Ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хӑйӗн 550 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлӗ.
Тем те пулӗ программӑра. Вӗсенчен хӑшӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотсен ушкӑнӗ, сӑмахран, 11 сехетре Шупашкарти Юрӑ уйӗ патӗнчи лапамра хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерӗ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) наци кухнин регионсем хушшинчи фестивалӗ Амӑш монуменчӗ патӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. 14 сехетре Республика лапамӗнче «Чебоксары — город славы трудовой!» (чӑв. Шупашкар — ӗҫ мухтавӗн хули) фестиваль Шупашкарти предприяти-организацисемпе паллаштарӗ.
Юрӑ уйӗнче 19 сехетре Петр Захаров юрӑҫ концертне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл — Питӗр хулинчен. «Голос» (чӑв. Сасӑ) телешоу ҫӗнтерӳҫи. Питӗрти паллӑ бас-баритон Раҫсейри тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ конкурсра палӑрнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне хулара пурӑнакансем тата хӑнасем автобуспа тӳлевсӗр ҫӳреме пултарӗҫ. Анчах пуринпе те мар.
Уявра тӳлевсӗр вӑхӑтлӑх маршрут ярӗҫ. Тӳре-шара маршрута уҫмашкӑн ҪҪХПИпе калаҫса татӑлнӑ. Тӳлевсӗр автобуссем «Каскад» суту-илӳ центрӗ патӗнчен 30-мӗш ҫулпа Уруков урамне ҫитӗҫ, унтан «Республика пульници» чарӑнуран Оперӑпа балет театрӗ, Филармони, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ патне ҫитӗҫ. Транспорт ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Автобуссен нумай кӗтмелле мар – кашни 3-5 минутрах пулӗҫ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта тӳлевсӗр киноконцерт кӑтартӗҫ. Вӑл 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ.
«Чӑвашкино» пӗлтернӗ тӑрӑх, киноконцерта Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи капелли, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ йӗркелӗҫ.
Программӑна республикӑри паллӑ ушкӑнсен: юрӑпа ташӑ ансамблӗн, академи капеллин, оперӑпа балет театрӗн — артисчӗсен концерчӗпе пӗрлех патшалӑх ялавӗ ҫинчен ӳкернӗ фильмсене кӗртнӗ. Фильмсене «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ кӑтартӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисем флайбордистсен пултарулӑхӗпе киленме пултарӗҫ.
Республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен тем тӗрлӗ мероприятисен шутӗнче флайбордистсен «Летающие люди» (чӑв. Вӗҫекен ҫынсем) шоу-ушкӑнӗн трюкӗсене те кӗртмелле.
Шыв тата пиротехника асамлӑхӗ, шыв ҫинчи акробатсем — ҫапларах пулӗ программа. Пилотсем 15 метра ҫӗкленсе илсе шыв авӑрне путӗҫ. Вӗсен хусканӑвне ҫутӑ вылявӗ илемлетӗ, пуянлатӗ, асамлатӗ.
Программӑна икӗ пая уйӑрӗҫ: кӑнтӑрлахине тата каҫхине. Куракансене шоу-ушкӑн ҫурла уйӑхӗн 204-мӗшӗнче кӑнтӑрла 10 сехет те 30 минутра савӑнтарӗ, каҫхине — 20 сехетре. Шоу-программа Шупашкарӑн Атӑл кӳлмекӗнче, Юрӑ хирӗ патӗнче, иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче концертпа кану программине йыхравлаҫҫӗ. Мероприятине Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе Шупашкарти Концертпа вӗрсе каламалли оркестр (ертӳҫи — Владимир Петров) йӗркелӗҫ.
«Поздравление любимому городу» (чӑв. Юратнӑ хулана саламлани) музыка марафонӗ иртӗ, вулавӑш вара тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ йӗркелӗ.
Музыка марафонне тӑватӑ темӑпа ирттерме палӑртнӑ: тӑван кӗтеспе ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ юрра-кӗвве РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ; тӗрлӗ ҫӗршыври тата халӑхсен джаз композицийӗсем; пурте пӗлекен юрра вокалистсем шӑрантарӗҫ тата ҫамрӑксем юратакан хальхи вӑхӑтри музыка.
Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев скверӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ.
Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те.
Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен Президентне Михаил Игнатьева тата Шупашкарта пурӑнакансене республикӑн тӗп хулин юбилейӗпе саламланӑ.
1469 ҫулхи летопиҫсенче пуҫласа асӑннӑ хула Атӑлҫи тӑрӑхӗнче экономика, культура енӗпе пӗлтерӗшлӗ центрсенчен пӗри пулса тӑнине, пысӑк порт хули пулнине палӑртнӑ.
«Эсир хулан мухтавлӑ страницисемпе, литераторсемпе ученӑйсен, ҫар пуҫӗсемпе космонавтсен, артистсемпе спортсменсен ӑрӑвӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатӑр», — хакланӑ Президент.
Шупашкар паян — пысӑк, хитре, хальхи вӑхӑтри хула пулнине те асӑннӑ телеграммӑра. Кунта промышленность, ӑслӑлӑх, вӗренӳ вӑй-хӑвачӗ, социаллӑ пурнӑҫпа транспорт инфраструктури вӑйлӑ аталаннине палӑртса хӑварнӑ. Нумай нациллӗ хулара пурӑнакансем Шупашкар, Чӑваш Республикин, Раҫҫей аталанӑвне ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ.
Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне кӳлмеке вӑхӑтлӑх маршрут яма палӑртнӑ. Ку Юрламалли уйра концерт пулнипе ҫыхӑннӑ.
Уявра транспорт мӗнле ҫӳрессине тӳре-шара нумаях пулмасть хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта ҫакна йышӑннӑ: ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс урамӗпе ҫӳрекен маршрутсене улӑштарма, общество транспортне 24.00-1.00 сехетчен ҫӳреттерме палӑртнӑ.
Канашлура кӳлмек тавра вӑхӑтлӑх маршрут ярас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Маршрут тӑршшӗ 4,84 ҫухрӑмпа танлашӗ, транспорт кашни 15-20 минутран ҫӳремелле. Вӑл Президент бульварӗпе, Академик Крылов, Савут урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе кайӗ.
Томск чӑвашӗсем Питрава Пӗтрекке тенине Тутарстанри «Сувар» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ.
Томск тӑрӑхӗнчи Горьковка-Петровка ялӗнчи чӑвашсем иртнӗ уйӑхра Питрава пухӑннӑ. Ӑна вӗсем Пӗтрекке теме хӑнӑхнӑ. Уяв ячӗпе така пусса шӳрпе пӗҫернӗ, тултармӑш хатӗрленӗ.
Томск чӑвашӗсемпе савӑнма Кемер облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловкӑри «Хӗлхем» ансамблӗ пырса ҫитнӗ. Ушкӑн юрӑсемпе ташӑсенчен, миниатюрӑсенчен тӑракан концерт кӑтартнӑ.
«Ку ансамбле ҫынсем Томск облаҫӗнчи Чӑваш культура обществин 20 ҫуллӑхӗнчен пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах ансамблӗн ертӳҫине Вера Спиридоновӑна тата Александр Спиридонов, Александр Чернов, Алефтина Мурзина солистсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.
Яков Мульдияров ертсе пыракан «Палан» ансамбль тата уяв хуҫи Анна Мульдиярова та тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ», — ҫырнӑ «Суварта».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |