Ҫитес эрне ӗҫлекенсешӗн вӑрӑм пулӗ. Ун чухне 6 кун ӗҫе утма тивӗ, мӗншӗн тесен шӑматкун кантармаҫҫӗ.
Анчах пӑшӑрханмалли ҫук: ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче (вырсарникунран пуҫласа ытларикунччен) кантарӗҫ. Ку Раҫҫей кунне уявланипе ҫыхӑннӑ.
Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ, ӗҫлемелли кун пулӗ. Ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскелӗ. Шӑматкунхи канмалли куна 11-мӗшне куҫарӗҫ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ, Республика кунӗ, вырсарникуна лекӗ. Анчах канмалли куна регионти саккунпа килӗшӳллӗн урӑх куна куҫармӗҫ.
Константин Иванов уява пуҫтарать. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче иртӗ. Ӑна Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркелӗҫ. Вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 128 ҫул ҫитет.
Мухтавлӑ «Нарспи» поэмӑн авторне халалланӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — поэт музей-ҫурчӗпе паллаштарасси, Кӗҫтенттин палӑкӗ умне чӗрӗ чечек хурасси, ҫӑлкуҫ патне анса унӑн сиплӗ шывне ас тивесси, сӑвӑ каласси, вырӑнти тата хӑнасен пултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхӗпе паллашасси.
Йӗркелӳҫӗсем пурне те хапӑл туса кӗтнине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем Атӑл кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче те ӑна уявлӗҫ. Тӗп мероприяти «Атӑл ҫинчи телей» ҫуллахи турист сезонне уҫни пулӗ.
Сывлӑха ҫирӗплетмешкӗн Скандинави утти енӗпе II фестиваль иртӗ. Кашниех хӑйӗн дистанцине утма пултарӗ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравӗ иртӗ. Чи лайӑххисене парнепе хавхалантарӗҫ. Ачасене пурне те мороженӑйпа сӑйлӗҫ.
Спортӑн экстремаллӑ тӗсӗсене юратакансем вара кайтсерфинг тата сабсерфинг енӗпе тупӑшӗҫ. К.Иванов ячӗллӗ скверта та уяв программи хатӗрлӗҫ. Унта концерт пулӗ.
Паян – Ҫемье кунӗ. Чӑваш Енри ЗАГС органӗсем паян акци ирттереҫҫӗ. Вӑл «Пӗр кун – уйрӑлмасӑр» ятлӑ.
Акципе килӗшӳллӗн мӑшӑрсене уйрӑлассинчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. ЧР Юстици министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна ҫемьесене упрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне малашне ЗАГС органне уйрӑлма килнӗ мӑшӑрсемпе калаҫу ирттерӗҫ.
Хӗрарӑмсен тата Ашшӗсен канашӗсем те ҫемьесене упраса хӑврассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем уйрӑлас патне ҫитнӗ ҫемьесемпе курса калаҫаҫҫӗ. Усси пурах. Кун пек калаҫу хыҫҫӑн 30 мӑшӑр уйрӑлас шухӑшне улӑштарнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре 954 ҫемье арканнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,5% процент сахалрах. Ун чухне 1043 мӑшӑр уйрӑлнӑ.
Екатеринбургри чӑваш наци-культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ лалру-тӑрура уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унтисем Акатуй та ирттерӗҫ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Таганская слобода» ҫемье канӑвӗн паркӗнче иртӗ.
Уяв программи пуян пулассине шантараҫҫӗ. Автономин правленийӗн пайташӗ Наталья Макеева халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӑтартса ҫӗр ӗҫченӗн гимне халӑхпа юрласшӑн, наци вӑййисене вылясшӑн, ташласшӑн. Ал ӑстисен ӗҫӗсенчен курав та хатӗрлӗҫ.
Екатеринбургри чӑвашсем ытти ҫул та наци уявӗсене ирттернӗ. Ҫулсерен Сурхурие, Ҫӑварние, Акатуя, Кӗр сӑрине пухӑннӑ. Автономин фольклор ушкӑнӗ те пур. Вӑл тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать.
Кӑҫал Республика кунне ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Аса илтерер: уяв Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулӗ, тепӗр кунхине Питӗрти Раҫҫей этнографи музейӗнчен илсе килнӗ курав уҫӑлӗ. Иртнӗ ҫулсенчи пек ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ, фейерверк вӗҫтерӗҫ.
Чапаев ячӗллӗ савут, «Сеспель» тата «Чӑвашторгтехника» предприятисем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнӗ производство хута ярӗҫ. Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конференцисем иртӗҫ. Утӑ вӗҫӗнче-ҫурла пуҫламӑшӗнче Шупашкарти экономика канашлӑвӗ вырӑнне Китайри делегацие кӗтӗҫ, республика «Атӑл-Янцзы» проекта хутшӑнакансене йышӑнӗ.
«Регионсем – чикӗсӗр хутшӑну» форматне улӑштарӗ, вӑл кӑҫал Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. «Руҫ ӑстисем» Сӗнтӗрвӑрри хулинче иртӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» вара – Шупашкартах.
Кӑҫал уяв вырсарникуна лекӗ, ҫавӑнпа канмалли куна тунтикуна куҫармӗҫ.
Республика кунӗ тӗлне республикӑри темиҫе предприятире ҫӗнӗ производствӑсем хута каймалла. Ҫакна паян иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра, Муркаш районӗнчи «Ҫеҫпӗл», Шупашкарти «Чӑвашторгтехника» предприятисенче ҫӗнӗ производствӑсем уҫма палӑртнӑ.
Аса илтерер, Республика кунӗ кӑҫал Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв кунӗсенче «Регионсем — чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курав, фейерверксен фестивалӗ ӗҫлеттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнче уҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтан вӑл Шупашкарти кӳлмеке куҫӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакансем те хӑйсен пултарулӑхне районӗсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ, кайран ҫеҫ Шупашкара ҫитӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Акатуй пулӗ, 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Чӑваш Енри ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ. Уява концерт тата салют вӗҫлӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Чӑваш Енӗн пултарулӑх интеллигенцийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ икӗ поэтӑн астӑвӑм хӑмисем патне чечек хунӑ.
Чыслава, Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай (1908-1970) тата кабардин-балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев (1917-1984) тивӗҫнӗ. Юлашкинчен асӑнни 1941 ҫулхи кӗркунне Орел хули патӗнче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти 3052-мӗш эвакогоспитательте сипленнӗ.
Вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене хисеплесе пӗлтӗр пуҫласа чечек хунӑ, кӑҫал ку ырӑ йӑлана малалла тӑснӑ. Акцие чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пуҫарнӑ.
Чечек хума Юрий Артемьев профессор, ЧНКн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем Раиса Сарби, Ольга Тургай, Атнер Хузангай тата Олег Цыпленков, Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Максимов, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем хутшӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ.
«Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ.
Паян Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи тӑванла масарӑн асӑну палӑкӗ умне чӗрӗ чечек ҫыххисем хунӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, студентсем, шкул ачисем т.ыт.те пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе чечек кӑшӑлне республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем хунӑ.
Историллӗ паллӑ вырӑна кашни ҫулах ветерансемпе пӗрле ертӳҫӗсем пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула госпитальсенче пурнӑҫран уйрӑлнӑ салтаксен палӑкӗ умне чӗрӗ чечек ҫыххи хураҫҫӗ. Госпитальте сурана пула 80 ытла ҫын вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |