Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсене пӑхса тухакан коллегийӗ Республикӑри клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗн Гульсина Мусалимован аппеляци ҫӑхавне тивӗҫтернӗ. Ун тӗлӗшпе маларах кӑларнӑ приговора пӑрахӑҫланӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма янӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрисем айӑпланакана суд вӑхӑтӗнче хӳтӗленме май пулман тесе йышӑннӑ иккен. Мусалимова, сӑмахран, почерк экспертизи тума ыйтнӑ. Анчах унчченхи суд ҫав ыйтӑва тивӗҫтермен-мӗн.
Мусалимова тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратурӑн халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивӗ.
Мусалимована сӗтев илнӗ тесе пӗлтӗрхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулин Калинин район сучӗ 8 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама тата 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
«Электроприбор» акционерсен уҫӑ обществин акционерӗсем савутӑн ертӳҫисен тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑр иккен. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне палӑртакан ҫырӑва вӗсем республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитернӗ.
Шупашкар савучӗн акционерӗсен ҫырӑвӗнче 2014 ҫулта предприятин резерв фондӗнчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ «кӑларса» илнине пӗлтернӗ. Унӑн пысӑк пайне ертӳҫӗсене преми пама уйӑрнӑ иккен.
Сахал мар «кӗмӗле» «2014 ҫулхи 11 уйӑхра предприятин ӑнӑҫӑвне пысӑк тӳпе хывнисене» уйӑрса панӑ-мӗн. 11 топ-менеджерпа вӗсен ҫывӑхӗнчи пуҫлӑхсене 37 миллион тенкӗ премии панӑ пулать. 500 рабочие 10 хут сахалтарах лекнӗ, пурӗ 3 миллион тенкӗ. 3 миллиона 500 ҫын ҫине пайласан кашнине 6-шар пин тенкӗ тивӗҫнӗ тесе шухӑшламалла. Ку цифрӑна «Электроприбор» АУОн акционерӗ тата унччен топ-менеджерта ӗҫленӗ Елена Романова пӗлтернӗ.
Элтепер патне янӑ ҫырура хаклӑ хутсен пӗчӗк партийӗсене вӗсен хуҫисенчен савут укҫипе туяннине те систернӗ. Ун пек акционерсем 2 пине яхӑн ҫын иккен. Яваплисем васкавлӑ йышӑну тумасан савут панкрута тухас хӑрушлӑх пур тесе пӑшӑрханнӑ ҫыру авторӗсем.
Чӑваш наци музейӗнче тӑм савӑт-сапа куравӗ уҫӑлнӑ. Унта неолит тапхӑрӗнченӖ пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртен, тытӑнса паянччен ӑсталанӑ япаласене курма пулать.
Щынсем авал пурӑннӑ вырӑнсенче археологсем тӑм сават-сапа катӑккине вӗҫӗмех тупнине пӗлтереҫҫӗ аваллӑх управҫинче тӑрӑшакансем. Археологи палӑкӗн кун-ҫулне палӑртма тӑмран хатӗрленӗ япаласем хӑш чухне пулӑшаҫҫӗ те иккен.
Аваллӑха тӗпченкенсем тӑмпа усӑ курма ҫынсем пирӗн эрӑчченхи 5-3-мӗш ӗмӗрсенче хӑнӑхнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Музейри «Тӑм савӑт-сапа лаҫҫи» курава тӑратнӑ Шупашкарта тупнӑ тӑм япаласем те кӑсӑклӑ.
Экспонатсем хушшинче хальхи вӑхӑтри ӑстасен ӗҫӗсем те пур.
Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи япаласене кӑна мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗнне те усӑ курнӑ.
Сӑнсем (6)
Шупашкар ҫыннисем канализацие мӗн кӑна ямаҫҫӗ иккен! Ҫав пурлӑх шутӗнче тӗк минтер те, паяльник та пур. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен кунӗ умӗн ҫак отрасльте ӗҫлекенсем тулса ларнӑ пӑрӑхран кӑларнӑ япаласене тележурналистсене кӑтартнӑ.
Участок маҫтӑрӗ Юрий Лебедев пӑрӑхри япаласене 2000-мӗш ҫул вӗҫӗнче пухма тытӑннине пӗлтернӗ. Сантехниксем пуҫтарма тытӑннӑ хӑйне евӗр пӗрремӗш экспонат апатланмалли вилка пулнӑ. Унтанпа техучастокра темтепӗр пухӑнма ӗлкӗрнӗ.
Кӗркунне, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чух, ҫынсем пахчаҫимӗҫ юлашкине канализаци пӑрӑхне переҫҫӗ иккен. Пӗррехинче сантехниксем чӑх та туртса кӑларнӑ. Хырӑнмалли станока та, отверткӑна та, алӑк хӑлӑпӗпе ҫӑрана та пӑрӑха чӑмтаракансем пур.
Шупашкарта ҫӗнӗ проект старт илет. Малашне, ака уйӑхӗнчен пуҫласа, ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем, чиновниксем тӗнче тетелӗнче канашлама пултарӗҫ.
Ҫапла ашшӗ-амӑшӗн канашлӑвне онлайн-режимра тума май пулӗ. Проекта нумаййӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Унта Шупашкарти мӗнпур шкул хутшӑнӗҫ. Онлайн-канашлӑва компьютерпа ноутбук урлӑ кӑна мар, смартфонран та хутшӑнма пулать. Канашлӑва ҫыртарса пыма палӑртаҫҫӗ. Эппин, ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та пӑхма май пулӗ.
Ҫавра сӗтелре онлайн-пухура хаш темӑсене хускатмалли пирки калаҫнӑ. Ку ыйтусем профорентаципе, воспитанипе, вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Унтах шкулти хӑш-пӗр юридици ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта психологсене, юристсене, полици ӗҫченӗсене, хулари предприяти ертӳҫисене чӗнӗҫ.
Онлайн-канашлӑва хутшӑнас тесен Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче регистрациленмелле. Пӗрремӗш канашлу ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫынсем культура палӑкӗсене сыхлама, хаклама пӗлменни нумайӑшне тарӑхтарать. Мӗн ҫӗнни, лайаххи пур — аркатмалла, ҫӗмӗрмелле, сӑнсӑрлатмалла. Нумай пулмасть Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмали вырӑна та такамсем ӳкерсе пӗтерни пирки хыпраланӑччӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта каллех вандалсен ӗҫӗ ҫынсен кӑмӑлне пусарнӑ. Хальхинче вӗсем Ефремов купса бульварӗнче алхаснӑ. Ку пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫав кун ирхине «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ Ефремов купса бульварӗнчи чула такамсем сӑрӑпа илемсӗрлетнине курнӑ.
Ӑна туристсем питӗ юратаҫҫӗ, унта сӑн та ӳкерӗнеҫҫӗ. «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх тата Телей чулӗ — Таганаит» ятлӑ ҫав чул. Шупашкара ӑна Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров парнеленӗ.
Пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти Кривов урамӗнче пысӑк ӗҫ тунӑ тесен те йӑнӑш мар. Унта шӑтӑк-путӑклӑ ҫула ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ асфальт сарнӑ.
Анчах ҫуркунне юр ирӗлме тытӑнсан… ҫӗнӗ асфальт та шӑтӑк-путӑкланма тытӑннӑ. Ҫав вырӑнта «А» класлӑ асфальтьбетонлӑ ҫул сармалла пулнӑ. Анчах мэри хирӗҫленӗ — ку ҫула пула шӑв-шав нумай, ку ҫынсене кансӗрлет имӗш.
Кривов урамӗнчи ҫул чи япӑххисенчен пӗри пулнӑ. Юсав хыҫҫӑн вӑл лайӑхланасса шаннӑ ҫынсем. ZaRulem автопортал халӗ унта мӗн пулса иртнине тӗрӗслеме шутланӑ.
Куҫ умне шӑтӑк-путӑклӑ ҫул тухса тӑнӑ. Автопортал ЖКХран ҫакна ӑнлантарма ыйтнӑ. Кунти юсава питех паллӑ мар «Стройдоркомплекс» компани тунӑ-мӗн.
Хальлӗхе тӗрӗслев пулман-ха. Анчах ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан ҫул-йӗр ӗҫченӗсене шӑтӑксене саплама ыйтӗҫ. Унтан, ҫулсем типсен, хӑш-пӗр вырӑна улӑштарма та пултарӗҫ.
Украинӑри регионсене пулӑшас ыйтупа ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗ эрнекун черетлӗ хутчен канашлӑва пухӑннӑ. Унта Украинӑри регионсене тата унтан ирӗксӗртен тухса тарнисене епле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ.
Канашлӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ. Ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ҫавӑн пекех вице-премьер, вӑлах сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ те, Алла Самойлова хутшӑннӑ. Пысӑк шайри тӳре-шараран тата Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Черничкин унта пулнӑ.
Украинӑран ирӗксӗртен тухса килнисем хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1357 ҫын иккен. Вӗсенчен 814-шӗ — вӑйпитисем, 170-шӗ — ӗҫлеме пултарайманнисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем — 167-ӗн, шкул ҫулӗнчисем — 206-ӑн. Хальтерех куҫса килнисене илсен, пӗр ушкӑн пушӑн 2-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑха ҫитнӗ. Халӗ хайхисем кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ иккен, яваплисем вара вӗсене пурӑнма май туса парассипе пуҫ ватаҫҫӗ. Шупашкарти ӗҫлӗх центрӗ, тӗслӗхрен, ӗҫе вырнаҫма 140 ваканси сӗннӗ. Пӗтӗмпе вара республикӑра Украина ҫыннисем валли 872 ӗҫ вырӑнӗ пур. Вӗсенчен 121 вакансине общежитире пурӑнмалли вырӑнпа пӗрлех сӗнеҫҫӗ.
Лев Степанович Лобов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене пӗлỹ панӑ. Мӑшӑрӗ Антонина Егоровна ҫав шкултах ҫамрӑк ӑрӑва историпе географи предмечӗсене вӗрентнӗ. Вӗсем тӑватӑ ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Виҫҫӗшӗ вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аслӑ пӗлỹ илсе дипломлӑ специалистсем пулса тӑнӑ.
Манӑн паянхи сӑмахӑм Лобовсен иккӗмӗш ачи, Лев ывӑлӗ ҫинчен. Вӑл 1955 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче Штанашра ҫуралнӑ. Шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ, дневникӗнче «4» тата «5» паллӑсем кӑна пулнӑ. Халӑх ӗҫне хастар хутшӑннипе палӑрса тӑнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче лайӑх кӑтартусем тунӑ. 1971 ҫулта Лев Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Аслӑ пӗлỹ илсе дипломлӑ специалист пулса тӑма ҫӑмӑлах мар-мӗн ял каччине. Тӑрӑшнӑ, ỹркенмен — кирек епле ӗҫе те вӑхӑтра, пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Наука енне те туртӑнма пуҫланӑ. Университетӑн юлашки курсӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах темиҫе ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Кайрантарах Лев Лобов ҫав материалсемпе усӑ курса тата ҫӗнӗ тӗпчевсем ирттерсе диссертаци хỹтӗленӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май Шупашкарта пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хӑйне евӗр акци иртет. Вӑл «Литературӑна — «пиллӗклӗх» ятлӑ.
Акципе килӗшӳллӗн депутатсем, тӳре-шарасем, бизнес-обществӑн элчисем, общество организацийӗсем, журналистсем, блогерсем, аслӑ класра вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, литература предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытӗҫ. Унта, чӑннипе, кӑмӑл пуррисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Акцие хутшӑнакансем ППЭ мӗнле тытмаллине хӑйсем туйса курӗҫ, хӑйсен пӗлӗвӗсене тӗрӗслӗҫ.
Акци Шупашкарти 48-мӗш шкулта иртӗ. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Павлов мичман урамӗ, 50/1 ҫурт. Хутшӑнма кӑмӑл тунисен 45-57-58 номерпе шӑнкӑравласа заявка памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |