Ӗнер Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн Стас Михайловӑн концерчӗ пулнӑ. Вӑл хула курса киленме те ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер Анне кунӗ пулнӑ май Стас Михайлов Чӑваш Енри амӑшӗсене саламланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Анне палӑкӗ патне ҫитнӗ, салам сӑмахӗсем каласа видео ӳкернӗ. Видеона вара Инстаграмри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.
«Эпир шӑпах ҫакнашкал хулара халӗ – кунта Анне палӑкӗ пур. Аннесем, телей сире, юрату, ачасенчен пархатар курма сунатӑп, нумай тата телейлӗ пурӑнӑр. Эсир пур чухне эпир ачасем пулӑпӑр», - ҫапла саламланӑ паллӑ юрӑҫ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Стас Михайлов ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ пӗр кинотеатра та ҫитсе курнӑ
Шупашкарти туй халӑхӗ пакунлисене хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сиксе тухнӑ.
«Инфореактор» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи кафесенчен пӗринче туй иртнӗ. Сӑра сакки сарлака, туй-ҫуй таврашӗнче ӗҫмесӗр пулманах-тӑр. Тахӑш самантра тем пайлайман-ҫке — харкашу сиксе тухнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Кафере ӗҫлекенсем хӗрсе кайнӑ туй халӑхне чарма пӑхнӑ, анчах май килменнине кура пакунлисене чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем килсе ҫитсен те ҫапӑҫакансем чарӑнман. Унтан та ытларах — пакунлисене хӗнеме тытӑннӑ. Пысӑк ушкӑна ҫӗнеймессине ӑнланса лешсем хӑйсен ӗҫтешӗсене чӗнсе илнӗ.
Кафери харкашӑва халӗ йӗрке хуралҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи килӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Юмахри ҫав сӑнар «Новогоднее путешествие» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ) проекта пурнӑсланӑ май Чӑваш Ен тӗп хулинче пулӗ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче хӗллехи тапхӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗ. Унтан вӑл Шупашкарти пӗр-пӗр Культура ҫуртне ҫул тытӗ. Ӑҫта каяссине хулари тӳре-шара хальлӗхе пӗлтермен. Шупашкарта пулнӑ май Хӗл Мучи «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче вӑхӑта самай ирттерӗ. Унта унпа сӑн ӳкерӗнме, тӗрлӗ конкурса хутшӑнма май килӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи Шупашкара килнӗ ятпа йӗркеленӗ уяв салютпа вӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпара паян ҫеҫ пӗлчӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хыпарсен служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫур ӗмӗрхине Юрий Васильев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уявланӑ. Тата, унта ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер ӑна уява ытлашши савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерме сӗнмен имӗш. Юлашкинчен каланин чӑнлӑхне ҫирӗплетеймӗпӗр. Вырӑссем калашле, мӗн хакпа илнӗ, ҫав хакпа сутатпӑр.
Юбилея 120-е яхӑн хӑнана чӗннӗ. Ҫав йышра муниципалитетсен ертӳҫисем, правительство пайташӗсем, паллӑ политиксем, усламҫӑсем пулнӑ.
Юрий Васильев ҫар училищинче вӗреннӗ, Тӑвай район администрацине ертсе пынӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта та, район-халара та тӗрлӗ мероприяти иртет. Тӗп хулара уяв Хӗрлӗ лапамра иртӗ.
Юлашки вӑхӑтра уявсенче лавккара эрех-сӑра суттарма пӑрахрӗҫ. Ку саккун хальхинче те айккинче юлмӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, массӑллӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ярмӑрккӑсем, парадсем иртекен вырӑнсенче алкоголь сутма юрамасть. Ҫавна май чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра эрех-сӑра сутмӗҫ.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче алкоголь шӗвекне Пӗлӳ кунӗнче, юлашки шӑнкӑравра, ӑсату каҫӗнче те туянма май ҫук.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунӗ Шупашкарта тата пӗр районта иртет. Ҫитес ҫул уява ӑҫта ирттерӗҫ-ха?
2019 ҫулта Республика кунӗнчи уявсем Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче ирттерӗҫ. Ҫавна май муниципалитета грант уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе районта хӑтлӑх, илем кӗртӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче ирттернӗ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗрӗн сумлӑ ывӑлӗ, профессор, филолог, ӑслӑ-тӑнлӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарчӗ. Ҫав кун тӗлне Чӑваш наци вулавӑшӗнче курав уҫӑлнӑччӗ. Эрнекун, юпан 19-мӗшӗнче, асӑннӑ культура учрежденийӗнче «Чӑн чӑваш филологийӗ: иртнӗ ӗмӗр ӑслӑлӑхӗ е пирӗн пуласлӑх?» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ.
Уявра пулнӑ Тимӗр Акташ зал лӑк тулли пулнине пӗлтерет. Унта ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе пултарулӑх интеллигенцийӗ ҫеҫ мар, республикӑри районсенчен ялти вӗрентекенсем те ҫитнӗ. Мероприятие Етӗрне районӗнчи ача-ача фольклор ушкӑнӗ уҫнӑ.
Атнер Хусанкай пурнӑҫӗ, унӑн ӑслӑлӑхпа педагогика тата обществӑри вырӑнӗ ҫинчен Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров тата ЧНКн президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов каласа кӑтартнӑ. Анатолий Ухтияров Атнер Хусанкая Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тата ЧНКн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтартнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче Кӗр сӑри уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкар район администрацийӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ. Уяв юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.
Унта хутшӑнакансене 10 сехетре регистрацилеме пуҫлӗҫ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 11 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн мероприяти малалла тӑсӑлӗ. Кӗр пуянлӑхӗпе паллаштаракан апат-ҫимӗҫ куравне 12 сехетре уҫӗҫ. 12 сехет те 30 минутра чӑваш ӗҫми-ҫимин конкурсӗ те иртӗ.
Юрра-ташша юратакансем валли те ҫав кун чун киленӗҫӗ тупӑнӗ. Малтан концерт пулӗ, унтан вӗсем валли ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвне те программӑна кӗртнӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать.
Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ваттисен кунне паллӑ тунӑ. Ҫавна май Шупашкарта, Чӑваш Енри район-хулара тӗрлӗ мероприяти, акци иртнӗ. Ваттисем валли кӑмӑллӑ пулӑмсем вӗҫленмен-ха.
Ыран тивӗҫлӗ канури ҫынсене Шупашкарти кӳлмеке васкама сӗнетпӗр. Унта 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен чуччу урапапа вӗсене тӳлевсӗрех ярӑнтарӗҫ.
Анчах тивӗҫлӗ канӑва тухнине ӗнентерекен улостоверение манса хӑвармалла мар. Унсӑрӑн чуччупа тӳлевсӗр ярӑнасси пулмасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |