«Пурнӑҫ Турӑ аллинче» тесе, ахаль мар каланӑ ватӑсем. Ирхине вӑрансан ҫӗнӗ кун мӗн кӳнине пӗлме май ҫук.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ шашлык сутакан кафере инкеклӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, 55 ҫулхи хула ҫынни асӑннӑ кафене йӗтӗрлесе кӑвар ҫинче пӗҫернӗ аша ҫиме пынӑ. Шашлыка ҫинӗ хыҫҫӑн апатланнӑ вырӑнтан тухса кайма хатӗрленнӗ. Анчах ҫав самантра арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ҫакна курса сутуҫӑ тӳрех ун патне чупса пынӑ, пӗрремӗш медица пулӑшӑвне кӳме те хӑтланса пӑхнӑ. Вӑлах васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ. Анчах та пӗтӗмпе кӑлӑхах пулнӑ, арҫын тухтӑрсем ҫитичченех вилсе кайнӑ.
Суд-медицина тӗпчевӗ пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, хайхи арҫынӑн пурнӑҫӗ пыра ларнӑ аш сывлӑша пӳлнӗшӗн (аспираци) вӗҫленнӗ имӗш.
Паянхи куна, пӑтӑрмахӑн сӑлтавне тӗпленрех пӗлес тӗллевпе, тӗпчев ӗҫӗ иртет.
Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинче Н.В.Овчинников ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри I плэнер иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан ӳнерҫӗсем ҫитнӗ: Ӗренпуртан, Волгоградран, Тольяттирен, Орскран, Питӗртен, Хусантан, Шупашкартан.
Ӳнерҫӗсем Н.В.Овчинников профессорӑн, РСФСР халӑх ӳнерҫин тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, виҫӗ кун ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑртан хӑнасем ҫамрӑк ӳнерҫӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, канашсем панӑ, опытсемпе тата вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ.
Ҫавӑн пекех хӑнансем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР халӑх ӳнерҫи А.П.Рыбкин доцент патӗнче, Ваҫликасси ялӗнче, пулнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Ҫапла вӗсем ҫак тӑрӑх илемне хут ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗр картина Сӗнтӗрвӑрринчех юлӗ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ юлашки шӑнкӑрав уявне паллӑ тунӑ. Иван Игнатьева ҫакӑнпа саламлама, паллах, ашшӗпе амӑшӗ Михаил Васильевичпа Лариса Юрьевна шкула килнӗ. Иван Шупашкарти 5-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Михаил Игнатьев выпускниксен умӗнче тухса калаҫнӑ, яш-хӗре вӗсен пуласлӑхӗ хӑйсен алинче пулнине аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫамрӑксене пулӑшу кӳрессипе республика правительстви нумай ӗҫленине палӑртнӑ.
Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗренсе тухакан ачасем сӑмах илнӗ, концерт лартнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Ен шкулӗсенчен 11-мӗш класран 6,5 пин ача вӗренсе тухать, 9-мӗш класран — 11,2 пин.
Ҫитес уйӑхран Чӑваш Енрен Мускава «ЮТэйр» авиакомпанин самолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. 70 вырӑнлӑ ATR 72 самолетсем вырсарникунсӑр пуҫне кашни кун хутлӗҫ.
Асӑннӑ авикомапанин регионти ертӳҫи пулса Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, авиацин генерал-лейтенанчӗ Николай Гаврилов ертсе пырать иккен.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Гавриловпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ иккен. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ авиарейс уҫасси пирки калаҫса татӑлни ҫинчен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Мускавран самолет Внуково аэропортран шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах 21 сехет те 10 минутра хускалӗ. Шупашкартан 7 сехет те 30 минутра, вырсарникунсӑ пуҫне, вӗҫсе кайӗ. Билет хакӗ 3 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта чӑвашла сӑмах чӗннишӗн ял каччисене хӗненӗ пулать. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Республикӑн тӗп хулинчи пӑтӑрмах пирки ведомствӑн пресс-служби ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ пулать. Чӑвашла калаҫакансене вара маларахах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, хӗненӗ иккен. Вӑрмар районӗнчен хулана килнӗскерсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче хӑйсемпе пӗр вӑхӑтри ҫынсенчен туртмалли ҫук-и тесе чӑвашла ыйтнӑ. Шупашкар каччисене ҫакӑ килӗшмен имӗш. Ял каччисем лавккаран тухасса кӗтсе илнӗ те вӗсене хӗнесе пӗтернӗ.
Шупашкарта чӑвашла пуплени ял каччисенчен пӗриншӗн сӑмса хуҫнипе, теприншӗн пуҫне суранлатнипе вӗҫленнӗ пулать. Ку та ҫитмен-ха хула каччисене: вӗсем ял ҫамрӑкӗсенчен пӗрин документсем чикнӗ курткине йӑтса кайнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем хӗнекенсене тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ.
Пӑтӑрмах пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта «Чебоксары-Арена» пӑр керменне официаллӑ майпа уҫӗҫ. Ҫавна май пысӑк концерт пулӗ, республикӑн тӗп хулине вырӑнти ҫӑлтӑрсемпе тӗнчипе паллӑ ҫынсем килӗҫ.
Мероприяти ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан официаллӑ пайӗ иртӗ. Пӑр керменне килнисем конькипе эрешлесе ярӑнакансене, хоккеистсене, шорт-трекерсене, эстрада ушкӑнӗсене, спортсменсен парадне курма пултарӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ тата интереслӗрех пуласса шантараҫҫӗ. «Алиса в Стране чудес на льду» пӑр шоуне тӗнчипе паллӑ фигуристсем хутшӑнӗҫ: Ирина Слуцкая тата Елена Бережная.
Унта билетпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Вӗсене Шупашкарта «Ачасен тӗнчи» лавккара, «Мега Моллта», Суту-илӳ ҫуртӗнче 500 тенкӗпе туянма пулать.
Паян, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Ӳкекен ҫӑлтӑр» курав уҫӑлнӑ.
Хӑнасем Сергей Кадикин ӳнерҫӗ ҫемйинчи тата музей фондӗнчи графика ӗҫӗсене, керамикӑна, алӗҫӗсене курма май пулнӑ.
Кунсӑр пуҫне музейре «Нарспи» скульптура композицине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна Константин Иванова халаллӗҫ, вӑл 20-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш тапхӑрне ҫутатӗ.
Сергей Кадикин 1950–2011 ҫулсенче пурӑннӑ. Вӑл пултаруллӑ скульптор пек палӑрнӑ, ӳнер керамикипе ҫыхӑннӑ.
Сергей Кадикинӑн ӗҫӗсем Третьяков галерейинче те пур. Ҫавӑн пекех вӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн комплексӗнче, Раҫҫейри музейсенче, Балтика тӑрӑхӗнче, Чӑваш Республикинчи районсен галерейинче, Германири, Болгарири, Раҫҫейри харпӑр коллекцисенче вырӑн тупнӑ.
Чӑваш Енри чи лайӑх туристсем Сарӑту облаҫӗнчи иртекен «Туриадӑна» каяҫҫӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионтан килеҫҫӗ. Пӗтӗмпе — 700 ытла ҫын.
Пирӗн республика чысне «Туриадӑра» Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗрпӳ районӗнчи шкул ачисемпе студентсем хӳтӗлӗҫ. Ҫамрӑксем палаткӑсене вырнаҫнӑ. Вӗсем патне Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ килнӗ.
«Туриадӑра» пирӗннисем хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Пӗрремӗш вӑйӑсенче Чӑваш Ен турисчӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш пулнӑ.
Слет виҫӗ куна тӑсӑлать. Ҫав вӑхӑтра спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
Шупашкарти шкулта вӗренекен икӗ ҫамрӑк АПШран Пӗтӗм тӗнчери Intel® ISEF конкурсран таврӑннӑ. Вӗсене унта тӗпчевӗсемшӗн ятарлӑ премипе чысланӑ.
Конкурс АПШри Питтсбург хулинче иртнӗ. Унта аслӑ классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкартан кайнӑ икӗ ҫамрӑк унта палӑрма пултарнӑ.
Жюрире тӗнчери паллӑ университетсенчи профессорсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ӗҫченӗсем, Нобель премийӗн лауреачӗсем пулнӑ. Пӗтӗмпе конкурсҫӑсем 4 миллион доллар тенкӗшӗн тупӑшнӑ.
Финала тӗнчери 1600 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Раҫҫей яш-хӗрӗн математика, хими, программировани, материаловедени, инжиниринг енӗпе хатӗрленӗ проекчӗсем 6 тӗп тата 3 ятарлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.
Раҫҫейрен конкурса 27 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем 20 тӗпчевпе ӑслӑлӑх проекчӗ хатӗрленӗ. 10 ҫамрӑк лауреатсен йышне кӗнӗ.
Шупашкартан конкурса кайнӑ Геннадий Ватковский тата Тимофей Яхонтов проекчӗсемпе «Материаловедени» секцире хӳтӗленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |