Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак инвестици проекчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Савут валли База тӑкӑрлӑкӗнче 1527 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ.
Инвесторсен шухӑшӗпе, Шупашкарта туса кӑларнӑ чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем импорт продукцийӗн чылай пайне улӑштарма пултарӗҫ.
Чӑвашстат республикӑри чи пысӑк шалу тӳлекен сферӑсене палӑртнӑ.
Пирӗн республикӑна илсен, уйӑхра вӑтамран 37 пин те 504 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Финанс тата страхлав ӗҫӗнче тӑрӑшакансем пӗр уйӑхра вӑтамран 58 пин те 700 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗнче – 56 пин тенкӗ, компьютер хатӗрлесе кӑларакансем – 55 пин тенкӗ, информаципе ҫыхӑну сферинче – 53 пин тенкӗ, металлурги производствинче – 50 пин тенкӗ.
Ӗнер ҫӗнӗ хут укҫа пирки каласа пани вӑл тӳрех ҫынсен аллине лекессине пӗлтермест. «Коммерсантъ» ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ 100 тенкӗллӗ укҫа ҫаврӑнӑша тухиччен темиҫе ҫул та иртме пултарать.
Сӑлтавӗ: ҫынсен аллине лекес умӗн ӑна банкоматсемпе терминалсем тата касса хатӗрӗсем палласа илме вӗренмелле. Ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлма пултарассин сӑлтавӗ вара банкоматсем тӑвакан предприятисем Раҫҫейрен кайнипе ҫыхӑннӑ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран NCR тата Diebold Nixdorf кайнӑ. Банкоматсен йышӗнчен 60% ытла ҫак икӗ фирма туса кӑларнисем йышӑнаҫҫӗ.
Иртнинче ҫӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗ укҫасене ҫаврӑнӑша кӗртнӗ чухне (ку 2017 ҫулта пулса иртнӗччӗ) банкоматсене вӗсене палласа илме вӗрентесси уйӑх патнелле йышӑннӑ. Ку хутӗнче вара ҫак ӗҫ самай вӑраха тӑсӑлма пултарӗ — банкоматсем тӑвакансем те ҫӗршывран кайнӑ, пысӑк кредит организацисем те санкцисем айне лекнӗ.
«Юрма» ятпа пӗлнӗ предприятире харпӑрлӑхҫӑ улшӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗлле ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ. «Мега Юрма» тулли мар яваплӑ общество ӗҫӗ-хӗлӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ.
Производствӑн ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫисем продукцие ҫӗнӗ брендпа — «CHUVA» ятпа — кӑларма тытӑннӑ.
«Ҫӗнӗ ребрендинг савӑнтарать, мӗншӗн тесен эсир ята ылмаштарнипех ҫырлахман, ӗҫе йӗркелессине те тӗпрен улӑштарнӑ, – ырланӑ Олег Николаев. – Кунта ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе ӗҫлетӗр, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет».
Предприятире инкубатор ҫӑмарти туса илмелли репродуктор та ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ.
Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре.
Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет.
Раҫҫейри паллӑ журналист Владимир Соловьёв Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пысӑка хурса хакланӑ. Ун пирки вӑл профессионаллӑ экономист тесе каланӑ.
Сӑмах май каласан, Олег Николаев, чӑн та, экономист пӗлӗвне илнӗ. Олег Алексеевич 1998 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, аслӑ шкулта пулас Элтепер экономика теорине ӑша хывнӑ.
«Полный контакт» стрим ертӳҫи Владимир Соловьев нумаях пулмасть Чӑваш Ен ертӳҫинчен мини-интервью илнӗ. Сумлӑ журналист ҫавӑн чухне Олег Николаев пирки ҫапла каланӑ: «Эсир профессилле тата пӗлӳ енчен экономист пулни курӑнать. Уҫӑмлӑ тата татӑклӑ калатӑр. Апла пулсан, эсир палӑртса хунӑ программӑсем вӑхӑтра пурнӑҫа кӗрессе шанма пулать».
Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ.
Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн.
Чӑваш Ен Шри-Ланкӑпа килӗштерсе ӗҫлеме пуҫласшӑн. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев Шри-Ланкӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Джанита Лиянагепе тӗлпулнӑ.
Енсем суту-илӳ енӗпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Пирӗн тӑрӑхран утрав ҫине оборудовани, техника, «симӗс» энергетика валли продукци ӑсатасшӑн. Пирӗн тӑрӑхра Шри-Ланкӑри медицина ӳсӗмӗпе усӑ курма хирӗҫ мар.
«Шри-Ланкӑра куҫ, куҫн хытӑ витӗмӗн донорӗн институчӗ ӗҫлет. Эпир нумай ҫӗршывпа ӗҫлетпӗр. Килӗштерсе ӗҫленин тепӗр енӗ — Раҫҫейӗн регионӗсенче сывлӑх центрӗсем уҫасси», — тенӗ Джанита Лиянаге.
Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Узбекистана чӗннӗ. Ҫитсе курма, ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫӗнӗ шая кӑларма республика ертӳҫипе пӗрлех пирӗн тӑрӑхри делегацие те йыхравланӑ.
Узбекистанӑн Хусанти генконсулӗпе Фариддин Насриевпа Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев икӗ енлӗ хутшӑнусене аталантарас ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Узбекистанпа Чӑваш Ен чылайранпах туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ иккен. Суту-илӳ калӑпӑшӗ 2021 ҫулта 13,2 млн долларпа танлашнӑ. Чӑваш Енӗн тулашри партнёрӗсенчен Узбекистан вуннӑмӗш йӗркене йышӑнать. Экспорта пирӗн тӑрӑхран пӗлтӗр 12,8 млн долларлӑх продукци ӑсаннӑ. Кунта тӗп вырӑн электричество машинисем тата оборудовани (34,3 %), пӗрене-хӑма тата унран хатӗрленӗ япласем (12,1 %), механика хатӗрӗсемпе пайӗсем (8,1 %), керамика хатӗрӗсем (7,4 %), лакпа сӑрӑ (7,0 %) йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире хут шуратакан компонент туса кӑларма пуҫласшӑн. Кун пирки савут пресс-служби пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра технологи суйлас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Производствӑна 2025 ҫулта хута ярасшӑн.
Ку продукт целлюлозӑпа хут туса кӑларакан предприятисем валли пулӗ. «Химпром» туса кӑларакан компонентпа хута шуратӗҫ.
Ку таранччен натри хлоратне тата водород перекиҫне ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килнӗ. Санкцисене пула вӗсене халӗ илсе килеймеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |