Пушӑн 27-мӗшӗнче, иртнӗ эрнекун, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче Николай Садюковӑн персоналлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Курава ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Ӳнерҫе саламлама чылай ҫын пухӑннӑ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, художниксем, журналистсем, ӳнер тӗпчевҫисем. Вӗсем хушшинче культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен ӳкерӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Равель Фёдоров, ӳнер тӗпчевҫисем Алексей Трофимов, Михаил Кондратьев, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова тата ыттисем пулчӗҫ. Министр вырӑнӗнче малтан вӑй хунӑ Герольд Алексеев юбилярпа пӗрле Мускавра антикварлӑ ӳкерчӗксене епле туянни пирки аса илнӗ. Юрий Броницын сӑвӑҫ вара пуш алӑпа килмен — вӑл Николай Садюкова халалланӑ сӑвва вуласа панӑ.
Кураври ӗҫсене илес пулсан — вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Кунтах социаллӑ пурнӑҫӑн сӑнӗсем, кунтах — халӑхӑн йӑлисене кӑтартаканнисем. Ҫавӑн пекех Николай Иванович ӳкерчӗкӗсем хушшинче Шупашкар, Кавал тата инҫетри Слакпуҫ сӑнӗсене курма пулать. Куравра Крымри Гурзуф сӑнӗсемпе те паллашма май пур — унта ӳнерҫӗ 1986 ҫулхи ҫулла ӗҫленӗ пулать.
Акан 8-мӗшӗнчен тытӑнса 10-мӗшӗччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗпе Йошкар-Олари ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри театр-центрӗ пӗр-пӗрин патӗнче гастрольпе пулӗҫ.
Ҫармӑссем Шупашкара виҫӗ спектакльпе килӗҫ. Вӗсем — тӗрлӗ ҫулхисем валли. Акан 8-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, Шупашкар ачисем Е. Тыщук хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Принц тата Чудовище» юмахпа киленӗҫ, акан 9-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, — А. Чубаровапа И. Егорован «Чудесное превращение Бабы-Яги» хайлавпа, акан 10-мӗшӗнче, 14 тата 18 сехет те 30 минутра, Л. Филатов вырӑс фольклорӗ тӑрӑх ҫырнӑ «Про Федота-стрельца, удалого молодца» юмахпа.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ И. Трер П. Ершов юмахӗ тӑрӑх лартнӑ "Конек-Горбунок" спектакльпе гастрольте пулӗ.
Шупашкарти «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану паркӗнче, вӑл муниципалитетӑн предприятийӗ шутланать, кӑҫал ҫӗнӗ аттракцион вырнаҫтарӗҫ. Хула ҫыннисемшӗн юратнӑ кану вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑнӑскере ватти-вӗтти ҫӳрет. Пӗчӗккисем уйрӑмах юратаҫҫӗ унта пулма. Тем тӗрлӗ чуччу та пур-ҫке.
Лакрей вӑрманӗ ҫулла валли «Аҫтаха» аттракцион туянма палӑртнӑ. Вӑл 4,2 миллион тенкӗ тӑрать иккен.
«Аҫтӑрха» никӗссӗрех тӑмалла. Кирлӗ вӑхӑтра ӑна салатса пуҫтарма, урӑх вырӑна та куҫарма пулать. 12-ӗн лармалли вырӑнлӑскерпе харӑс 24-ӑн ярӑннайӗс. Унпа 6 ҫултан аслӑрах ачасем те, аслисем те ларса ҫаврӑнма юрать.
Халӗ кирлӗ хутсене хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫуллахи тапхӑр уҫӑлнӑ вӑхӑта, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ валли, аттракциона туянса ӗлкӗресшӗн.
ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ.
Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ.
Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли.
Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ирттерет. Вӗсем специалистсене ачасене сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхсене ярасси пирки ыйтусене пама пултараҫҫӗ.
«Хӗрӳ лини» шӑматкун пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл татах пулӗ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче те ашшӗ-амӑшӗ 8(8352) 64-21-71 телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсене интереслентерекен ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултараҫҫӗ.
Уйлӑхсене каймашкӑн заявленисене виҫӗ тапхӑрпа йышӑнаҫҫӗ. Пушӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасенчен йышӑнаҫҫӗ. Документсене вырӑнти ятарлӑ организацисенче йышӑнаҫҫӗ.
Пушӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри районсенче тата пӗчӗк хуласенче вӗренекенсенчен документсем йышӑнаҫҫӗ. Ку ыйтупа ача вӗренекен шкула пымалла.
Акан 4-мӗшӗнче Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче документсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ.
Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, эфира тухнӑ «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра Шупашкар хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ. Ольга Александровна Тимофеева-Оболенская поэтесса та ыттисем пекех тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн тӑрӑшнӑ.
Шел те, Ольга Александровна финала тухайман пулин те Леонид Якубовича вӑл хӑйӗн хушамачӗпе тӗлӗнтернӗ. Пирӗн ентеш пӗрремӗш тапхӑра Сарӑтури тата Тверьти ҫынсемпе лекнӗ.
Ольга Александровнӑн паспорт ҫинче хушамачӗ Тимофеева-мӗн. Оболенская — псевдоним иккен. Хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырнине пӗлтернӗ.
Ольга Александровнӑн асламӑшӗн амӑшӗ Оболенская хушаматлӑ пулнӑ. Ентеш телеертӳҫӗне парнесемпе савӑнтарнӑ. Леонид Якубович Шупашкар чи таса хула пулнине пӗлтернӗ. Ун пекки вӑл хальлӗхе ниҫта та курман-мӗн.
Тапхӑрта Тверь хӗрарӑмӗ ҫӗнтернӗ. Ольга Александровна ҫапла финала ҫитеймен.
Шупашкарта урамсене, тӳремсене тата ытти территорие ят парас, улӑштарас, асӑну хӑмисене вырнаҫтарас ыйтупа ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Унта «Университетский-2» микрорайонти ҫӗнӗ урама мӗнле ят парасси пирки калаҫнӑ. Ҫапла ӑна Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикӗн Х.М.Миначевӑн ячӗпе хиеплеме йышӑннӑ.
Хабиб Миначевич Миначев Чӗмпӗр кӗпернинчи Хирти Пикшик ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял Патӑрьел районне кӗрет.
Кунсӑр пуҫне комисси чӑвашсен паллӑ ҫыравҫин Василий Краснов-Аслин, чӑваш композиторӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Федор Васильевӑн ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварма йышӑннӑ. Вӗсен ячӗпе пулас икӗ ҫӗнӗ урама хисеплӗҫ.
Шупашкарти 28-мӗш шкула Низами поэт ячӗпе хисеплес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Хулари урамсене Чӑваш Енрен тухнӑ космонавтсен Николай Бударинпа Муса Манаров ячӗсемпе хисеплес ыйту ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Пӑр керменне тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн, СССР тренерӗн Анатолий Таравсов ятне парасси пирки те калаҫнӑ.
Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнчи архитектура палӑкне вандалсем сиен кӳни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа темиҫе кун кӑна иртрӗ. Палӑка тирпей кӳчӗҫ, сӑрӑсене тасатрӗҫ.
Анчах вандалсем ҫырлахмарӗҫ курӑнать. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче бульварти «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх, Телей чулӗ — Таганаит» палӑка каллех илемсӗрлетнӗ.
Вандалсем хальхинче те палӑка ҫутӑ кӑвак тата сарӑ тӗссемпе сӑрланӑ. Унта йӗрке хулалҫисем ҫитсе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта (тӗрӗссипе, унта кӑнма мар) вандализм сарӑлни куҫкӗрет. Аса илтермешкӗн: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗ темпе айӑпа кӗнӗ. Унӑн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкернӗччӗ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑк каччӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен.
И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ.
Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-хулара Георги хӑйӑвне валеҫме пуҫласси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ку акцие ирттерӗҫ. Шупашкарта хӑйӑва акан 22-мӗшӗнче валеҫме тытӑнӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ.
Шупашкар хула влаҫӗсем хӑйӑва валеҫмели вырӑнсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Тӗп вырӑн — Республика лапамӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсенче те ёна тивӗҫме май пур. Ҫӗнтреӳ кунӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра тата Хӗрлӗ лапамра парӗҫ. Хӑшӗсем ӑна автомашина ҫине ҫыхса хураҫҫӗ, теприсем — сумка ҫумне, ҫипуҫа Георги хӑйӑвӗпе капӑрлатакан та пур.
Пӗтӗмпе Шупашкарта кӑҫал 50 пине яхӑн хатӗрленӗ. Хӑю валеҫме волонтерсене явӑҫтараҫҫӗ.
Сӑмах май, акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Ялавне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗклӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |