Шупашкарта ҫар техникин макечӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсене картонран, хутран, йывӑҫран, пластикран, шӑккалатран… ӑсталанӑ. Модельсене шкул ачисем хатӗрленӗ.
Кунашкал конкурс пӗрремӗш хут иртет. Ӑна Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн тунӑ. Ачасене макетсене ӑсталама аслисем те пулӑшнӑ.
2-мӗш класра вӗренекен Вика ав «Тополь» стратеги комплексӗн макетне аслашшӗпе хатӗрленӗ. Василий Зорин стратеги пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗнче 28 ҫул пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл мӑнукӗпе ҫак макета ӑсталанӑ.
Конкурса 100 ытла ӗҫ хутшӑннӑ: карапсем, самолетсем, танксем… Вӗрентекенсем ку конкурс ачасене историпе кӑсӑклантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Нумай ӗҫ пулнине кура жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман. Ҫапла вӗсем 40 яхӑн ӗҫе палӑртнӑ.
Капюсавшӑн тӳлеттерме тытӑннине Шупашкарта та хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Пӗрисем укҫа шеллемесӗр квитанцисене тӳлеҫҫӗ, теприсем ку йышӑнупа ниепле килӗшесшӗн мар.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче капюсавшӑн ҫынсен 50 проценчӗ ҫеҫ тӳленӗ. Кун пирки Хула пухӑвӗн депутатсен пухӑвӗнче те калаҫнӑ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ку кӑрлач уйӑхӗнче ӑшӑшӑн тӳлемелли хак тӑрук хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Сити-менеджер капюсав тӳлевӗ ҫемье енчӗкне ҫӳхетнипе килӗшнӗ-ха, анчах ӑна тӳлемелли пирки аса илтернӗ. Чӑтмалла-мӗн — 1-1,5 уйӑх ҫеҫ юлнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ капюсав тӳлевӗ федераци тата республика саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пулнине, ӑна пурин те тӳлемеллине аса илтернӗ. Килӗшӳ алӑ пусма хирӗҫлени те укҫа тӳлесрен хӑтармасть-мӗн.
Тутарстанри журналист Светлана Садыкова пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче чӑвашсемшӗн Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑмӑллӑ тӗлпулу иртнӗ.
Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наци культура центрӗн хастарӗсем Турци хӑнисене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Турккӑсем икӗ халӑх хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пынине палӑртнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине хӑйсем патӗнче тишкернине, вӗреннине каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулури калаҫу та чӑвашлах иртнӗ.
Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Бюлент Байрам каланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхине лайӑх пӗлекен чӑвашла та ҫӑмӑллӑнах вӗренет. Вӑл чӑвашла пупленине пӗрремӗш хут Хусанта илтнӗ. Унтанпа вӑл чӑваш чӗлхипе тӗплӗнрех паллашасшӑн пулнӑ. Вӗсем хӑйсем патӗнче чӑвашла-турккӑлла словарь те кӑларнӑ.
Турккӑсем Геннадий Айхин ниҫта та пичетленмен сӑввисемпе кӗнеке кӑларасшӑн. Айхи чӑвашла тата вырӑсла сӑввисене Турцире хӑварнӑ. Кӗнекене Тутарстана та, Шупашкара та ярса парасшӑн.
Тутарстанри ЧНК ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин турккӑсем чӑвашла лайӑх калаҫнинчен тӗлӗннӗ. Ара, кунта пурӑнакан чӑвашсем те чӗлхене манса пыраҫҫӗ вӗт.
Республикӑра кадетсен юхӑмӗ вӑй илсе аталанать. Халӗ кадетсене ача пахчинченех хатӗрленме тытӑнӗҫ. Анчах ку сӑнава хутшӑнма пурте хал ҫитереймен. Акӑ ҫак кунсенче кадет корпусне Шупашкарти 130-мӗш ача пахчинче туса хунӑ.
Хальлӗхе кадетсем погонсӑр, анчах тельняшкӑпа, ҫӗнӗ карттуспа. Вӗсем кадетсен йышне кӗме хатӗр. Даниил Хашимов кадетӑн хӑюллӑ пулмаллине палӑртать. Унӑн никама та кӳрентермелле мар, пӗчӗккисене хӳтӗлемелле.
Шкулсенче кадет класӗсем пурринчен тӗлӗнмӗн. Ача пахчисенче вара кунашкал ушкӑнсем сахал. 130-мӗш ача пахчинче ав ушкӑнра — 30-ӑн. Вӗсенчен 20-шӗ — арҫын ачасем.
Пӗчӗкскерсем кадетсен йышне тӑнӑ. Уява тӗплӗн хатӗрленнӗ. Стройпа утса ялав панӑ, присяга тытнӑ.
Ҫак кунран ачасем вӑй-хал культури енӗпе ҫанӑ тавӑрса хатӗрленме тытӑнӗҫ. Ҫавна май спортзалта занятисем ытларах иртӗҫ, уҫӑ сывлӑшра чупӗҫ, йӗлтӗрпе ярӑнӗҫ, футболла вылӗҫ. Ачасем кадет шкулне экскурсие те кайӗҫ. Ҫак кун ачасене истори кӗнекине парнеленӗ — патриотсен ҫӗршыв паттӑрӗсене пӗлмеллех.
Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ҫӗрулми куравӗ уҫӑлнӑ. Раҫҫейри 15 регион, Беларуҫ хӑйсен сорчӗсемпе, вӗсене мӗнле ҫитӗнтернипе тата упранипе паллаштараҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ку курава селекционерсем пекех чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Виҫӗ куна тӑсӑлӑкан куравра элита вӑрӑсем туянма, ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанма пулать.
Раҫҫейри чылай ҫын ҫӗрулмине иккӗмӗш ҫӑкӑр вырӑнне хурать. Илья Шиварев фермершӑн вара вӑл — пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн ҫемйи ҫӗрулми кӑмӑллать. Вӑл куравра ав икӗ урапа ҫӗрулми сутнӑ. Кунта ҫын нумай хӗвӗшет-ҫке-ха.
Фестиваль тахҫанах регионсен шайӗнчи пулса тӑнӑ. Йӗркелӳҫӗсем пурӑна-киле вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пулса тӑрасса та иккӗленмеҫҫӗ. Кунта фермерсем пӗр пӗринпе тӗл пулса ҫыхӑну йӗркелеҫҫӗ. Кунта нимӗнле санкци те хӑрушӑ мар.
Темиҫе компани хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Куравра ҫӗрулми упрамалли хальхи йышши вырӑн пирки те калаҫнӑ. Республикӑшӑн ку пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр кӑна 25 тонна ытла пахча-ҫимӗҫ вырнаҫакан темиҫе склад тунӑ.
Куравра ҫынсем апат-ҫимӗҫ сентрисенчен мар, вӑрлӑх сутнӑ ҫӗртен татӑлма пӗлмен.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе студенстене лавккана яма калаҫса татӑлнӑ. Аслӑ пӗлӳ илекен ҫамрӑксен тӗллевӗ — ӑҫта мӗн хак тӑнине министерствӑна пӗлтерсе тӑрасси.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче асӑннӑ министерство «Чӑваш Ен фончӗ» общество организацийӗн волонтерӗсем, унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем кӗреҫҫӗ те, канашлу ирттернӗ. Унта тӳре-шарапа ҫамрӑксем килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Волонтерсен тавар хакӗ ӑҫта йӳнӗреххине палӑртса ҫынсем патне министерство урлӑ ҫитермелле.
Студентсем тавара йӳнетсе сутмалли акцисене хӑш лавккасем ирттернине те систерсе тӑрӗҫ. Кирлӗ информацие Экономика аталанӑвӗн министерствин сайтӗнче шырамалла.
Графика, живопиҫ, скульптура. Чӑваш Патриархӗн паллӑ портречӗсене халӗ йӑлтах пӗр кӑларӑмра тупма пулать. Нумаях пулмасть Шупашкарта «Иван Яковлев — ӳнерте» кӗнеке-альбома хӑтланӑ.
Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов искусствовед. Вӑл кӗнекепе пилӗк ҫул ӗҫленӗ: музейсенче, архивсенче материалсем пухнӑ. Ҫапла вӑл 100 ытла ӗҫ тупма пултарнӑ.
Автор Иван Яковлев пурӑннӑ чухне тунӑ портрета та тупнӑ. Тӗслӗхрен, Иван Яковлевича виличчен икӗ ҫул маларах Мускавра Чӑвашран тухнӑ ӳнерҫӗ Иван Дмитриев ӳкернӗ.
Кӗнекене хальхи ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене те кӗртнӗ: Николай Карачарсков, Анатолий Рыбкин. Петр Пупин, Владислав Зотиков скульпторсен ӗҫӗсем те пур.
Кӗнекене тутар, эрмен ӳнерҫисем Иван Яковлева ӳкернӗ портретсене те кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех унта Чӗмпӗр, Мускав, Санкт-Петербург ӳнерҫисен ӗҫӗсене тупма пулать. Лартман палӑксен эскизӗсем те пур.
Кӗнеке альбомра пӗтӗмпе виҫӗ пай: живопиҫ, графика, скульптура.
Раҫҫейӗн эстрада юрӑҫисенчен пӗри, тава тивӗҫлӗ артист ятпа ҫӳрекен Валерия Шупашкарта концерт кӑтартнӑ. Эстрада ҫӑлтӑрӗсен юррисене кӑмӑллакансене парне туса панипе пӗрлех вӑл хула тӑрӑх та ҫӳренӗ. Тӗресрех каласан, гастрольпех ҫырлахман, хулари ача пахчисенчен пӗрне ҫитнӗ. Юрӑҫа 8-мӗш номерлине илсе кайнӑ.
«Эпӗ ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳретӗп, ача-пӑча учрежденийӗсенче те тӑтӑшах пулатӑп. Анчах Мускавра та кун пеккине курман», — тенӗ иккен вӑл.
Шупашкарти ача пахчинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисткине унти бассейн, джакузи, тӑвар пӳлӗмӗ, тӑмран япала ӑсталамалли мастерской уйрӑмах тӗлӗнтернӗ иккен.
Юрӑҫа пӗр хӗрарӑм, Марина Егорова ятлӑскер, вӑл — тӑхӑр ача амӑшӗ, хӑй аллипе ӑсталанӑ парне тыттарнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта Георгий Алексеев ӳнерҫӗ пирки кӗнекене хӑтланӑ. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Лариса Семечкина-Бессонова ҫырса хатӗрленӗ.
Кӗнеке хӑтлавне наци вулавӑшне ӳнерҫӗн Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗнчи тусӗсем, тӑванӗсем тата ӳнере кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Кӗнеке авторӗ чи малтан хӑй ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем те ӳнерҫӗн ырӑ енӗсене палӑртнӑ. Георгий Алексеев нумай ҫул хушши Колым тӑрӑхӗнче ӗҫленӗрен шӑп та ҫав вӑхӑтри ӳкерчӗксем унӑн пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Кӑна кашниех палӑртрӗ темелле. Тимӗр Акташ вара хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпӗрте ӗҫленӗ ытти чӑваш ӳнерҫисен ячӗсене те асӑннӑ — ку вӑл Владимир Мешков (1919–2012) тата Валерий Северянин (1951).
Алексеев Георгий Андреевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗрпеҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ, кайран педагогика институтне вӗренме кайнӑ, унта 1973 ҫулта художествӑпа графика факультетне пӗтернӗ. Малтан «Чӑвашкабель» савутра вӑй хунӑ, кайран Магадан облаҫӗнчи Сеймчан хулине куҫнӑ.
«Сыхланакана Турӑ сыхлать», — теҫҫӗ те. Анчах канализаци люкне кӗрсе ӳкесси пирки, ахӑртнех, кинемей шухӑшламан.
Ку вырсарникун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарти Гагарин урамӗнче пулнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, люк хупӑ пулнӑ. Анчах урапа пуссанах хупӑлчи ҫаврӑнса кайнӑ та ватӑ хӗрарӑм аялалла чӑмнӑ. Телее, юлашки самантра вӑл аллипе тытӑнса юлнӑ.
Хӗрарӑм мӗн пур вӑйне пухса люкран тухма пултарнӑ. Урине суранлатнӑ. Ҫур ҫул каялла ӑна шӑмӑ сыппине улӑштармашкӑн операци тунӑ, шӑпах ҫав урине каллех амантнӑ та.
Паллӑ ӗнтӗ, ҫав люк ачасемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Пӗчӗк шӑпӑрлан унтан хӑй тӗллӗн тухаяс ҫук. Ҫав вырӑна аварипе диспетчер служби тӗрӗслеме шантарнӑ-ха та…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |