Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен шучӗ чакса пынине ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ ӗҫ эрнине пӗтӗмлетнӗ чух палӑртса хӑварнӑ. Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗрлӗх шайӗпе республика пандеми пуҫланичченхи шая ҫитсе пырать.
«Паян 17 пин ытла ваканси пур. Эпир халӗ Чӑваш Енри предприятисене кирлӗ специалистсене хатӗрлес ӗҫе урӑхларах йӗркелерӗмӗр. Сӑмахран, ҫӗвӗҫсене. Вӗсем 500 ҫын таран кирлӗ. Ӗҫсӗрлӗх центрӗсене специалистсене вӗрентсе кӑларма укҫа уйӑрнӑ май специалистсене хатӗрлессине ҫавсем кирлӗ предприятисенче йӗркелетпӗр», — пӗлтернӗ республика Ертӳҫи.
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ҫеҫ мар, хисепе тивӗҫ организацисене те чыслаҫҫӗ.
Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Строймаш» акционерсен обществине Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, организаци регионӑн промышленность аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать.
Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Строймаш» акционерсен обществи Шупашкарти Канаш шосси урамра вырнаҫнӑ. Предприятин сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, акционерсен обществинче автомашинӑсемпе тракторсем, пӑрахут-карапсемпе чукун ҫул техники валли «пысӑк пахалӑхлӑ резина тата резинатехника хатӗрӗсене» 2001 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ, «предприятие Раҫҫейӗпе пӗлеҫҫӗ».
Чӑваш Ен юлашки ҫулсенче хӑйӗн продукцине чикӗ леш енне ӑсатассине самай анлӑлатнӑ. Ҫак енӗпе патшалӑх пулӑшнине те палӑртмалла.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхран ытти регионтан ӑсанман тавар та чикӗ леш енне каять. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин гетероструктурӑллӑ хӗвел модулӗсем (сӑнӳкерчӗкре). «ЧЕТРА» предприятин промышленность тракторӗсене, чӑваш хӑмлине, Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче туса кӑларакан пӑра хирӗҫле ракетӑсене те асӑнса хӑварнӑ. Пластик турбодефлекторсене те Чӑваш Енре кӑна кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш Енрен тухса каяс кӑмӑллисен шучӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 4 244 ҫын тухса кайнӑ, кунта 3 632 ҫын куҫса килнӗ. Ҫапла вара республикӑра миграцие пула халӑх шучӗ 612 ҫын чакнӑ, ку вӑл 2020 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен чӗрӗк пай чухлӗ ытларах (пӗлтӗр ҫын шучӗ чакни 458-па танлашнӑ).
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енрен ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне 3 635 ҫын тухса кайнӑ, ытти ҫӗршыва — 609 (ҫав шутра СНГ ҫӗршывӗсене — 437). Ют регионсенчен 2 889 ҫын килсе ҫитнӗ, ытти ҫӗршывран — 743.
Хула ҫыннисен шучӗ мигрантсене пула 1 463 ҫын таран йышланнӑ (ҫав шутра Шупашкарта — 1 298 ҫын), ялта халӑх шучӗ 2 075 ҫын сахалланнӑ.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫемье асӑннӑ тӑрӑхра вӑрманта пурӑнать.
Василий ятлӑ арҫын унта пурӑнма тытӑнни ултӑ ҫул ытла иккен. Малтан ҫемье хваттер тара илсе пурӑннӑ, кайран, аренда хакланса кайсан, вӑрмана тухса утнӑ. Унта арҫын ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен (пӗренепе полиэтиленран) пӗчӗк хуралтӑ туса лартнӑ.
Василий ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл та, унӑн арӑмӗ те ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрманти хуралтӑра хӗл каҫма уйрӑмах йывӑр иккен. Хӗлле ҫемье газ баллонӗпе ӑшӑнать. Ҫутӑ валли мӑшӑр генераторпа усӑ курать. Апатланма ҫурма фабрикат туянаҫҫӗ: пельмен, хутаҫри яшка, котлет. Шыв ӑсма тата ҫӑвӑнма юханшыв хӗрне анаҫҫӗ. Вӑл ҫуртран 1 километрта вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енрен мӗншӗн тухса кайнӑ тесе кӑсӑклансан Василий: «Унта нимӗнле ӗҫ те ҫук. Пачах та», — тесе хуравланӑ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче тулаш управленийӗ туса хума йышӑннӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ суд определенийӗн резолюци пайӗнче каланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Организацири тулаш управленийӗ ҫулталӑклӑха пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен.
Ҫӗмӗрлери электросетӗн директорӗ пулса Алексей Россейкин текех тӑрӑшмӗ. Пуҫлӑх тивӗҫне тулаш управляющийӗ пурнӑҫлӗ.
Муниципалитет предприятийӗ хайне панкрута кӑларма ыйтса пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче тавӑҫпа тухнӑ. Предприятин пухӑнса кайнӑ парӑмӗ 2,801 млн тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Арбитрж сучӗ предприятире сӑнав процедурине ҫирӗплетнӗ.
Шалу вӑхӑтра тата туллин тӳленине сӑнаса-йӗркелесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи республикӑри комисси паян Правительство ҫуртне черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта строительство отраслӗнче шалу вӑрттӑн (тепӗр майлӑ каласан, хыснана налук, тӗрлӗ фонда укҫа куҫармасӑр) тӳлессине пӗтерес ыйтӑва ҫирӗппӗн сӳтсе явнӑ. Ларӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй ертсе пынӑ.
Ведомствӑсем хушшинчи комисси ларӑвне ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 552 организацие чӗнсе илсе итленӗ. Хайхисем шалу пӗчӗк тӳленипе «палӑрнӑ». Апла пулсан, вӗсем е чӑннипех те сахал тӳлеҫҫӗ, е шалӑвӑн пӗр пайне вӑрттӑн тыттараҫҫӗ. Ларӑва чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин бюджетне уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен 3,2 миллион тенкӗ хушма укҫа кӗнӗ, страхлакан взноссем – 7,2 миллион тенкӗ.
Хӑш-пӗр районпа хулара ведомствӑсем хушшинчи комиссисем ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыманни сисӗнет. Начар енчен Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Красноармейски, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкар районӗнчи Лапсарта регистрациленнӗ «Юрма» кайӑк-кӗшк компанине панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫавӑн пек тавӑпа суда Перекет банкӗ тухнӑ. Кредит учрежденийӗ умӗнче предприяти 2,289 миллиард тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.
«Юрма» агрохолдинг комбикорм хатӗрлессипе, кайӑк-кӗшӗк ӳстерессипе, ял хуҫалӑх продукцине тирпейлессипе тата сутассипе ӗҫленӗ. Предприятин устав капиталӗ – 786,8 миллион тенкӗ.
Сӑнав процедурине асӑннӑ агрохолдингра кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне суд предприятие активсене урӑх ҫӗре куҫарма чарнӑ.
Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.
Шупашкарти «Мегаполис» коммерци банкӗн вӑхӑтлӑх администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ кредит учрежденине ятарласа панкрута кӑларни палӑрнӑ.
Банкӑн лицензине туртса иличченхи виҫӗ ҫулта кредит организацийӗ туса ирттернӗ операцисемпе ытти сделкӑна тишкернӗ. Сӑмахран, пысӑк ликвидлӑ активсенех тавӑрса парас шанчӑк ҫукрах кредитпа ылмаштарнине асӑрханӑ. Ҫапла майпа банк 346 миллион та 904 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Аса илтерер: «Мегаполис» банка кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лицензисӗр хӑварнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрут тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |