Ҫав ачан вӗренес килмен-ши? Мӗн шутпа ҫавӑн пек хӑтланнӑ-ши вӑл? Шӳтлес тенӗ-ши? Ӑнланма йывӑр. Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет.
Ку ӗҫ паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет ҫурӑра полицие арҫын ача шӑнкӑравланӑ та Шупашкарти 42-мӗш шкулта бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарлать.
Шкула полицейскисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Унта кинологсем те йытӑсемпе пынӑ. Шкулти 280 ҫынна ҫав самантрах эвакуациленӗ. Паллах, пӗлӳ ҫуртне, унӑн ҫывӑхӗнчи территорие полицейскисем, кинологсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Нимӗнле бомба та тупайман.
Шӑнкӑравлаканӗ те ҫав шкулта ӑс пухакан арҫын ача пулнӑ-мӗн. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле телефонран шӑнкӑравласан та полицейскисем суя хыпара пӗлтерекен йӗрӗ ҫине ӳкнине ӑнланмаҫҫӗ-ши?
Шупашкарта Пӑр керменне тӑвас ӗҫ тӑваттӑмӗш ҫул пырать ӗнтӗ. ЧР Спорт министерстви ӑна кӑҫал ҫулла пуҫланиччен уҫасси пирки ӗнентерет те…
Халӗ вара ЧР Спорт министерствин ӗҫченӗсем Чӑвашра пурӑнакан ҫынсен хушшинче сасӑлав ирттерет. Унта Шупашкарти Пӑр керменӗн ятне суйлама сӗнеҫҫӗ.
Пӗтӗмпе 8 ят сӗнеҫҫӗ, вӗсенчен пӗрине, килӗшекеннине, палӑртмалла та кун пирки пӗлтермелле. Ячӗсем ҫакнашкал: «Чебоксары-Арена», «Чувашия», «Арена побед», «Арктика» «Победа-Арена», «Чӑваш Ен», «Чемпион», «Арена-Чувашия». Шел те, сак ятсен йышӗнче пӗри ҫеҫ чӑвашла янӑрать. Чӑвашсене те пин-пин сӑмах хушшинче чи илемлисем те пур-ҫке.
Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варриччен Пӑр керменӗнчи ӗҫе 90 процент тунӑ. Кӑҫал вара федераци хыснинчен 150 000 000 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчех хута та кайман Пӑр керменӗн тӑрри юра пула йӑтӑнни пирки те аса илтерер.
Ӗнер пирӗн республикӑра Туризма аталантарас ыйтупа ведомствӑсен хушшинчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов «Этника Чӑваш Енӗ» туризмпа рекреаци кластерӗ тӑвас ӗҫ епле пыни пирки каласа кӑтартнӑ.
Ку проект миҫе ҫул каялла пуҫланнине те йӑпӑр-япӑр аса илеймӗн. Ҫапах та лав пӗр вырӑнта тӑмасть темелле. Культура министрӗ иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительствипе Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви республикӑна 250 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса пама килӗшӳ алӑ пуснине пӗлтернӗ. «Кӗмӗле» Шупашкарта тӑвакан «Амазония» этнокомплекс (вӑл та маларах асӑннӑ кластера кӗрет) патне газ, шыв тата ҫул ҫитерме ямалла.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ку проекта пурнӑҫа кӗртесси ҫапах та тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ, ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре Шупашкар хула пухӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» депутатсене парти политканашӗ мар, халӑх уҫӑ мелпе сасӑласа суйлӗ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Кӑҫал кӗркунне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен мандатне йышӑнмашкӑн 180-ӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сасӑ нумайрах пухаканнисем суйлава хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе пӗр мандатлӑ округра 21 кандидат тӑратӗҫ, парти списокӗнче — 63-ӗн.
Умӗнхи суйлав халӑх хӑнӑхнӑ яланхи вырӑнсенчех иртӗ. Суйлава килнисене бюллетень парӗҫ.
Праймериз уҫӑ формӑпа иртӗ. Шупашкарта пурӑнакан кашни ҫын ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче дискусси иртекен ятарлӑ лапамсене пыма пултарӗ. Унта кирек мӗнле ыйту та параҫҫӗ. Ҫапла майпа чи лайӑххисене суйлӗҫ.
Кашни кандидатурӑна пӑхса тухӗҫ, суйлавҫӑсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Ку — уҫӑ процедура. Ҫапла палӑртать Леонид Черкесов.
Паянпа ыран Шупашкарта ҫӗршыври чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем пулӗҫ. Хальхинче пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри турнирӗнче медале ҫӗнсе илес шухӑшлисем пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсем медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ.
48-мӗш хут йӗркелекен кӗрешӗве Василий Чапаев полк ертӳҫине асӑнса пухаҫҫӗ.
Турнира Пушкӑртстанран, Дагетсанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Смоленск, Самар, Чӗмпӗр, Свердловск, Ӗренпур облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Мускавран килсе ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва паян, 16 сехетре, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Турнира ача-пӑчапа ҫамрӑксен олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн кӗрешӳ залӗнче йӗркеленӗ. Паян 57, 65, 74, 97 тата 125 килограмчченхи виҫе категорийӗсенче арҫынсем вӑй виҫӗҫ. Хӗрарӑмсем вара — 48, 55, 60, 69, 75 килограмчченхи виҫесенче.
Пирӗн ҫӗршывра паллӑ ҫыравҫӑсем, хайлавсенчи сӑнарсем нумай. Паллах, вӗсене халалланӑ палӑксем те самай. Нумаях пулмасть паллӑ вырӑнсене палӑртмашкӑн конкурс старт илнӗ. Вӗсем ҫӗршыв картти ҫинче пулмалла.
Кирек кам та — ӳсӗмне, ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр — конкурса хутшӑнма пултарать. Константин Иванов ячӗллӗ вулавӑш проект шутласа кӑларса «Литература йӗрӗ» конкурса хутшӑнӗ.
Вулавӑш Эгер бульварӗпе 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспект хӗресленнӗ вырӑнти хурӑнлӑхра, К.Иванов ячӗллӗ вулавӑша хирӗҫ, литература сакне вырнаҫтарма сӗнет. Икӗ енчен Нарспипе Сетнер кӳлеписене лартасшӑн.
Кунтах, сака хирӗҫ, К.Ивановӑн астӑвӑм чулне тата унӑн вилӗмсӗр поэмине кӗнеке пек туса вырнаҫтарасшӑн.
Кӗҫех 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 19/37 ҫуртӑн стенине Константин Иванов барельефӗ тата унӑн «Поэзисӗр манӑн пурнӑҫ ҫук» тесе ҫырни илемлетмелле. Ӑна чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗҫ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене тӗнче тетелӗнчи ҫынсем сасӑлавпа палӑртӗҫ. Финала тухнисене юпа уйӑхӗнче чыслӗҫ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн юсанмалли 1-мӗш колонийӗнче тӑрӑшнӑ 29-ти майора Шупашкарти Калинин район сучӗ ӗнер 4 ҫул та 8 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ҫамрӑк арҫынна 771 пин тенкӗлӗх штарфланӑ, патшалӑх учрежденийӗсенче йӗркелӳпе валеҫӳ, администраципе хуҫалӑх ӗҫӗнче 2 ҫул ӗҫлеттермелле мар туса хунӑ.
Ҫапла айӑплава майор коммерци фирмин ертӳҫинчен 257 пин тенкӗ илнишӗн тивӗҫнӗ. Ку укҫана фирма ертӳҫи 1-мӗш колонире юсав ӗҫӗ ирттерме хӑйӗн строительствӑпа отделка материалне кӑна туянччӑр тесе парса тӑнӑ. Сӗтев пирки тата калаҫса татӑлнӑ-ха, анчах черетлӗ хут илес тенӗ чух ӑна йӗрке хуралҫисем ярса илнӗ. Сӑмах май, сӗтев илекенни хӑй сӑмахне тытнӑ — май пур таран пулӑшса пынӑ.
Суд йышӑнӑвӗпе майор килӗшмест иккен. Укҫана вӑл ун чухлех илмен тесе хирӗҫленӗ май пӗрремӗш инстанцинчи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр пысӑкрах шая ҫӑхавлассине пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Ку хыпара эпир пӗр-пӗр савута рекламӑлас тесе ҫырмастпӑр-ха. Сӑмахӗ — хамӑр ҫӗршывра кӑларакан автомобиль рынокне аталантарасси пирки пырать. Реклама тесе шухӑшласран машина ятне те калама тӑхтаса тӑрӑпӑр. Хамӑр ҫӗршыври автомобиль савучӗсенчен пӗрин Шупашкарти салонӗ машинӑна ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа туянма май пуррине пӗлтерет. Патшалӑх кредитӑн 9,33 процентне саплаштарать иккен.
Сӑмахран, банк кивҫене 14,83 процентлӑ ставкӑпа парать. Ҫав процентран 9,33 процентне субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн кредита 5,5 процентпа кӑна тӳлемелле.
Кредитпа туянас тесен машина хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кивҫене 6 уйӑхран тытӑнса 36 уйӑх таранлӑх параҫҫӗ.
Кирек епле кредит илес пулсан та паспорт тата тупӑша кӑтартакан справка ыйтаҫҫӗ. Кунта та ҫаплах.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет шкулӗ тума палӑртаҫҫӗ. Эскиз проектне хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, проект валли республика хыснинчен 486 пин тенкӗ уйӑрмалла.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ икӗ корпусран тӑрӗ: вӗренмеллинчен тата ҫывӑрмаллинчен. Вӑл 3,02 гектар ҫинче вырнаҫӗ. Кадет шкулӗ валли воллейбол тата баскетбол вылямалли лаптӑклӑ стадион, хоккей вылямалли вырӑн тата тӑмалли плац пулмалла.
Кадет шкулӗнче 400 ача таран ӑс пухасса шанаҫҫӗ. Унта 7–11-мӗш классенче вӗренме илӗҫ.
Тума палӑртакан шкула Совет Союзӗн Геройӗн А.В. Кочетовӑн ячӗллӗ кадет шкулне куҫарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Вӑл шкул паян Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче, 1932-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |