Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн сайчӗ Чӑваш Енре тупнӑ тӗлӗнмелле япала пирки пӗлтерет. Республикӑра мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи тесе палӑртаҫҫӗ.
Мамонт шӑммине археологсем мар, Шупашкарти строительство фирмисенчен пӗрин ӗҫченӗсем тупнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ӑна фирма ӗҫченӗ Андреф Михайлов тупнӑ.
Вӑл мамонт шӑммине юханшыв хӑйӑрне уйӑрнӑ чухне асӑрханӑ. Шӑмӑ тухсан тимлӗрех пӑхнӑ — вӑл ахальли пек туйӑнман.
Унтан ӗҫченсем ҫакна тӗплӗнрех пӗлекен ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем авалхи «пурлӑха» тупнине пӗлсен ӑна музее парнеленӗ.
Чӑваш наци музейӗнче авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков ку мамонтӑн пӗҫӗ патӗнчи шӑмми пулнине, вӑл 10 пин ҫул каяллахи пулнине палӑртнӑ.
Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ.
2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ.
Ҫу ҫитмен пулин те Чӑваш Ен республика кунне паллӑ тума халех хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл яланхи пекех Шупашкарта тата пӗр районта иртӗ. Уяв программине нумаях пулмасть йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал хӑш район хӑнасене кӗтсе илме тивӗҫ пулӗ-ха? Ку хисепе Канаш районӗ тивӗҫнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шӑхасанта ҫамрӑксен канашлӑвӗ тата культурӑпа спорт уявӗ иртӗҫ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вара Асхва ялӗнче уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шупашкарта уяв маларах пуҫланӗ. Унта ҫӗртме уйӑхӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
Акатуй, ҫамрӑксен СОК фестивалӗ ҫӗртмен 19-мӗшӗнче иртӗҫ. Ун чухнех ҫӑмӑл атлетика енӗпе команда Европа чемпионачӗ старт илӗ. Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче экономика канашлӑвӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ, фейерверксен фестивалӗ, «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӳнерӗн конкурсӗ уҫӑлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти индустри паркӗнче пирвайхи промышленноҫ объекчӗн чулне хума палӑртнӑ.
Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.
Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.
58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.
Мускавра кондитерсен MODERNBAKERYMOSCOW 2015 конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарта вӗренекен студентка пӗр номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ. Жюри вӑл торта илемлетме пултарнине пысӑка хурса хакланӑ. Конкурс ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче иртнӗ.
Людмила Румянцева Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренет. Жюрире Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн вице-президенчӗ Александр Прокопович тата Коркунов шӑккалат шкулӗн директорӗн ҫумӗ Елена Сучкова пулнӑ. Жюри председателӗн вырӑнӗнче Германири SweetART команири Роберт Оппенедер пулнӑ.
Конкурсҫӑсен ӗҫӗсене тӑватӑ номинацире хакланӑ: юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), профессионалсен йышӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), шӑккалатран хатӗрленӗ чи лайӑх ҫимӗҫ, сахӑртан тунӑ чи лайӑх ҫимӗҫ. Ӑмартӑва Мускаври, Пятигорскри, Брестари, Дон ҫинчи Ростов хулинчи, Шупашкарти тата ытти хулари кондитерсем хутшӑннӑ.
Шупашкар студентки 14 кондитерпа пӗрле юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси) номинацире тупӑшнӑ. Вӗсем икӗ сехет хушшинче торт илемлетнӗ. Ҫапла Людмила Румянцева пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарти аш-какай комбинатне инвестици ҫӗнӗ варкӑш парнеленӗ. Вӑл аталанма тытӑннӑ ӗнтӗ. Кунта кӗҫех конкурс вӗҫленмелле. Вӗсем пельмень валли ят тупмашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫӗр-ҫӗр ятран финала виҫҫӗшӗ тухнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене чысланӑ.
Жюрире комбинат ӗҫченӗсем пулнӑ: маркетолог, технолог, ертӳлӗх. Конкурса хутшӑнакансем 400 ытла ят сӗннӗ. Анчах экспертсене виҫҫӗшӗ килӗшнӗ: «21-й регион», «Чебняшки», «Чебак Сара». Шел те, кусен йышӗнче чӑвашли ҫук.
Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Надежда Ушакова. «Чебак Сара» — икӗ ят. «21-й регион» ята Алексей Михайлов сӗннӗ. Ӑна курсан пельмень вырӑнти комбинатӑн пулнине тӳрех тавҫӑрма пулать-мӗн.
Комбинатра халӗ реконструкци пырать. Кӗҫех пельмень тата пулӑ цехӗсем уҫӑлмалла.
Комбинат кунашкал конкурссене малашне те йӗркелесшӗн. Продукцие кӳршӗ регионсене те ӑсатма тытӑнасшӑн вӗсем.
Нумаях пулмасть Олег Таланов депутат пула Шупашкарта оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче авари пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ тесе сас-хура сарӑлнӑччӗ.
Унтанпа вӑхӑт нумай иртмерӗ. «Халӑх тарҫи» аварире хӑйӗн айӑпне туйса «Ҫыхӑнура» канашлӑва ҫыру ҫырса каҫару ыйтнӑ. Унӑн ҫырӑвӗпе паллашма сӗнетпӗр. Паллах, вӑл ӑна вырӑсла ҫырнӑ. Эпир ӑна чӑвашла текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшӑпӑр.
«Ырӑ кун! Эпӗ Олег Таланов. Аварире айӑплӑскер. Эпӗ сире ку пулӑм пирки тӳррӗнех пӗлтересшӗн. Пулни-иртни пирки чунран шеллетӗп. Хама ҫеҫ айӑплатӑп. Хама каҫараймастӑп — руль умне кун пек чухне лармалла марччӗ. Ҫав каҫ унта ҫитнӗ Альберт Ильинпа унӑн ӗҫтешӗсем тӗрӗсех пулчӗҫ. Ҫӳлти Турӑ ман ҫине сасӑ хӑпартрӗ. Аварире суранланнӑ ҫыннӑн сывлӑхне питех вӑйлӑ сиен кӳменни енчен ӑннӑ мана. Вӑл урапара пӗччен пынӑшӑн, манӑн айӑп питӗ пысӑк хурлӑх кӳменшӗн Турра тав тӑватӑп.
Ку маншӑн урок. Питӗ вӑйлӑ урок. Хама валли пӗтӗмлетӳ турӑм, никама та кун пек лару-тӑрӑва лекме сунмастӑп. Сирӗн умра айӑплӑ эпӗ. Хамӑн юлташсемпе ӗҫтешсен умӗнче те. Каҫарӑр».
Унтан Олег Таланов канашлура сӳтсе явнине кура хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ.
Шупашкарта Германин Чӑваш Енри кунӗсем кӑҫал каллех иртнӗ. Хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш.
Вӑл хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра уҫӑлнӑ.
«Нимӗҫ культурипе литературине юратакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ», — тесе ҫырать кун пирки «Хыпар» хаҫат. Пухӑннисене Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Бондарев, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин саламланӑ. Михаил Кронидович «Полигон» пултарулӑх лапамне Нимӗҫ кино фестивальне пурне те йыхравланӑ.
2015 ҫул Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе уяв каҫӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсем нимӗҫле янӑранӑ. Ӑна Шупашкарти машинӑсем тӑвакан колледж студенчӗ вуланӑ.
Германин Чӑваш Енри кунӗсенче хула ҫыннисем валли курса тӗлӗнмелли чылай пулнӑ: куравсем, лекцисем, Раҫҫей тата нимӗҫ специалисчӗсем хутшӑннӑ семинарсем, киносеанссем.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем хакли паллӑ-ха. Атӑл хӗрринчех тенӗ пек вырнаҫнӑ Ҫӗктер поселокӗ илемлӗ тӑрӑхра ларать те унта ҫӗр туянса ҫурт-йӗр ҫавӑрас шухӑшлӑ пуянсем сахал мар.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви ҫитес уйӑхӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗктерккӗри ҫӗре аукцион урлӑ тара парассине пӗлтернӗ. 46,3 пин тӑваткал метр йышӑнакан лаптӑкшӑн малтанласа 10,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Аукцион аукционах ӗнтӗ: кам ытларах сӗнет, ҫавӑ ҫӗрӗн вӑхӑтлӑх хуҫи пулса тӑрӗ. Ҫӗре 5 ҫуллӑха тара парӗҫ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗрӗн ҫӗнӗ хуҫин ҫурт-йӗр туса ӗлкӗрмелле.
Аукцион урлӑ сутакан ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр тума ирӗк параҫҫӗ. Анчах уйрӑм лаптӑкшерӗн мар. Комплекслӑ. Ун пеккисене юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ ҫӗрте хӑпартма тытӑнчӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра тематика туйӗсем час-часах ирттерме пуҫларӗҫ. Хашӗ-пӗри туя ӗлӗкхилле, чӑвашла йӗркелет.
Ку, паллах, ырӑ пулӑм. Ара, хальхи йышши туйсенче йӑла-йӗрке ҫухалнӑпа пӗрех вӗт. Ҫамрӑксем ӗлхи йӑласем патне таврӑннине вара ырламалла ҫеҫ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти мӑшӑрлану керменӗнче чӑвашла туй иртнӗ. Чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ Рувимпа Ирина Мӑшӑрлану керменне чӑваш кӗввипе кӗнӗ.
Ҫӗнӗ мӑшӑра ҫемье ҫаварнӑ ятпа чи малтанах хӑнасем, наци тумне тӑхӑннӑскерсем, саламланӑ. Пӗтӗмпе ҫав кун 43 мӑшӑр алӑ пусса ҫемье ҫаварнине ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |