Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧППУ

10-мӗш шкул, foto.cheb.ru сайтран илнӗ
10-мӗш шкул, foto.cheb.ru сайтран илнӗ

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен Шупашкарти 10-мӗш шкулта пӗр хастар ҫынсен ушкӑнӗ 1-мӗш класс ачисене тарӑннӑн чӑвашла вӗрентме тытӑнасшӑн. Ку ӗҫре вӗсене Вӗрентӳ министерствипе Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ пулӑшса пырӗ. Тӗллевсем пысӑк — пуҫламӑш шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене малалла та чӑвашлах вӗрентесшӗн. Чӑвашла класа пӗр ҫул кӑна мар, ытти ҫулсенче те пухасшӑн, ӗҫ ӑнсан — ӑна Шупашкарти ытти шкулсене те сарасшӑн. Ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тата шкул хушшинче ӑнланмалӑх ан сиксе тухтӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Паллах, кунашкал пуҫару ҫӑмӑллӑн хускалмӗ, ҫаванпа та вӗсене пулӑшни те кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал пулӑшу кӗтеҫҫӗ:

● ачисене чӑвашла вӗрентме хатӗр ашшӗ-амӑшӗсене шырамалла. Проект пуҫаруҫисен ӗнентернӗ тӑрӑх, пуҫламӑш классенче чӑвашла вӗрентни математикӑпа тата вырӑс чӗлхине ӑса хывма чӑрмантармӗ. Каярах ачасене тарӑннӑн акӑлчан чӗлхине те вӗрентӗҫ, компьютерпа усӑ курма та малтанхи ҫулсенчех хӑнӑхтарӗҫ.

● ку шкулта чӑвашла пӗлекен музыка вӗрентекенӗ ҫук. Ҫавӑнпа та ахаль чухне тӳлекен укҫапа ҫылӑхакан вӗрентевҫӗне шыраҫҫӗ.

● ку пуҫару пирки МИХсене пӗлтерекенни, тӗрлӗ хаҫат-журналсемпе ӗҫлекенни кирлӗ.

Малалла...

 

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Василий Эктел ҫыравҫӑ, художник ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Шел те Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫак кунччен пурӑнса ҫитереймерӗ, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.

Василий Эктел Лаш Таяпа ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл нумай ҫул Елчӗк районӗн архитекторӗ пулса ӗҫленӗ. Каярахпа Шупашкарти телевиденинче, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлӗх редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫырас пултарулӑхне вӑл 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче кӑтартрӗ — хаҫат-журналсенче унӑн хайлавӗсем пичетлене пуҫларӗҫ. Паллӑрах кӗнекисем: «Лили», «Сӑвӑр ҫырми», «Ҫӗре тӑнлатӑп», «Шавкӑн», «Пархатар», «Юлашки хӗрлӗ ҫутӑ ташши».

 

Лаш Таяпасем пултаруллӑ ҫыравҫа тата художнике манмаҫҫӗ — унӑн юбилейне тивӗҫлӗн ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.

Мероприятисем нарӑсӑн 25-мӗшӗнчех пуҫланаҫҫӗ: К.

Малалла...

 

Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Николай Петрович Петров профессора асӑнса «Чӑваш литература чӗлхин историйӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫак кун, профессор сывӑ пулсан, 81 ҫул тултарӗччӗ.

Вӑл 13 сехетре пуҫланчӗ. Ҫавра сӗтел майлӑ иртернӗ конференцие чӗлхеҫӗсемпе ытти ӑсчахсем тата чӑваш филологийӗн студенчӗсем пухӑнчӗҫ. Евдокия Александровна ӑна ҫавра сӗтеле уҫнӑ май кӗскен ун йӗрки ҫинчен каласа пачӗ. Малтан Н.П.Петров 2008 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Сыктывкарта панӑ интервьюна итлерӗҫ. Кӗскен каласан 20 минутлӑ калаҫура вӑл Василий Ильич Лыркин (хушаматне, лайӑх илтӗнмен пирки, йӑнӑш та ҫырма пултарнӑ — каҫару ыйтатӑп. Admin) пирки тата ытти вак-тӗвек ыйтусене хускатрӗ: IX ӗмӗрхи полхарсен кивӗ ҫыру палӑкне вулас ыйту, доктор канашне йӗркелени.

Президиума Евдокия Александровна Андреева, Татьяна Витальевна Денисова, Олег Ростиславович Студенцов, Виталий Иванович Сергеев, Николай Петровичӑн мӑшӑрӗ Елена Архиповна, Васильева Елизавета Фёдоровна, Ибрагим Арыкан туркка, тата Леонид Петрович Сергеев йышӑннӑ хыҫҫӑн докладсем калама пуҫларӗҫ.

Малалла...

 

Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

 

Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр.

Малалла...

 

Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр! Пӗрлех тата тепӗр икӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ ҫавӑн пекех К.Ивановӑн «Нарспи» поэмипе нумаях пулмасть кӑларнӑ ҫӗнӗ азбукӑна тивӗҫрӗҫ. Эпир, хамӑр енчен, фантастикӑпа фэнтези конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене сӑнӳкерчӗксем парнелерӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннисене — 60х40 пысӑкӑшшине, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 30х20 пысӑкӑшшине.

Чуслава вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, ҫав министрествӑн специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская, чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Евдокия Александровна Андреева, паллӑ ҫыравҫӑ Юхма Мишши, инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи, электронлӑ пособисен авторӗ Владимир Андреев, вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Юрий Михайлович Виноградов хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 10 сехетре эпир ирттернӗ чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Камӑн килсе курас кӑмӑл пур — килме пултаратӑр! Чыслав чӑваш чӗлхи кафедринче иртӗ.

Тепӗр хут асаилтерер: ку конкурса пире ирттерме Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министeрстви, чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Юхма Мишши ертсе пыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ пулӑшрӗҫ. Ӗҫсене чӳкӗн 15-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр.

Пирӗн енчи парнесемсӗр пуҫне ыттисем те хӑйсен парнисене парӗҫ.

 

Конкурсра пӗрремӗш вырӑнсем кама лекнине кунта пӗлме пулать

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 24

1892
132
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
104
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
72
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
29
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи