Чӑваш Енре социаллӑ-экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине хатӗрленӗ. Унпа Аслӑ экономика канашӗн ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Унта РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Федоров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хутшӑннӑччӗ.
Асӑннӑ программа – пилӗк ҫуллӑх. Ҫав вӑхӑтра 309 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ проектсемпе 2020-2025 ҫулсенче республикӑна 162,4 миллиард тенкӗ ытла укҫа килмелле. Уйрӑмах пысӑк суммӑна ҫурт-йӗр строительствине хывма палӑртнӑ. Ҫитес пилӗк ҫулта Чӑваш Ене инвестици хывма палӑртнинчен строительство отрасльне аталантарма 42,4 процент лекӗ, промышленноҫа – 29 процент, агропромышленность комплексне – 14 процент.
Вкладсен чи пысӑк ставки 5 процентран чакнӑ. Ку хыпара «Российская газета» хаҫат Раҫҫей банкӗ хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ.
Топ-10 банк шутне кӗрекен банксен вклачӗсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш вунӑкунӗнче 4,99 процентпа танлашнӑ.
Депозит ставки епле пуласси Раҫҫей банкӗ ҫирӗплетекен тӗп ставкӑран нумай килет. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе ҫав ставка чакса пырать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ӑна 1,5 пункт чухлӗ пӗчӗклетсе 4,5 процент хӑварчӗҫ.
Топ-10 йышне кӗрекен банксен чи пысӑк ставки ҫулталӑк пуҫланӑранпа 1 пункта яхӑн пӗчӗкленнӗ. Инфляци виҫи пӗчӗккине пула депозитсем ҫапах та тупӑшлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Вкладсен процент ставки чакнӑ вӑхӑтра ҫынсем хаклӑ хутсен рынокне куҫ хываҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Коми Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗпе – ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тӗл пулнӑ.
Аса илтерер: Анатолий Князев – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ӗҫленӗччӗ.
Анатолий Пантелеймонович Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Коми Республикин пуҫлӑхӗ Владимир Уйба тата хӑй ячӗпе саламланӑ.
Енсем Чӑваш Енпе Коми Республики социаллӑ-экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, пирӗн тӑрӑхран Ҫурҫӗртен эрех тата пӑлан ашӗ кӳрсе килме пулать, пирӗн патран – тӗш тырӑ ӑсатма.
Ӗнер Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ. Шел те, ӑна халӑхпа савӑнӑҫлӑн палӑртма май килмерӗ.
Уява Хӗрлӗ Чутай районӗнче тата Шупашкарта палӑртнине шута илсе унта та, кунта та хӑш-пӗр кану объектне уҫрӗҫ-ха. Анчах халӑхпа мар. Тӳре-шарапа журналистсем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус лӑпланса пӗтменнипе ҫыхӑннӑ. Ӗнерех Шупашкарта Чӑваш Ен аталанӑвӗн стратегине тишкерчӗҫ.
Мероприятисене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Уява хутшӑннӑ тӳре-шара маскӑсӑр пулнине чылайӑшӗ асӑрхарех ӗнтӗ. Социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла тенине те вӗсем ӑша хывман. Юнашар утрӗҫ, ҫуммӑн тӑрса калаҫрӗҫ. Тӳре-шара та, вӗсен мӑшӑрӗсем те, депутатсем те, журналистсем те. «Правда ПФО» ҫырнӑ тӑрӑх, самай пысӑк вырӑн йышӑнакансем хушшинчех ҫав вӑхӑтра чирлекенсем пур.
Чӑваш Ен Правительстви ҫумӗнче экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, вӗсене тишкерме ятарлӑ май туса парӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ.
Суту-илӳпе промышленность палатинче Олег Николаев республикӑри промышленность предприятийӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи — Чӑваш Республикин Экономикӑн аслӑ канашӗн председателӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Унта экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ, кӑшӑлвирус саманинче патшалӑх епле пулӑшнине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика Правительстви ҫумӗнче инвестици аталанӑвне тата усламҫӑсен хастарлӑхне сӳтсе явамалли дискусси лапамӗ йӗркелессине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ.
Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла.
«Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн.
Чӑваш Енре Аталану институтне йӗркелеме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку пачах ҫӗнӗ тытӑм пулмӗ, хальхи ресурссене тишкерсе вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме ӑнтӑлни.
Аталану институтне Промышленность аталанӑвӗн фондне тата Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗн никӗсӗ ҫинче туса хурӗҫ. Ҫак икӗ организацие пӑрахӑҫламӗҫ, анчах вӗсене тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Фонда 2017 ҫулта йӗркеленӗ, корпорацие — 2002-мӗшӗнче. Вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрин ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вырӑссем калашле, утияла кашни хӑйӗн ҫине туртса илме тӑрӑшни те сисӗннӗ. Ҫавӑнпа та малашне ӗҫе урӑхларах йӗркелесшӗн. Аталану институчӗн йышне ҫитес эрнере палӑртрӗҫ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чувашская Республика: летопись столетия» (чӑв. Чӑваш Республики: ҫӗрҫуллӑх летопиҫӗ) виртуаллӑ сайт-проект ӗҫлеттерсе янӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сайтра Чӑваш Республики пуҫланса кайнипе, унӑн аталанӑвӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пурте пулнӑ: хавхалануллӑ самантсем те, экономикӑри йывӑрлӑха ҫӗнме тивнисем те. Республикӑра пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройкӑсем пуҫарнӑ. Хӑшӗсене халӑх хапӑлласа йышӑннӑ, хӑшӗсене – шикленсе те шанмасӑртарах. Сӑмахран, ГЭС хӑпартни хӑех мӗне тӑрать.
Культура, ӳнер, вӗренӳ учрежденийӗсем те 100 ҫулта самай уҫӑлнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗ савут хута яма палӑртасшӑн. Вӑл Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Тата уҫӑмлӑрах каласан, Лапсартан Шупашкара пӑрӑннӑ тӗлти ҫул хӗресленнӗ вырӑнӑн сылтӑм енче пулӗ. Савут валли ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр панӑ.
Ҫӗнӗ предприятире пысӑк блоксем туса кӑларӗҫ. Ҫав материал уйрӑм ҫынсене пӳрт тума та, нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма та юрӑхлӑ теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ савут строительстви епле пынипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Халӗ савут вырӑнӗнче стенасене строительсем сэндвич-панельсемпе хӑпартаҫҫӗ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче савута ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ӑна 2024 ҫулта хӑйӗн тулли хӑвачӗпе ӗҫлеттерме тытӑнасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче наци проекчӗсене пурнӑҫлама 1 миллиард та 575,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вӑл ҫулталӑкри тӗллевӗн 14 проценчӗ пулать. Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтри танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 4 процент нумайрах. Цифрӑсене Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков пӗлтернӗ.
Пирӗн тӑрӑхра федерацин 11 наци проектне кӗрекен 67 ҫум-проектӗнчен 51-шӗ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Вӗсен шутӗнче культурӑпа, ял хуҫалӑхӗпе, вӗренӳпе, ҫул-йӗр строительствипе тата ытти нумай енпе ҫыхӑннисем пур.
Пӗр уйӑх каялла пирӗн республикӑра наци проекчӗсемпе паллаштаракан пӗрлехи информаци ресурсӗ np.cap.ru ӗҫлесе кайрӗ. Портала республика ертӳҫи Олег Николаев хушнипе тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |