӗн наукӑсен акаемийӗн Китайпа хальхи вӑхӑтри Азин институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, китай живопиҫӗпе каллиграфи преподавателӗн Анна Донченкон куравӗ уҫӑлӗ.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ.
Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова.
Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |