Ҫӗнӗ ҫул каҫхине, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорта кӑвак ҫутӑ киличченех ҫӳретӗҫ. Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ лапамра суту-илӳ точкисем ӗҫлӗҫ. Транспорт вара кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 3 сехетченех ӗҫлӗ.
Хӗрлӗ лапамра Ҫӗнӗ ҫул каҫхине хула ҫыннисемпе хӑнисене каток ҫинче кӗтеҫҫӗ. Коньки йӑтса пыма ӳркенсен унтах прокат ӗҫлӗ, апла пулсан конькине вӑхӑтлӑха илме май пулӗ.
Раштавӑн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра ҫӗрлехи концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫурҫӗр ҫитсен Раҫҫейӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн Ҫӗнӗ ҫул саламне пӑхма май туса парӗҫ. Фейерверк та пулӗ. Ӑна 1 сехете палӑртнӑ. Килте Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе йӑлӑхнисене пурне те Хӗрлӗ лапама чӗнеҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳҫин саламне телевизорпа итленӗ хыҫҫӑн та салют курма ҫитме май пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайсан Кремль ёлкинчен ҫакнӑ теттене илни, унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Трофим Егоровӑн ӗмӗчӗ пирки вулани ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Ӗнер Михаил Игнатьев Егоровсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кун пирки республика пуҫлӑхӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫемье пуҫӗ Александр — пушар хуралӗн ӗҫченӗ, амӑшӗ Екатерина — стоматолог тухтӑр. Мӑшӑр виҫӗ ачана пӑхса ӳстерет. Чи кӗҫӗнни Трофим — сусӑр. Амӑшӗ ӑна ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе куллен массаж тӑвать, анчах ятарлӑ сӗтел туянма йышлӑ ҫемьен хальлӗхе майсем пулман.
«Массаж сӗтелӗ сире чӑнахах кирлине куратӑп. Ачасен ӗмӗчӗсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пурнӑҫланмалла» , — палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Егоровсем питӗ кирлӗ ҫак парнешӗн савӑннӑ, уншӑн тав тунӑ.
«Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Енри тӳре-шара валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ.
Республика ертӳҫине Михаил Игнатьевшӑн вырӑсла-китайла словарь вырӑнлӑ тесе тӗв тунӑ. «2018 ҫулта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑри тӳре-шара Китай инвесторӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Вӗсене ҫӗр пачӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче сирӗн тата сирӗ пӑхӑнакансем Китай ҫыннисене ӑнлансах ҫитерейменни палӑрчӗ», — тесе вӗсем словарь хатӗрленӗ.
Шупашкар хулин сити-менеджерне Алексей Ладыкова «Мафи» вӑйӑ парнелес тенӗ. «Вӑйӑ сире килӗшессе шанатпӑр», — тенӗ хастарсем.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский Джордж Оруэллӑн «1984» романне вулатӑр тенӗ. Вӑл Чӑваш Енре ирӗклӗ тата демократиллӗ общество тума пулӑшасса шанаҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова «Главная книга о женщинах» кӗнеке аван тесе шухӑшланӑ. Ҫав парнене суйланӑ май «Уҫӑ Раҫҫей» хӗрарӑмсен хӗсӗрлӗхӗ пирки Владимир Викторов тахҫан каланине аса илнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнче пурӑнакан Зоя Кудрова юртан тем тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать.
Ҫакна вӑл кӑҫал пуҫласа тытман. Ӳркенмен хӗрарӑм вӗҫӗмех ҫапла аппаланать. Юр кӳлепесене ӑсталакансен конкурсне районти конкурсне вӑл, шел те, хутшӑнайман. Кун пирки Тикеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов пӗлтернӗ. Малтан юр пулман та. Раштав вӗҫӗнче юр нумай тултарнӑ хыҫҫӑн кинемей васкаса ӗҫе кӳлӗннӗ. «2019 ҫул», — тесе те ҫырнӑ вӑл.
Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Кудрова вырӑнти хуҫалӑхра трактористра тӑрӑшнӑ, кайран вӑл дояркӑра кӳлӗннӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан уй-хир бригадинче тимленӗ. Паян мӑнукӗсене ӳстерме пулӑшать.
Юр кӳлепесене вӑл мӑнукӗсене савӑнтарас тата вӗсене илеме ханӑхтарас килнӗрен, ӳнере юратнӑран ӑсталать.
.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ҫулти ача валли Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне хатӗрлӗ.
Республика ертӳҫин Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Мероприятие, сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ. Ӗнерех «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗт ёлки) акци иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ертӳҫи пулнӑ. Кремльти ёлка ҫине тӗрлӗ регионти тӑлӑх е нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, чирлӗ ачасен ӗмӗтне ҫырса вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти ачан шарне илнӗ. Виҫҫӗри Трофим илемлӗ масссаж сӗтелӗ пирки ӗмӗтленет-мӗн. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен парне ача патне ҫитӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ Владимир Медведев 90 ҫул тултарнӑ. Хисеплӗ ватта юбилейпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов саламланӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Твиттерта пӗлтернӗ. «Владимир Иванович — 272 ӑслӑлӑх публикацийӗн, хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласен 51 свидетельствӑпа патент авторӗ», — тӗвитленӗ Николай Малов.
РСФСР наука тата техникӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Владимир Медведев профессор ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа ял хуҫалӑх академийӗнче «Мобильная энергетика в сельском хозяйстве: состояние и перспективы развития» (чӑв. Ял хуҫалӑхӗнчи мобильлӗ энергетика: паянхи тата аталану малашлӑхӗ) ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Профессор паян та ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланать.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енри 42 ача Мускава савӑк кӑмӑл-туйӑмпа тухса кайнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫул елкине лекӗҫ.
Делегаци йышӗнче – тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем. Ҫавӑн пекех йышлӑ ҫемьесенчи тата ҫитӗнӳсем тунӑ ачасем, ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ ашшӗсен шӑпӑрланӗсем пур.
Ӗнер шкул ачисем Патшалӑх Кремль керменӗнче Ҫӗнӗ ҫул спектаклӗ курнӑ, тӗрлӗ вӑйӑпа конкурса хутшӑннӑ, пылак парнесем илнӗ. Ачасем Ҫӗнӗ ҫул умӗн капӑрланнӑ Мускава та курса киленӗҫ, Д.Ю.Куклачев ячӗллӗ театрта, «Мосфильм» киностудин музейӗнче пулӗҫ.
«Ёлкӑра чӑваш тумӗллӗ ачасене пуҫласа куртӑм. Шучӗпе ҫавӑ пӗртте тӗлӗнтермелле мар. Анчах Бэтмен, Эрешмен-ҫын тата ыттисен сӑнарӗсене курма хӑнӑхрӑмӑр та, пирӗншӗн тӗлӗнтермӗш евӗр туйӑнаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пресс-ҫыруҫи Людмила Иванова Фейсбукра.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ ыр кӑмӑллӑх ёлки ирттернӗ. Унта Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене пухнӑ. Ун пеккине предприяти вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ йӗркелет. Кӑҫалхине икӗ ача чӑвашла тумланса пынӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — Йӗпреҫ районӗнчен. Пӗри — Хурамалтан, тепри — Пучинкерен. Пучинкери ҫиччӗмӗш класс ачи Александр хӑйӗн амӑшӗ, Раиса Алексеева, тӗрленӗ кӗпене тӑхӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторне Раисӑпа телефонпа калаҫма май килчӗ. Вӑл ҫемьери тепӗр виҫӗ ачи валли те ҫавӑн пек тум ӑсталаса панине пӗлтерчӗ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 33-мӗш шкулта «тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару» кӑтартнӑ. Ҫакнӑ «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ.
Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫнӑ, ачасем вара юрланӑ, ташларӗҫ, сӑвӑ каланӑ.
Ҫакна Ирина Диарова йӗркеленӗ. «Хавал» пӗлтернӗ тӑрӑх, «паллах, пӗччен мар», пулӑшаканӗсем те пулнӑ: шкул директорӗ, шкулти вулавӑш ертӳҫи, Хӗл Мучи пулнӑ Александр Марсович Степанов, ытти ҫын та.
Ирина Диарова чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен. Кӑмӑл тунисем, пӗр 50 ҫын, уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Хӑйсем курма пухӑннӑ. «Хавал» ушкӑн Ирина Диарова пуҫарӑвне ырланӑ май ытти шкулта та уяча ҫапла чӑвашла ирттерме пулать тесе палӑртнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |