Шупашкарти Ботаника сачӗ кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен чӑрӑшсене йышӑнать. Унта «Чӑрӑша – иккӗмӗш пурнӑҫ» акци иртет.
Ҫӗнӗ ҫулта усӑ курнӑ чӑрӑшсене унта илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене вӗтетӗҫ, ваклӗҫ те малалла усӑ курӗҫ. Чӑрӑшсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Иван Яковлев проспекчӗ, 31-мӗш ҫурт. Чӑрӑшсене ӗҫ кунӗсенче те, канмалли кунсенче те илсе килме юрать. Килес умӗн шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8 (8352) 51-02-99.
Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ.
Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле е открытка хатӗрлемелле те #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палӑртнӑ адреспа лартсан кашни хутшӑнакана сертификат парса чыслӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул – асамлӑха ӗненмелли вӑхӑт. Ун чухне ачасем уйрӑмах асамлӑха ӗненеҫҫӗ. Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ «Хӗл мучин асамлӑ алси» акцие кӑҫал та ирттерет. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Ачасем мӗн пирки ӗмӗтленеҫҫӗ? Вӗсем мӗн сунаҫҫӗ? Ҫаксем пирки фонд сайтӗнче пӗлме пулать. Раштав вӗҫӗнче сипленми чирпе нушаланакан ачасем Ҫӗнӗ ҫул елкине пухӑнӗҫ, унта вӗсене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Хӑшӗ-пӗри унта сывлӑхне пула ҫитеймӗ, вӗсем патне Хӗл мучипе Юр пике киле ҫитӗҫ.
Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Парне туянмалла е укҫа куҫармалла.
Паян республикӑра Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ акци иртет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫынсене ӗҫе чӑваш тӗрриллӗ тумпа пыма сӗннӗ.
Паян тӗрлӗ ведомствӑра ӗҫлекенсем ӗҫе чӑваш тумӗпе пынӑ. Вӗсем сӑн ӳкерӗнсе сайта вырнаҫтарнӑ. Культура министрӗ тӗрӗллӗ чӑваш кӗпипе ӳкерӗннӗ. Вӑл кунӗпех ҫапла ҫӳрӗ-ши? Культура министерствинче вӑй хуракансем акцие хастар хутшӑннӑ. Нумайӑшӗ тӗрӗллӗ тумпа сӑн ӳкерӗннӗ.
Строительство, Спорт министерствин ӗҫченӗсем те тӗрӗллӗ кӗпепе паян. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Денис Спирин паян тӳрӗ линие чӑваш тӗрриллӗ галстукпа ирттернӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Чӑваш тӗррин кунне халалласа «На работу с вышивкой» (чӑв. Ӗҫе чӑваш тӗррипе) республикӑри акци ирттерме йышӑннӑ.
Аса илтерер: пирӗн еспубликӑра Чӑваш тӗррин кунне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл вырсарникуна лекӗ, ҫавна май чылай мероприяти чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртӗ. Чӑваш тӗррин кунне 2020 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Маларах каланӑ республикӑри акцие хутшӑнакансене ӗҫе, вӗренӳ учрежденине чӑваш тӗрриллӗ япаласемпе пыма сӗнеҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗксене #Деньчувашскойвышивки2023 , #наработусвышивкой хештэгсемпе сайтсенче тата халӑх тетелӗсенче вырнаҫтармалла.
Раҫҫейре экодиктант ҫыраҫҫӗ. Акцие Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна ирттермелли лапамсенчен пӗри ЧР Наци вулавӑшӗ пулнӑ. Унта иртнӗ акцие 35 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 25 ыйтӑва хуравланӑ.
Акци вӗҫленмен-ха. Чӳк уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче тата чӳкӗн 20-24-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта экодиктант ҫырӗҫ. Чӳкӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи культура тата вулавӑш ӗҫӗн аталанӑвӗн центрӗнче диктант ҫырма пухӑнӗҫ. Ҫаван пекех акци Шупашкарти «Эткер» центрта, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра, Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче, Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче иртӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнчн Пысӑк этнографи диктантне ҫырнӑ. «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» упранакан зала 30 ҫын пухӑннӑ. Ҫав йышра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
Акци кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта хутшӑнакансен йышӗ ҫуллен ӳссе, географийӗ анлӑланса пырать.
Диктанта чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен онлайн майпа та ҫырма пулать. Тестра 30 ыйту. Вӗсенчен 10-шӗ республикӑпа ҫыхӑннисем. Диктанта ҫырма 45 минут уйӑрса параҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци пӗтӗм Раҫҫейӗпе чӳкӗн 3-8-мӗшӗсенче кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртет.
Пирӗн регионта диктант ҫыракансем Шупашкарта Чӑваш наци музейне Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти упранакан зала пухӑнӗҫ. Тестра – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ пӗтӗмӗшлисем, 10-шӗ вара Чӑваш Енпе ҫыхӑннисем. Хуравлама 40 минут уйӑрса парӗҫ.
Пӗтӗмлетӳсемпе диктант сайтӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗччен паллашма май пулӗ.
Ыран – Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вӗсем валли акци йӗркеленӗ. Театрта Вӗрентекенсен пысӑк эрнине ирттереҫҫӗ.
Акципе килӗшӳллӗн педагогсем театра ҫитсе спектакльсене тӳлевсӗрех курма пултараҫҫӗ. Хӑшӗсене? Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин», Александр Островскин «Гроза» хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановкӑсене, Елен Нарби чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ инсцинировкӑна. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем тӑрӑх лартнӑ префоманса тӳлевсӗр курма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |