Ozon маркетплейсра «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) тавар витрини йӗркелӗҫ. Маркетплейса хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ таварсене сарма пулӑшас тӗллевлӗ «Сделано в России» (чӑв. Раҫҫейре туса кӑларнӑ) программӑпа килӗшӳллӗн Республикӑн бизнес-инкубаторӗ туса кӑларӗ.
Виртуаллӑ витрина ҫине хамӑр тӑрӑхра тавар туса илекенсен таварне вырнаҫтарӗҫ.
Унта лекес тесен электрон заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Витринӑна «Чувашия БлагоДарит» бренд стильне тӗпе туса йӗркелӗҫ.
Чӑваш Енри Куславкка тӑрӑхӗнче юртӑсем тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Ятарлӑ комисси ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна тухсах тӗрӗсленӗ. «Кайӑк вӗҫевӗ» кану базинче глэмпинг тума тытӑннӑ. Хӑна ҫурчӗсене юрта евӗр тӑваҫҫӗ. Хальлӗхе 9 модультен 5-шне туса пӗтернӗ.
Унсӑр пуҫне унта ачасемпе аслисем валли спорт лапамӗсем пулӗҫ, мунчасем туса лартӗҫ. Кафепе мангаллӑ беседкӑсем ӗҫлесе кайӗҫ.
Чӑваш Енри усламҫӑсем хӑна ҫурчӗсем тума патшалӑхран ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа илейӗҫ. Пысӑк инвесторсене отельсене тума тата юсаса ҫӗнетме укҫа парас пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет.
«15 ҫуллӑха 70 миллиарлд тенкӗ таран илме пулать. Ҫулталӑкри процент ставки — 5 процент таран. Тӗп ставкине патшалӑх тӳлет. Инвесторсен хӑна ҫурчӗ, отель е виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ санатори тумалла. Вӗсенче номер фончӗ 120-рен кая мар пулмалла», — уҫӑмлатнӑ экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Ольга Рассанова.
Модульлӗ отель тӑвакансене патшалӑх пӗр номершӗн 1,5 миллион тенкӗ таран саплаштарма пултарать.
Чӑваш Енре уҫма палӑртнӑ «Пехет» агромаркет Раҫҫейӗн наци центрӗн Чӑваш Енри филиалӗ пулса тӑрӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Правительствинчи канашлура сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: асӑнӑ агромаркетра республикӑра туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пуҫласшӑн. Вӑл Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗн аялти хутӗнче ӗҫлӗ.
«Унта Чӑваш Енри ӳсӗмпе паллаштарма меллӗ пулӗ. Тӗрлӗ мероприятипе те курава та унтаирттерме май килӗ», — тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ.
Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8.
Кӑҫал 79 тонна мороженӑй экспорта кайнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 3 процент нумайрах. Ҫапла пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ.
Пирӗн патра туса кӑларнӑ мороженӑй Монголие, Казахстана, Азербайджана, Кӑнтӑр Осетие кайнӑ. Палӑртса хӑвармалла: Чӑваш Енри мороженӑя ытти ҫӗршыва 2022 ҫултанпа ӑсатаҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ҫӗршывсемӗр пуҫне ӑна Абхазие, Таджикистана, Узбекистана илсе кайнӑ.
Чӑваш Енри пилӗк компанин ют ҫӗршывсенчи байерсемпе тӗл пулас шанӑҫ пур. Сӑмах Китайри тата Таиландрисем пирки пырать. Вӗсемпе пирӗн патри компанисем Питӗр хулинче авӑн уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче иртекен пӗтӗм тӗнчери туяну секцийӗнче калаҫса татӑлас шанчӑк пур-мӗн.
«Чӑваш Еншӗн Китай — суту-илӳ енӗпе стратегилле партнер», — пӗлтернӗ республикӑн вице-премьерӗ Дмитрий Краснов. Пирӗн республикӑри предприятисем хӑйсен таварне экспорта янинчен 8,5 процентне Китая ӑсатаҫҫӗ. Укҫа ҫине куҫарсан та Китайпа чи пысӑк сумма пухӑнать-мӗн.
Китайри тата Таиландри байерсемпе тӗл пулас ӗмӗтлисен заявкисене авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш Енри бизнес-делегацине ҫула тухнине Чӑваш Енӗн экспорта пулӑшакан центрӗ саплаштарӗ.
Чӑваш Енре Ҫемье усламӗн центрӗ уҫӑлӗ. Ӑна тӑвассишӗн республикӑн Суту-илӳпе промышленность палати яваплӑ пулӗ. Ӗҫе 2024-2026 ҫулсенче те пурнӑҫламалла.
Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗпе Игорь Кустаринпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, усламҫӑсен шучӗ пирӗн патӑмӑрта ҫулсерен ӳссе пырать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ патшалӑх пулӑшнипе самай ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ сферӑра тӑрӑшакансен йышӗ те нумайланать-мӗн.
Игорь Кустарин пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫемье усламӗн центрне йӗркеленипе пӗрлех палатӑн пайташӗсене республикӑри районсемпе хуласенче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унсӑр пуҫне бухгалтер тата кадр учёчӗ енӗпе ҫӗнӗ пулӑшу кӳме пуҫлӗҫ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Машзавод» индустри паркӗ уйрӑм ҫыннӑн шутланать иккен. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Машзавод машиностроени тата металлообработка енӗпе специализациленет.
Инвестици виҫи — 628 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑран ҫур миллиарда яхӑн тенки —федераци укҫа-тенки.
Индустри паркӗнче хальлӗхе 12 резидент ӗҫлет.
Чӑваш Енри фермерсем чӑваш рунисемлӗ пылак апат-ҫимӗҫ туа кӑларма тытӑннӑ. Ҫак енӗпе вӗсем Шупашкарӑмӑр 555 ҫул тултарнӑ тӗле тимлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енри кондитер компанийӗ хӑйӗн продукцине рунӑсемпе, хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе, хӗвел тӗсӗпе капӑрлатма тытӑннӑ. Вӑл пастилапа снексене Чӑваш Ен элемӗпе хитрелетет.
Тепӗр производитель вара Нарспипе Сетнерлӗ темиҫе тӗрлӗ чӑваш пылӗ тата хӗрлӗхен чейӗ хатӗрлеме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |