«Ирӗклӗх» пӗрлӗх Шупашкарти суту-илӳ павильонӗ евӗр хатӗрленӗ чарӑнусенче вырӑсла кӑна ҫырни килӗшӳсӗр пулни ҫинчен тӗрлӗ ведомствӑсене ҫыру яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкар администрацийӗнчен хурав та илнӗччӗ вӗсем, хуҫисемпе ҫӗнӗ килӗшӳ туса ятсене икӗ чӗлхепе ҫырма шантарни пирки те хыпарланӑччӗ.
Ак, нумай пулмасть тепӗр хурав Мускав район прокуратуринчен ҫитнӗ иккен. Тӳре-шара йӗркене пӑснӑ суту-илӳ павильонӗсен хуҫисене тупса палӑртнӑ (Яковлев С.С. ИП, «Алькор» ТМЯП тата «Хурӑшсӑрлӑ хула» ТМЯП), вӗсемпе ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ килӗшӳ туса чарӑну ячӗсене икӗ чӗлхепе усӑ курса ҫырма сӗннӗ.
«Ирӗклӗхе» вара хурав вырӑсла пулни килӗшмен, прокуратурӑра чӑвашла ҫырма техника майӗсем ҫук иккен. Анчах ку йӗркене пӑсни пулать. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх прокуратурӑрисем саккунсене пӗлменни пирки асӑрхаттарнӑ. «Патшалӑх органӗсен, учрежденисен тата организацисен ӗҫӗнче чӗлхесемпе усӑ курасси» текен 11 статьяпа килӗшӳллӗн (сӑмах «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун пирки пырать) ҫыру ҫине ҫав чӗлхепех хуравламалла имӗш. «Ирӗклӗх» хӑй ҫырӑвне чӑвашла янӑ, апла-тӑк прокуратура саккуна пӑсас мар тесен чӑвашлах хуравламалла пулнӑ.
Кӗҫех Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча пахчинче «Малышиада» спорт вӑййи иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче 6–8 ҫулхи ачасем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррин виҫине памалла. Чӑваш Енре ҫӗнӗ рекорда хатӗрленеҫҫӗ. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррине хулари тата республикӑри пин ытла арҫын ачапа хӗрача кӑтартса парӗҫ.
«Малышиадӑна» хатӗрленнӗ май республикӑн тӗп хулинчи 201-мӗш ача пахчинче Ҫӑмӑл атлетика енпе пӗчӗккисен вӑййи иртнӗ. Ӑна физкультура инструкторӗ Игорь Свинцов ертсе пынӑ. Свинцов Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусенче пӗрре кӑна мар хӳтӗленӗ май пултаруллисене пӗчӗкренех палӑртни пӗлтерӗшлине лайӑх ӑнланать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче. Пӗчӗккисен вӑййинче мечӗк пемелле тупӑшнӑ, инҫӗшне сикнӗ, 30 метра чупнӑ.
Паян Шупашкарта «Раҫҫей саккунӗсен кӑлтӑкӗ» ятпа VIII Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна В.Н. Кудрявцев академика асӑнса йӗркеленӗ. Мероприяти Шупашкарти кооператив институтӗнче пулнӑ. Унта кӑҫалхипе иккӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ.
Конференцире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухса калаҫнӑ. Мероприятие вӑл истори тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хакланӑ. Юристсем хушшинче тавлашусем яланах сиксе тухнине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев паян Раҫҫей — пасар экономикиллӗ право патшалӑхӗ иккенне, мӗнпур регион хӑйсен саккунне, нормативпа право хучӗсене федерациннипе килӗшӳллӗн йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ. «Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ М. Игнатьев. Унтан вӑл Шупашкарти конференци Раҫҫей ырлӑхӗшӗн усӑ курмалли саккунсене йӗркелеме пулӑшакан сӗнӳсем ҫуратасса шаннине пӗлтернӗ.
Сӑнсем (22)
Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «2014 ҫулхи чи лайӑх страхователь» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 17,5 пин организаципе ҫынсене тара тытса ӗҫлеттерекен усламҫӑ куҫӑнсӑр майпа хутшӑннӑ.
Чи лайӑххисене палӑртнӑ чух пенси тата медицина страхованийӗ валли укҫа епле куҫарса пынине, отчета хальхи технологисемпе тӑратнине, вӑл е ку организаципе усламҫӑ пирки ҫынсем ҫӑхавланипе ҫӑхавламаннине, ӗҫ укҫи регионта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тата ытти хӑш-пӗр саманта шута илнӗ.
«500 ҫынтан ытла ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра Шупашкарти «Керамика» общество, Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ, Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ ҫӑкӑр савучӗ тата кану вӑхӑтӗнче тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ кӑларакан «ХСН» общество ҫӗнтернӗ.
«100 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран ӗҫлекен страхователь» ушкӑнра Елчӗк районӗнчи «Комбайн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Ҫӗрпӳри 139-мӗш номерлӗ ҫул-йӗрпе эксплуатаци предприятийӗ, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» общество мала тухнӑ.
«100 ҫынтан сахалтарах ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра лайӑххисен шутне Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат редакцийӗ, Канашри «Северяночка» предприяти, Ҫӗмӗрлери «Юсав мастерскойӗ тата автофургон енӗпе ӗҫлекен конструктор бюровӗ» АУО, Патӑрьелти «Батыревское» АХО палӑрнӑ.
Шупашкар хулинчи Андрей Растворцев ҫыравҫӑ Мускаври «Камертон» сеть журналӗ ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине халалланӑ конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 200 ытла ҫын хутшӑннӑ иккен. Шупашкар ҫыравҫи хӑйӗн «Встреча» калавне ярса панӑ. Ку хайлава, сӑмах май, «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Лик» журналта маларах пичетленӗ.
Конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Андрей Растворцева укҫан премипе хавхалантарнӑ.
Ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарас тӑк, унӑн «Хранители очага» ачасем валли ҫырнӑ кӗнеки республикӑра ҫулсерен ирттерекен «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса та хутшӑннӑ. Ҫыравҫӑ ачасемпе вулавӑшсем йӗркелекен тӗлпулусене тухса ҫӳрет, вӗсене вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать.
Чӑваш Енӗн прокуратури илемлӗ фильмра ӳкерӗнет. Анчах телейсӗр юратупа ҫыхӑннӑ, темиҫешер сериллӗскерте мар, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешессипе ҫыхӑннинче. Фильмра наркотик сутаҫҫӗ кӑна мар, ҫынсене те вӗлереҫҫӗ.
«Ветки» тесе хальлӗхе ят панӑ художество фильмне Шупашкарти Владимир Синяев режиссер ӳкерет. Хальхинче кадрсене прокуратура ҫуртӗнче ӳкернӗ. Пӗтӗмпе икӗ сюжет. Пӗрремӗшӗнче йышпа йӗркеленсе преступлени тӑвакан ушкӑн пирки пуҫиле ӗҫе шанса панӑ тӗпчевҫӗ ыйтса пӗлнине ӳкернӗ, иккӗмӗшӗнче — прокурор ӗҫе малтан тӗпченӗ ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн шанса панӑ ҫӗнӗ ҫынпа ӗҫлӗ канашлу ирттернине.
Кино ӳкерме Чӑваш Енӗн прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Альберт Петров хутшӑннӑ. Фильма республикӑри киноэкрансем ҫине ҫитес ҫул кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене паллӑ мультипликатор Гарри Бардин килсе кайнӑ. Вӑл Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче ачасене фильмсем кӑтартнӑ.
Ун чухне шӑпӑрлансем «Летучий корабль», «Приключения Хомы», «Дорожная сказка» мультфильмсем курса киленнӗ. Интеллектуаллӑ кинематографра Гарри Бардинӑн мультфильмӗсем элита шутланаҫҫӗ.
Мультипликатора Чӑваш Енри ҫынсем килӗшеҫҫӗ. Халӗ Гарри Бардин «Слушая Бетховена» ҫӗнӗ фильм тӗлӗшпе ӗҫлет. Ун валли кӗвве Владимир Спиваков ертсе пыракан симфони оркестрӗ ҫырнӑ. Укҫа-тенке ҫынсем тӗнче тетелӗнче пухнӑ.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑра ырантан ҫанталӑк сулхӑнлатмалла. Каҫхине ӑшах тӑрать пулсан та кӑнтӑрлахи сывлӑш температури 22–27 градуспа танлашмалла. Ыран, юнкун, ҫумӑр та кӑнтӑрла ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен вара сывлӑш температури 22 градус ӑшӑран ытла хӑпармӗ. Канмалли кунсенче вара 15–20 градус кӑна пулӗ. Ун чух кӑштах ҫумӑр та ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ. Сулхӑн ҫанталӑк ҫитес тунтикунччен тытӑнса тӑма пултарать. Ҫанталӑк ҫапларах пулассине Гидрометцентрӑн пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева пӗлтернӗ.
Ӗнер вара республикӑн ҫурҫӗр енчи тӑрӑхӗсенче — Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Тутаркасси енче — пӑр та ҫуса иртнӗ. Ҫумӑр ҫӑвассин нормине илсен, республикӑн ҫурҫӗр енчи районӗсенче кӑна вӑл ҫителӗклӗ ҫунӑ иккен. Патӑрьел районӗнче уйӑхри виҫен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ кӑна ҫунӑ.
Ҫуллахи уйӑхсенчи сывлӑш температурипе тата ҫумӑр ҫӑвассипе вӑл ытти ҫулхи вӑтам виҫе евӗрех пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ синоптиксем.
А.В. Ляпидовский ячӗллӗ Шупашкарти авиаципе спорт клубӗнче республикӑн тӗп хулинчи шкулсенче аслӑ классенче вӗренекенсем валли йӑлана кӗнӗ ҫарпа спорт пуххин пӗрремӗш сменине уҫнӑ. Ӑна хула администрацийӗпе «Синева» десант клубӗ йӗркеленӗ иккен.
Палатка хулинче ҫӗре яхӑн курсант ҫар уставне, караул хӗсмечӗн никӗсне, ҫӑлав ӗҫне хӑнӑхать, алӑ вӗҫҫӗн кӗрешме вӗренет. Ҫав вӑхӑтра ачасене парашютпа та сиктерсе кӑтартаҫҫӗ.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри Тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем те палатка уйлӑхне пырса ачасемпе тӗлпулнӑ. Вӗсемпе инкек-синкеке лекес мар тесен мӗнле тытмаллине вӗрентнӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫӗсен министерствин аслӑ шкулӗсене вӗренме кӗрес йӗркепе те паллаштарнӑ яшсене. Кун пирки вӗсене гражданла хӳтӗленӳ управленийӗн специалисчӗ Александрь Козарь каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (16)
Нумаях пулмасть республикӑра Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫме май пуласси пирки самай шавларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр самолетри вырӑнсен 30 процентне федераци хысни субсидилесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ.
Унпа килӗшӳллӗн билет хакӗ 3375 тенкӗ ҫеҫ пулмалла терӗҫ. «Шупашкар — Симферополь» авиарейса «Ямал» авикомпани ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлама тытӑнасси пирки пӗлтерчӗҫ.
Анчах паян лару-тӑру улшӑннӑ-мӗн. Ирхине «ЮТэйр» компани авиарейсне хӑтланӑ чухне Шупашкар аоэропорчӗн директорӗ Александр Жирнов журналистсене «Ямал» ку тивӗҫе пурнӑҫлама хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ.
Халӗ Чӑваш Енре ытти вариантсене шыраҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |