Паян, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Арҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунне палӑртаҫҫӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, уява Тринидад тата Тобаго утрав патшалӑхӗ 1999 ҫулта йышӑннӑ. Каярах ҫавна Кариб бассейнне кӗрекен, Астралири, Ҫурҫӗр Америкӑри, Азири, Европӑри ҫӗршывсем ырласа йышӑннӑ, каярах — Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ.
Уява йӗркелекенсем арҫынсемпе арҫын ачасен сывлӑхне, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне, тимлӗх уйӑрма чӗнсе калаҫҫӗ.
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Арҫынсен пӗтӗм тӗнчреи тата тепӗр кунне палӑртаҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме Совет Союзӗн Президенчӗ пулнӑ Михаил Горбачёв 2000 ҫулта сӗннӗ. Чӑн-чӑн арҫын ҫӳлте тытакан арҫынсене ҫав кун лауреат ячӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Мӗнех, пӗр уйӑхра икӗ хутчен саламлар арҫынсене.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Пӗрлӗх кунне уявланӑ. «Ытти халӑхпа пӗрле чӑвашсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ», — тесе пӗлтерет Илья Туманов Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Уяв концертне 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хастар хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗ куракансене килӗшнӗ.
Пӗрлӗх кунне уявланӑ май гимнази директорне, «Духовный взлёт» (чӑв. Ӑс-хакӑл хӑпартланӑвӗ) фондӑн пуҫлӑхне, Анат Камӑри чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫине Галина Ляховӑна Анат Кама район пуҫлӑхӗ Айдар Метшин алӑ пуснӑ Хисеп хучӗпе чысланӑ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара маларах эпир асӑннӑ 34-мӗш гимнази Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ произоводство пӗрлешӗвӗ хӑйӗн черетлӗ кунне уявланӑ. «Ҫавра» датах мар та (савут 78 ҫул тултарнӑ», пӗрех халӑхпах палӑртнӑ ҫав куна. Хальхинче уяв «Салют» культура керменӗнче иртнӗ. Унта предприятире паян ӗҫлекенсемпе пӗрлех ветерансене йыхравланӑ. Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илнӗ хӑнасене.
Саламлама пынисен хушшинче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ ҫумӗ Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Тимофеев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Виктор Горубнов пулнӑ. Уява савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников уҫнӑ.
Савут ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Раҫҫейӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотисене Андрей Максимов электросварщик, Василий Орлов водитель, Надежда Семенова тата Гельсина Шарафутдинова контролерсем, электроснабжени цехӗн пуҫлӑхӗ Виталий Ухватов тивӗҫнӗ.
Паян Шупашкарти Пӑр керменӗнче Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тунӑ. Унччен вара Правительство ҫуртне агпопромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисене йыхравланӑ. Вӗсене ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑсемпе чысланӑ.
Паянах Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче (вӑл Тутаркасси ял тӑрӑхне кӗрет) теплица комплексӗ уҫӑлнӑ. Ӑна «Новочебоксарский» ят панӑ.
Объекта уҫма Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тата ыттисем хутшӑннӑ. Теплица комплексӗн пуҫлӑхӗ — Алексей Захаров.
Чӑваш Енри делегаци Турцин черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хутшӑннӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ.
Турцин 96-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уява Хусанти «Казан-Палас» хӑна ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗн йышӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков пулнӑ.
Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, йыхрав хутӗнче ҫапла ҫырса хунӑ: «Турци Республикин Хусанти генеральнӑй консулӗ Исмет Эрикан тата Айше Реззан Эрикан госпожа Сире йышӑнӑва хутшӑнса чыс тума ыйтать».
Сӑвӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, таҫта та чӗнсе курнӑ, анчах кун пек кӑмӑл туман. Хӑнасене консул мӑшӑрӗпе ӑшӑ сӑмах каласа хӑй кӗтсе илнӗ. Вӗсем саланнӑ чух алӑ тытса сывпуллашнӑ.
Уява халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче писательсемпе поэтсем, журналистсем, усламҫасем тата ыттисем пулнӑ.
Ҫитес эрне ӗҫлекенсемшӗн кӗскерех пулӗ. Ку уявпа ҫыхӑннӑ. Тунтикун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Эрнере 5 кун тӑрӑшакансем чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче канӗҫ, ӗҫе ытларикун ҫеҫ тухӗҫ.
Ҫапах хӑш-пӗр организаци уяв кунне пӑхмасӑрах ӗҫлеме тухма йышӑннӑ-мӗн. Вӗсем куншӑн Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, канӗҫ. Кӑҫал вӑл ытларикуна лекӗ.
Палӑртмалла: ку эрнере, уяв умӗнхи канмалли кунсем умӗн, эрнекун кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ пулмӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе хӑй ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Ӑна Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай райнӗнче анлӑн уявӗҫ.
Чӑваш Ен Правительствин мероприятисен планне йӗркелемелле, уншӑн е куншӑн яваплисене палӑртмалла. Районсемпе хуласенче те республикӑмӑрӑн пӗр ӗмӗрхине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Ҫавӑн пирки те асӑнса хӑварнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗнче.
Хӗрлӗ Чутай районне республика хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Кун пирки те хушура каланӑ.
Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӑстасем Михаил Игнатьев Элтеперпе юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тӗл пулнӑ. Курнӑҫу Чӑваш тӗррин музейӗнче иртнӗ. Унта чӑваш халӑхӗн пуян культура эткерлӗхне упраса хӑварас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек кун ӳнерӗн ҫак енӗпе халӑха кӑсӑклантарма, ӑстасен опытне анлӑ сарма пулӑшӗ.
Паян, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче преподавательсем студентсене халӑх ӳнерӗпе ҫывӑхлатаҫҫӗ.
Ӑстасем тӗлпулӑва хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ.
Раҫҫей ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе уявлассине пӗлтернӗ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем те саламлаҫҫӗ ӑна. Ҫапла ҫырать «Новости» информаци агентстви.
Тунтикун, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ хӑйӗн 67 ҫулхине уявлать.
«Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳлллӗ хыпар пӗлтерӗпӗр. Паян ирхи вуннӑран вӑл ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсенчен салам йышӑнать», — каланӑ пресс-секретарь.
Ют ҫӗршывсенчи ӗҫтешсем саламланӑ вӑхӑтрах ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Ҫапла паян кӑнтӑрлаччен Путин ӗҫ пиркиех шухӑшланӑ.
Маларах Владимир Путин Президента Дмитрий Медведев премьер-министр саламланӑ. Вӑл ӑна Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх суннӑ.
Паян – Ватӑ ҫынсен кунӗ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗ уяв тӗлне Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ миҫе ҫын пурӑннине шутланӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑри 56 ҫын пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ. Вӗсенчен 49-шӗ – хӗрарӑмсем. Статистика та ҫакнах ҫирӗплетет: хӗрарӑмсем ытларах пурӑнаҫҫӗ.
Пӗтӗмпе республикӑра 80 ҫултан иртнӗ 44,3 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен 77,4 проценчӗ – хӗрарӑмсем. 5216 ҫын 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Танлаштармашкӑн: 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра 100 ҫул тултарнӑ 65 ҫул пурӑннӑ, вӗсенчен 62-шӗ хӗрарӑм пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |