Кӑҫал Республика кунӗ вырсарникуна лекет. Ытти ҫул ҫав уявра халӑх каннӑ пулсан кӑҫал мӗн тӑвӗҫ ыйту республикӑра пурӑнакансене кӑсӑклантарнине ӑнланма пулать. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх инспекцийӗ ЧР Элтеперӗ Администрацине ҫак ыйтупа ҫыру та янӑ.
«Чӑваш Республикинчи патшалӑх уявӗсем ҫинчен» саккунпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне патшалӑх уявӗ, ӗҫлемен уяв кунӗ тесе йышӑннӑ. Ӗҫлекенсен канмалли кунне тата ӗҫлемелли мар уяв кунне тухӑҫлӑ усӑ курас тесен Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн канмалли кунсене урӑх кунсене куҫарма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ун пек йышӑну туманнине кура ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ урӑх куна куҫмӗ», – хуравланӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ Ертӳҫи Юрий Васильев.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов асӑннӑ муниципалитет Республика кунне хатӗррине пӗлтернӗ. Аса илтерер, кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗ Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме, объектсене ҫӗнетме муниципалитет Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне — 10 миллион тенке — тивӗҫнӗ.
Республика кунӗ тӗлӗнче Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайӗҫ: фельдешрпа акушер пункчӗ, «Юмах» ачасен кану вырӑнӗ тата ытти те. Республика кунне хатӗрленсе ирттерес ыйтусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ ларура тишкернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗсем уяв мероприятийӗсене епле хатӗрленни пирки отчет тунӑ. Яваплӑ министрсем те сӑмах илнӗ.
Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ.
«Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта.
Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ.
Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Абан районӗнчи Восток поселок пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Ҫак ял ятне панин историйӗ те кӑсӑклӑ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн 1963 ҫулта ҫакӑнта пурӑнакан чӑвашсем поселок ятне улӑштарма ыйтса ҫырнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ». Унччен вӑл вырӑна Чӑваш нацийӗ тенӗ иккен.
Ял уявӗпе саламлама вырӑнти тӳре-шара, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов та ентешӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Тӳре-шара та, сӑмах май, пушӑ алӑпа ҫитмен. Инҫетри чӑвашсем тӑван ялӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне хаваслӑн та чыслӑн уявланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ.
Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ.
Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне Чӑваш Енре кӗске метражлӑ «Ҫӑматӑ» ятлӑ фильм ӳкернӗ. Унта ҫивӗч ыйту хускастнӑ: ашшӗ-амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен ачисем шар кураҫҫӗ.
Фильма Владимир Синяев режиссер ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнче тетелне кӑларнӑ. Сюжечӗ куҫҫуль кӑларать. Амӑшӗ ывӑлне ҫӑматӑ парнелет. Ашшӗ киле мухмӑрлӑ килет те эрех шырать. Хайхискер ывӑлӗн ҫӑматне йӑтса тухса каять. Ача ашшӗ хыҫҫӑн ҫара уран чупать. Урамра вара – шартлама сивӗ. Арҫын ывӑлне юр ҫине тӗксе ярать. Вӑл ҫӑматӑна сутса эрех ӗҫет. Ачан урине тӑм илет. Ывӑлӗ пульницӑра выртнине пӗлсен ашшӗ ҫӑматӑна каялла илсе ачана парать. Анчах вӑл ӑна кирлӗ мар ӗнтӗ: арҫын ачан урине чӗркуҫҫи таран татнӑ…
Фильм авторӗ ҫапла каланӑ: «Миша рольне вылякан арҫын ача ӳкерӳ умӗн 3 уйӑх кӗлеткине пиҫӗхтернӗ, урине сивӗ шывпа сапнӑ. Фильма ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл чирлемен».
Фильмпа «Про Город» сайтӗнче паллашма май пур.
Раҫҫей кунӗнче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене пысӑк парне кӗтет. Ҫак кун валли кӑсӑклӑ уяв программи хатӗрленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей кунӗнчи уявра Хӗрлӗ лапамра РФ наци гвардийӗн ҫарӗсен юрӑпа ташӑ ансамблӗ юрлӗ. Ҫӗршывӗпех палӑрнӑ ансамбльпе ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киленме май пулӗ. Концерт 15 сехетре пуҫланӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал ансамбль 45 ҫул тултарать, ҫавна май артистсем ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫӳрӗҫ, Шупашкарта та чарӑнӗҫ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланассине ӗнер сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫавна май уяв мероприятийӗсене урӑх куна куҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта ачасем валли тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. Мускав ҫыранӗ хӗрринче ирттерме палӑртнӑ «Атӑл ҫинчи ачалӑх телейӗ» фестивале вырсарникуна, ҫӗртмен 3-мӗшӗ ҫине, куҫарнӑ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. «Амазони» этнокомплексра йӗркелеме палӑртнӑ «Ачалӑх йӑхӗнчен» программӑна ҫӗртмен 5-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ, вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Шыв хунарӗсен «Ҫывӑхрах» фестивалӗ хӑҫан пуласси хальлӗхе паллӑ мар.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле сывлӑш температури 1 градус сивӗ таран анмалла. Кӑнтӑрла вара 6-11 градус кӑна ӑшӑ. Ку ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи ҫанталӑк пекех.
Ӗпхӳри чӑвашсен «Хӗвел» центрӗ «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари И. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче «Салам—2018» фестиваль иртнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, чӑваш юррин тата ташшин республикӑри фестивальне йӗркеленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, мероприяти пирки маларах анонсланӑ.
Республика шайӗнчи фестиваль 13 сехетре пуҫланнӑ. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине тӑнӑ.
Чӑваш юррипе ташшин «Салам—2018» фестивальне Пушкӑртстанри халӑхсен туслӑх ҫурчӗн чӑваш культурин обществи, Ӗпхӳри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Уява хула ҫыннисене тата хӑнисене йыхравланӑ. Вырӑнтисем ирттерекен чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ уяв унӑн йӗркелӳҫисене ҫеҫ мар, унта хутшӑннисене те килӗшессе шанма май пур.
Патӑрьел райӑнӗнчи Сителте выпсарни кун ял-йышӑм тӑванлӑхпа ентешлӗх уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ.
Ҫак паллӑ кунпа ял-йыша сумлӑ та хаклӑ хӑнасем – районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Димитрий Выросов, «Сидели» общество ертӳҫи Александр Иванов, вырӑнти депутат Юрий Степанов, кӳршӗ ялӑн хисеплӗ гражданинӗ Иван Тихонов, Сителте ҫуралса ӳснӗ хӑна Иван Журавлев саламланӑ.
Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе чӑваш тумлӗ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ картине тӑрса илемлӗ те илӗртуллӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Ял халӑхӗшӗн самай тӑрӑшнӑ, нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлтан депутат тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Юрий Прискин ячӗпе волейбол турнирӗ ирттернӗ. Унта ялти спорта кӑмӑллакансенчен йӗркеленӗ пилӗк командӑра тупӑшнӑ. Ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те кӑсӑклӑ иртнӗ. Уяв хӗвел хыр вӑрманӗ хыҫне аничченех тӑсӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |