Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.
Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.
Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.
Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Йӗкӗрешсен фестивалӗ иртӗ. Ӑна Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халаллӗҫ.
Республика тӗп хулин администрацийӗн Культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль йӗкӗрешсем утса пынипе уҫӑлӗ. Унтан вӗсен тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче тупӑшма тивӗ. Чи маттуррисене «Пуринчен уйрӑлса тӑракан ҫипуҫ», «Наци сӗмӗ», «Пуринчен уйрӑлса тӑракансем», «Ташша пуринчен пултаракансем», «Спорта чи туслисем», «Юрӑ-кӗвӗре пуринчен пултаракансем», «Куракансене килӗшнисем» номинацисенче чыслӗҫ.
Йӗкӗрешсен уявӗ 2017 ҫулта Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра иртнӗччӗ. Ҫав мероприятие ун чухне Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунахалалланӑччӗ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Дмитрий Самаренкин «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Капла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дмитрий Самаренкин — «Казанский маслоэкстракционный комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ертӳҫи. Чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче суйланӑ. Дмитрий Самаренкинӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Элтеперпе Дмитрий Самаренкин тӗл пулнӑ. Ун чухне енсем «Канаш Агро» агрофирмӑна (унӑн учредителӗ — эпир маларах асӑннӑ Хусанти агрохолдинг) аталантарас тата Тутарстанра пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Унта, сӑмах май, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ. Уяв ыран иртӗ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн, Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем концерт кӑтартӗҫ. Мероприяти кӳлмекре Амӑшӗн палӑкӗ умӗнче иртӗ. Концерт 18 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкара Катя Ростовцева, Дмитрий Прянов, Светлана Питерская, Александр Добронравов тата ыттисем килӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне Раҫҫейре 2008 ҫултанпа палӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна ахальтен суйламан: шӑпах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче православи календарӗпе килӗшӳллӗн Петр тата Феврони Муромскисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ҫветтуйсем шанчӑклӑха, юратӑва, ҫемье телейне упрама пӗлнӗ.
Ӗнер Мускаври ентешӗмӗрсем Акатуя пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑк кӗрхи пек сивӗ тӑнине тата ҫапса ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах халӑх уявра савӑнчӗ.
Мускаври Акатуя Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсен пӗр ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Йышра правлени ертӳҫи Лидия Филиппова, ҫавӑн пекех Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев, Чӗмпӗрти чӑваш ҫыравҫи Николай Ларионов пулчӗҫ. Чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова, Роза Степанова юрӑҫ, Зоя Яковлева телеоператор та ҫак йышраччӗ.
Акатуйпа саламлама политиксем, тӗрлӗ-шайри тӳре-шара, ҫавӑн пекех Питӗрти, Чӗмпӗр тата Иркутск облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанри тата, паллах, чӑвашсем пырса ҫитнӗччӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Унӑн пӗр пайӗ Улатӑр районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртрӗ. Уява чӑваш ялӗнче, Кивӗ Эйпеҫре, йӗркелерӗҫ.
Ӗнер вара тӗп мероприятисем Шупашкарта иртрӗҫ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Шупашкарти Соляное микрорайонта ача пахчи уҫни, Ҫӗнӗ хулана троллейбус ҫӳреме тытӑнни.
Каҫхи сакӑр сехетре республика ҫыннисене уявпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Пурне те илтекен, куракан республикӑри журналистсенчен пӗри, Андрей Иванов, уяв ертӳҫи чӑвашсем вырӑс чунӗллӗ тенине астуса юлнӑ.
«Эпир – чӑвашсем. Тутарсемпе пӗр этнос ушкӑнне кӗретпӗр, мӑкшӑ-ирҫесемпе туслӑ, чунпа вара эпир — вырӑс», – тенӗ-мӗн сцена ҫинчен илтӗнекен кадр хыҫӗнчи сас.
Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ.
«Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ.
«Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗрлӗ енпе тӑрӑшса палӑрнӑ ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ артисчӗ пур.
Раҫҫей Президенчӗн Хисеп грамотине Нина Гроигорьева тивӗҫнӗ. Вӑл, аса илтерер, — Раҫҫей халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна та паян Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй саламланӑ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни.
«Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта.
Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.
Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |